АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.08.18 Тылпа фронт паттăрĕсем (продолжение)

Çĕнтерĕвĕн асаплă, çав вăхăтрах чаплă çулĕпе утса тухнă салтаксен йышĕнче ялти вĕрентекенсем те пур. Вĕсен хисеплĕ шутĕнче чăн малтанах П.Н.Никитина куратпăр. Вăл 1941-1944 çулсенче рота, батальон командирĕ пулса çапăçать. Унăн асĕнче уйрăмах Великие Луки хули (Псков облаçĕ) çывăхĕнчи çапăçусем юлнă. Çав йывăр çапăçусенче полк командирĕ вилет. Салтаксем валли вăрçма пăшалсем те çитмен. Унăн, батальон командирĕн, полкри салтаксене саперăн кĕреçипе нимĕçсене хире-хирĕç тăрса ал вĕççĕн тытăçса çапăçма атакăна çĕклеме тивет. Паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне (1943ç.) тата медальсене тивĕçет.

Совет Çарĕ вăрçăна çĕнтерÿпе вĕçлет. Çĕршывшăн мирлĕ тапхăр пуçланать. Вĕрентÿ ĕçĕнче учительсем çитменнине шута илсе чи малтан вĕсене киле яма пуçлаççĕ. Павел Николаевич 1944 çултах таврăнать. Вăл аслă офицер, майор чинĕпе хăйĕн çемйине çитет. Ăна çав çулах тăван ялĕнчи "Память Ленина" колхозăн председательне суйлаççĕ. Юхăннă хуçалăха ура çине тăратас ĕçре 1946 çулчченех ĕçлет. 1948 çулта ялти шкулта пуçламăш классен учителĕнче ĕçлеме пуçлать. Çĕнтерÿ салтакĕ Григорий Гаврилович та 1945 çулта вăрçăран таврăнать. 1943 çултанпа Хĕрлĕ Çарта ывăлĕ Владимир та пулнă. Çапла пĕр çемьерен иккĕн хутшăннă вăрçа. Çар офицерĕ Владимир Григорьевич Устинов хальхи вăхăтра Симферополь хулинче пурăнать. Григорий Гаврилович "Хăюлăхшăн" медале тивĕçнĕ, 1945 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1948 çулччен шкул заведующийĕнче ĕçлет. Çав çулах шкул ертÿçин эстафети, çутĕç пайĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, Павел Николаевича куçать. 1949 çулхи сентябрь уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа Тури Çĕрпÿкассинче пуçламăш шкул никĕсĕ çинче çĕнĕрен уçнă çичĕ çул вĕренмелли шкул ĕçлеме пуçлать. Директора П.Н.Никитина лартаççĕ.

Павел Николаевич çамрăк чухнехи пекех чун-хавал ăшшине, ăс-хакăлне шкулпа çемье хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, ачасене вĕрентсе тĕрĕс воспитани пама ырми-канми тăрăшать. Вĕрентекенсенчен пултарулăх коллективне йĕркелесе ял халăхĕ валли концертсем, спектакльсем хатĕрлет. Икĕ вăрçă – граждан тата Аслă Аттелĕх – участникĕ ыррипе усаллине те сахал мар курнă. 1937 çулта, çăхава пула, политика сăлтавĕсемпе айăпласа ăна республикăри НКВД органĕсем хупаççĕ. "Халăх тăшманĕ" пулса тăрать. 1940 çулта кăна ирĕке тухнă. 1956 çулхи апрель уйăхĕн 25-мĕшĕнче таса ятне тавăрса панă. Çичĕ çул вĕренмелли шкул директорĕнче 1953 çулччен ĕçлет.

Л.Медведев

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика