АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.08.21 Тылпа фронт паттăрĕсем (продолжение)

Çĕнтерÿ çулĕнчи декабрь уйăхĕнче Германи çĕрĕнчен Тури Çĕрпÿкасси учителĕ Вячеслав Димитриевич Димитриев (1922-1994) таврăнать. Анчах та чирленĕ май юратнă ĕçне пуçăнаймасть. Вăрçăччен, 1939-1941 çулсенче, Советски (халĕ Етĕрне) районĕнчи Килтĕш тата Мăн Явăш шкулĕсене, Етĕрнери педучилищĕне пĕтернĕскер, ачасене естествознани предметне вĕрентнĕ. 1941 çулхи апрель уйăхĕнче Хĕрлĕ Çар ретне тăрса Киеври уйрăм çар округĕн Кăнтăр Хĕвел анăç фронтĕнче 24-мĕш механизациленĕ корпус хĕрлĕармеецĕ шутланнă. 1941 çулта декабрь уйăхĕнче Воронеж хули çывăхĕнче аманать. Госпитальте 4 уйăх хушши сипленнĕ хыççăн 13-мĕш запасри бригадăра вĕренет, отделени командирĕ пулса тăрать. 1942 çулта – Сталинград хули çывăхĕнче Паулюс фельдмаршалăн çарне пĕтернĕ çĕрте, 1943 çулта Курскпа Орел пĕккинче çапăçать. Çавăн пекех Польша çĕрне ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Гварди сержанчĕ Германие çитсе Берлина парăнтарас операцисенче пулать. Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденне, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Сталинграда хÿтĕленĕшĕн", "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн", "Берлина илнĕшĕн", "Германие çĕнтернĕшĕн " медальсене тивĕçнĕ.

В.Димитриев ялти шкулта 1950 çулта ĕçлеме пикенет, 1953-1961 çулсенче унăн директорĕ пулать. Çав çулсенче шкулăн пурлăх никĕсне çĕнетессипе тимлет. "Путь Ленина" колхоз (председателĕ Петр Васильевич Егоров) пулăшнипе ялăн çурçĕр пуçĕнче Шчанас юхан шывĕн улăхĕнчи урамра вырнаçнă шкулăн çурчĕсене кăнтăр енне, тÿрем вырăна, куçарттарас ĕçсене йĕркелет. Çĕнĕ стадион уçтарать. Улма-çырла пахчине чĕртессипе çине тăрсах ĕçлет. Директорăн ĕçĕпе пĕрлех обществăлла, юлташла суд председателĕн ĕçĕсене туса пырать. 1961-1973 çулсенче директорăн çумĕнче вăй хурать.

Ачисенчен иккĕшĕ, Нонна тата Светлана, ашшĕ çулĕпе кайнă. Нонна Вячеславовна Тралькассинчи вăтам шкулта ĕçлесе пенсие тухать. Светлана Вячеславовна Хусанушкăнь тĕп шкулĕн чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ.

Л.МЕДВЕДЕВ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика