АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.10.10 Вĕрентме хăвăн та нумай вĕренмелле

Çулсерен Учитель кунĕ çитнĕ май хама ăс панă вĕрентекенсем аса килеççĕ. Шкул сукмакĕнче хăйĕн ĕçне чунтан парăнса ачасене тивĕçлĕ воспитанипе пĕлÿ парассишĕн тăрăшакан вĕрентекенсене курма тивнишĕн мухтанатăп. Вĕсене кура эпĕ те учитель профессине алла илнĕ вĕт-ха. Шел те, ытахальтен, сехет ирттĕр тесе ĕçлекен учительсене те тĕл пулма тивнĕ. Хурипе шурри пĕрлех пыраççĕ çав пурнăçра. "Юлташу хăвăнтан лайăхрах пултăр" текен каларăшри пек, эпĕ те ырă, пултаруллă педагогсенчен çеç тĕслĕх илсе пытăм. Пурнăç çулĕнче чăн-чăн вĕрентекенсене тĕл пулма тÿр килнишĕн паянхи кун Турра тав тăватăп. Ача мĕнле пĕлÿ илесси, унăн ăс-хакăлĕ мĕнлерех аталанасси чи малтанах шкулти лару-тăруран, унти педагогсенчен килет-çке. Çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас тĕлĕшпе учитель тĕп вырăн йышăнать.

Çапла, вĕрентÿ тытăмĕн тĕп шăнăрĕ – учитель, вăл пахалăхпа ĕçлесен вĕрентÿпе воспитанири кăтартусем те кирлĕ шая çитеççĕ. Тăрăшса ĕçлекеншĕн – çул уçă. Ят-сумлă пуласси те, ытларах ĕçлесе илесси те çынран хăйĕнчен килет. Вĕрентÿ тытăмĕнче ку тĕлĕшпе условисем туса панă, паха кăтартусемшĕн хавхалантармалли мелсене ĕçе кĕртнĕ. Акă, аван кăтартусемпе ĕçлесе пыракан педагогсем Раççей Федерацийĕн е Чăваш Республикин Президенчĕсен гранчĕсене çĕнсе илеççĕ. Çапла, пултаруллисем, ăсталăха ÿстерсе пыракансем республикăра кăна мар, çĕр-шыв шайĕнче те палăраççĕ. Тĕрлĕ конкурссене хутшăнса та паянхи учитель хăйне кăтартма пултарать. Çавна валли "Çулталăк учителĕ" конкурс пур. Унсăр пуçне çĕр-шыв шайĕнчи конкурссене те хутшăнма вăхăт тупаççĕ хăш-пĕр учительсем. Сăмахран, Мăн Этмен шкулĕнчи О.Михеева, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Н.Мидакова вĕрентекенсем çулсерен конкурссене хутшăнса малти вырăнсене тивĕçеççĕ. Пурнăç улшăнса пынă май учителĕн ялан аталанса пымасан ăнăçу пуласси пирки ĕмĕтленмелли çук. Вĕрентме хăвăн та нумай вĕренмелле.

Вĕрентÿ тытăмĕнче педагог профессине чун туртăмĕпе суйласа илнисем çеç ытларах пулсан аванччĕ. Вĕсем ĕçе пахалăхпа пурнăçланă пулĕччĕç. Атту мĕн куратпăр-ха эпир; Шкулсенче учитель-бизнесменсем нумайланса кайрĕç. Пасар экономики çапларах тума хистет-ши; Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарĕç-ши кун пек чухне; Иккĕлентерет. Тахçанах пĕр-пĕрне паллакан вĕрентекен калани халĕ те асрах: "Чăн-чăн учителĕн шкул ĕçĕпе кăна тимлемелле. Вĕрентекен ĕçĕпе те аванах пурăнма пулать: тархасшăн, конкурссене хутшăн – хавхаланăва тивĕçеетĕн, кĕнекесем кăлар – хушма тупăш илеетĕн, репетиторта тăрăш – кам чарать; Ÿркенмелле мар çеç".

Çапла, кашнин хăйĕн ĕçĕнче ăста пулмалла. Унсăрăн ĕç кăтартăвĕсемпе савăнтараймăн. ЧР Президенчĕ М.Игнатьев района килсен пирĕн Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсен кăтартăвĕсем пĕчĕкрех пулнине асăнчĕ. Ку вĕренекенсен пĕлÿ шайĕ пĕчĕк пулнине кăтартать имĕш. Апла ачасене тарăн пĕлÿ парас тĕлĕшпе çанă тавăрсах ĕçлемелле. Ку ĕçре районти пур педагога та чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх, çирĕп сывлăх, вĕрентÿ тытăмĕнче пултарулăха ÿстерсе пыма ăнăçу сунатпăр.

Л.Волкова.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика