1942-1943 вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче пуçламăш шкул заведующийĕнче ĕçлеме Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче ĕçлекен Анна Ивановна Миронова вĕрентекене куçараççĕ. Ун чухне кĕçĕн классенче пуçламăш çар ĕçне вĕрентме йышăннă май, фронтран аманса таврăннă салтаксене те ачасемпе ĕçлеме явăçтараççĕ. Çавăн пек салтаксенчен пĕри – Михаил Ксенофонтович Ксенофонтов, Тури Çĕрпÿкасси ялĕнченех, 1943-1945 çулсенче физкультура урокĕсенче пуçламăш çар ĕçне паллаштарассипе ĕçлет. Федор Иванович Иванов (Чурпай ялĕ) та шкулта пĕр вăхăт ачасене вĕрентет.
Вăрçă вăраха тăсăлнă май шкулсенчи вĕрентекенсен коллективĕсене ĕçлеме йывăрлансах пынă. Класс пÿлĕмĕсене хутса ăшăтма вĕрентекенсен хăйсен вутă хатĕрлеме тивнĕ. Анчах та ăна та вăрмантан çителĕклĕ кÿреймен, мĕншĕн тесен хатĕрленĕ вутăна илсе килме колхозра лашасем те юлман. Вăкăрсемпе ĕçлеме тивнĕ. Шкул пÿлĕмĕсенче сивĕ пулнă. Вĕсенче лампа çутма краççынĕ те пулман. Çапах та вĕрентекенсем ял халăхĕшĕн малта пыракан вăй шутланнă. Вĕсемех агитаторсем пулса хăйсен чĕрĕ сăмахĕсемпе, ĕçĕсемпе çынсене хавхалантарма тăрăшнă. Нумай ача ашшĕсене, пиччĕшĕсене çухатнă. Çавăнпа та хуçалăха тытса тăрас, çемьене тăрантарас тата тумлантарас йывăрлăхсем амăшĕсем çине тиеннĕ. Ачасен вĕренес хавхаланăвĕ те юлман. Акă мĕн каласа парать 76 çулхи ĕç ветеранĕ Михаил Васильевич Кузмин:
"Атте вăрçăра вилнĕ. Анне пилĕк ачапа тăлăха тăрса юлчĕ. Килте условисем япăх пирки виççĕмĕш класра вĕренме пуçăнаймарăм. Сакăр çултах çăпата тума вĕрентĕм. Вĕренÿ çулĕ пуçлансан икĕ уйăхран анне патне шкултан Екатерина Артемьевна вĕрентекен çитрĕ. Унăн сăмахĕсем паянхи кун та асра.
– Праски аппа, сирĕн ывăлăн Мишшăн вĕренме тавçăрулăх пур. Çавăнпа та эсир ăна епле пулсан та вĕрентме тăрăшăр, – тесе ÿкĕтлерĕ манăн аннене".
Чăнах та, Михаил Васильевич вĕрентекен сăмахĕсене тÿрре кăларнă. Ялти шкулти, кая юлса пулин те, 7-мĕш класа Мухтав хучĕпе вĕренсе пĕтерет. Унтан Донецкри сăрт-ту техникумĕнчен вĕренсе тухать.
Уйрăмах ачасене 1944 çулхи выçлăх питех те çапса хуçнă. Кĕнекесем, тетрадьсем, чернил пулманни кăна мар нушалантарнă, çиме çăкăр çукки пысăк инкек кÿнĕ.
– Юман çулçин çăпанĕпе хăрăма хутăштарса чернил хатĕрлеттĕмĕр. Пасар кун Элĕк районĕнчи Выл пасарне тунă çăпатасене сутма каяттăмăр. Укçипе кивĕ кĕнекесем туянма тăрăшаттăмăр, – аса илет ЧР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ И.Н.Никифоров.
Вĕрентекенсем 1941 çул вĕçĕнчи шартлама сивĕ хĕл кунĕсенче Сăр юхан шывĕ хĕррипе хÿтĕленмелли окопсем чавнă, уй-хир ĕçченĕсемпе пĕрле утă çулнă, тырă вырнă. Вĕренекенсемпе пĕрле тырă пучахĕсене пухнă.
Тăрăшса ĕçленĕшĕн Е.А.Медведева, Р.А. Скворцова вĕрентекенсене СССР Верховнăй Канашĕн Президиумĕ "За доблестный труд в Великой Отечественной войне 1941-1945 г.г." медальпе наградăланă. Çавăн пекех Екатерина Артемьевна Медведевана, репрессие пула 11 çултах Анат Тагилти лагере лекнĕ хĕр ачана, 1991 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче йышăннă саккунпа килĕшÿллĕн таса ятне тавăрса панă. Сăмах май, унăн ывăлĕ те Л.В.Медведев 1978-1987 çулсенче çак шкулти коллектива ертсе пынă.
Вĕсен вăрçă çулĕсенчи хура-шурра тÿснĕ çамрăклăхне Аслă Аттелĕх фрончĕсенчи салтаксен паттăрлăхĕпе танлаштарас пулсан та тĕрĕс пулмалла.
Л.МЕДВЕДЕВ.