АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.09.10 Тылпа фронт паттăрĕсем

1950 çулсем вĕçĕнче ĕç учителĕ пулса ялти фронтовик, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Григорий Алексеевич Смелов (1911-1980) ĕçлет. Унтан вăл 70-мĕш çулсенче, пенсие тухичченех, шкулта хуçалăх ыйтăвĕсем енĕпе вăй хурать. Тата тепĕр фронтовик, Николай Николаевич Николаев (1924-1988), Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ вĕрентекен, 1950 çулсен вĕçĕнче кĕçĕн классене вĕрентме пуçлать. Агафия Семеновна мăшăрĕпе пенсие тухичченех пĕрле ĕçленĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Александр – çар инженерĕ, полковник. Хальхи вăхăтра Чул хулара пурăнать.

Тури Çĕрпÿкасси шкулĕнче хăрушă вăрçă çулĕсенче, ун хыççăнхи мирлĕ вăхăтра ĕçленĕ вĕрентекенсем сахал мар хăйсен чун вăй-халĕпе, пĕлĕвĕпе нумай ачасене пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Хăйсен ăслăлăх тĕнчине аталантарма пуçланă та çак шкулта вĕреннĕ вăрçăпа çĕнтерÿ ачисем. Вĕсем: Мускаври автомашина çул-йĕрĕсен институчĕн Атăл тăрăхĕнчи (Шупашкар хули) филиалĕн проректорĕ, профессорĕ, "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ", "РФ аслă профессиллĕ вĕрентÿ ĕçченĕ", А.С. Макаренко медальне тивĕçнĕ учитель А.П.Никитин (П.Н.Никитинăн кĕçĕн ывăлĕ); И.Ульянов ячĕпе хисепленекен университетăн преподавателĕ, медицина наукисен кандидачĕ С.С.Соколов; И.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика университечĕн профессорĕ Ю.А.Дмитриева (Крылова); медицина наукисен кандидачĕсем П.С.Яковлев (Пермь хули), Н.П.Прокопьев (Мускав облаçĕ); ял хуçалăх наукисен докторĕ, вăрçă ветеранĕ К.П.Паденов (Минск хули); халăх хуçалăхĕнче çитĕнÿсем тунă ĕçченсем: В.К.Ксенофонтов, "ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята тивĕçнĕ В.В.Устинов, "ЧР вăрман хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" Г.А. Стеклов, "ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" И.Е.Ландышев. Ĕçченлĕхпе палăрса орден илнĕ уй-хир тата выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсем те сахал мар. А.Г.Никитина доярка "Хисеп Палли", Г.С.Яковлев Халăхсен туслăхĕн орденсене тивĕçнĕ. Медалĕсем пурин те, вилнисемпе чĕррисен те, фронтри тата тылри паттăрсен те, пĕр металтан. Çавăнпа та пирĕн вĕсене пĕрмаях чысласа асра тытасчĕ, манас марччĕ.

Л.МЕДВЕДЕВ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика