Халăхăн уйрăм категорийĕсем хушшинче çырав ирттересси чи йывăррисенчен пĕри шутланать.
Кăçал вăл ансат пулмĕ. Çырав тапхăрĕнче переписчиксем пăтăрмахлă лару-тăрăва лекесси куç кĕретех. Темле çын, темĕн тĕрлĕ çемье те пур-çке, алăкран шаккакана кашниех тĕрлĕрен йышăнать.
Переписчиксен ĕçĕ-хĕлĕ çăмăл мар. Кашнинех 10 кун хушшинче 400 киле çитмелле. Пĕтĕмпе вĕсен йышĕ республикипе 4 пин те 400 яхăн, ытларахăшĕ, паллах, çамрăксем. Мĕн пур переписчике голографи паллиллĕ удостоверени параççĕ. Унпа пĕрле паспорт та кăтартма тивет. Унсăр пуçне переписчик çинче çырав эмблемиллĕ шарф пулĕ. Тĕттĕм урамсемпе подъездсенче усă курма хунарпа тата усал шухăшлă çынсенчен сыхланма шăхличпе тивĕçтереççĕ. Перепись докуменчĕсене вара «Патшалăх статистикин федераци служби» тесе çырнă тĕттĕм кăвак тĕслĕ ятарлă портфеле чикнĕ. Переписчикĕн ĕç вĕçленнĕ хыççăн сумкăна кашни кунах каçхине инструктор участокĕнче хăвармалла.
Çак уйăхсенче переписчиксене хĕрсе кайсах çырава хатĕрлеççĕ, пĕтĕмпе вĕсене 4 кун вĕрентеççĕ, кайран тест витĕр кăларса чи маттуррисене суйласа илеççĕ.
Переписчик темиçе пырсан та тĕрлĕ сăлтавпа алăк уçмасан, çынсем хăйсем те перепись участокне пымасан, çак адреспа пурăнакансем пирки пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчен ыйтса пĕлĕç. Ун чухне хăш наци çынни пулни те, пĕлÿ шайĕ те шута илĕнмест.
Çырав ялсенче тем тесен те çăмăлтарах иртмелле. Кунта киле кĕртменни, алăк уçманни пулман. Переписчик те ют çын мар, вăл ялта пурте паллакан медсестра е вĕрентекен, е ял тăрăхĕнче ĕçлекен пулĕ.
Е.АТАМАНОВА.