АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.09.29 Çыравччен вăхăт нумай юлмарĕ

Часах пире çĕр-шывăмăра пĕрлештерекен пысăк пулăм кĕтет – октябрь уйăхĕн 14-25-мĕшĕсенче халăх çыравĕ иртет. Çĕнни тата кăсăкли мĕн пулĕ-ха кăçалхи çыравра;

Инкек-синкекрен сыхланма – страхлав

Çыравçă – кăсăк служба тивĕçне пурнăçлакан патшалăхăн полномочиллĕ çынни. Унăн ĕç-хĕлне хăрушă профессипех танлаштармалла-тăр. Çырав тапхăрĕнче вĕсем час-часах кăсăк, пăтăрмахлă лару-тăрăва кĕрсе ÿкеççĕ. Вĕсен ĕç-хĕлне çăмăллатма, ытти çынсенчен уйăрса илме пулăшма ятарлă удостоверени, шурă-кăвак тĕслĕ шарф, пуçа тăхăнмалли, портфель параççĕ. Тĕттĕм урамсемпе подъездсенче фонариксемпе усă курĕç. Йытăсенчен, усал шухăшлă çынсенчен хăтăлма – шăхлич! Йывăр лару-тăруран тухма пулăшма инструкци те хатĕрленĕ. Акă хăш-пĕр йĕрке: "Енчен те алăка уçрĕç, эсир кăсăк лару-тăрупа – килти хирĕçÿ-çапăçу, ĕçкĕ-çикĕ, уяв – тĕл пулсан кайăр, тепĕр чухне килĕр". Инструкци çыравçăсене сĕтел хушшине ларма та хушмасть, хуçисем хистенине пăхмасăр лăпкăн сыв пуллашса пăрăнса утма сĕнет.

2002 çулта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнче çыравçăсене страхлама тытăнни ахальтен мар. Япăх çутатнă урамсемпе подъездсенче, пăрлă-çумăрлă çанталăкра (çырав октябрьте иртмелле) аманма часах. Çитменнине çапкаланса çÿрекен е килти йытăсем те час-часах хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Тата çыравçăсен тĕрлĕ сийлĕ халăхпа ĕçлеме тивет. Вĕсен хушшинче усал шухăш-кăмăллă çынсем те пур. Вырăнти влаç органĕ, муниципалитет, шалти ĕçсен пайĕ çыравçăсене пулăшма тăрăшаççĕ-ха, анчах инкек-синкекрен хăтăлса пĕтме кансĕр. 2002 çулта акă 400 инкек сиксе тухнă (430 пин çыравçа страхланă). Çав шутран 70 проценчĕ йытă çыртнипе, килти инкекпе çыхăннă.

Сывлăха сиен кÿрсен страхлав тÿлевне пĕрререн пуçласа 100 процент таранах тÿлеме пултараççĕ. Страхлав тÿлевĕн чи пысăк хисепĕ – 20 пин тенкĕ.

Вырăсла пĕлмесен

Çырав бланкĕсене 14 чĕлхене куçарĕç. Вĕсенчен улттăшĕпе пирĕн çĕр-шыври тĕп халăх (пушкăртсем, бурятсем, тутарсем, тувасем, чăвашсем, якутсем) калаçать, саккăрăшĕпе – ют çĕр-шыв çыннисем (акăлчансем, вьетнамецсем, испанецсем, китаецсем, кореецсем, нимĕçсем, турксем, французсем). Çырава хутшăнакан мĕнле национальность çынни пулнине хăй палăртать, çакна çырав бланкне хăй аллипе çырса хурать.

Чутайсем, çырава хутшăнăр!

Пĕтĕм Раççейри çырава халăх пурнăçне лайăх енне улăштарас тĕллевпе ирттереççĕ. Апла пулсан çырава пурин те хутшăнмалла. Пĕтĕмĕшле пирĕн район çырав ирттерме хатĕр темелле. Виçĕ çырав, вăтăр инструктор, аллă шутлав участокĕ йĕркеленĕ. Пĕр çырав участокне вăтамран 6601 çын тивет.

Паллах, çырава кашни хăй ирĕкĕпе хутшăнать. Çырав ыйтăвĕсем çине хурав парас теменнисене никам та айăпламасть. Çапах та район çыннисем тÿрĕ кăмăлпа та ăнланса çырава хутшăнасса шанас килет. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕпе çыхăннă ыйтусемпе районти "вĕри лини" телефонĕпе (2-12-42) шăнкăравлама пулать.

А.ТИМОФЕЕВА хатĕрленĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика