АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.10.09 Фронтовик аса илет

"Çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе

Епле уйрăлмалла тунă-ши?"

юрăри çак сăмахсем ирĕксĕрех пуçа кĕреççĕ Ефим Феофанович Захарова итленĕ май. Унăн аса илĕвĕпе паллашар эппин.

– Çичĕ тăванран пурăнаканĕ те эпĕ кăна юлтăм, – пуçларĕ хăйĕн аса илĕвне ватă фронтовик. – Ыттисем çак çутă тĕнчерен кайнă ĕнтĕ. Атте те чăваш ялĕсенче колхозсем йĕркеленме пуçличченех Чул хула облаçне ĕçлеме кайнăскер, ют çĕртех вилчĕ. Анне, Евдокия Андреевна, пĕччен çичĕ ачапа юлчĕ, арçын вырăнне хуçалăха тытрĕ, пире ура çине тăратрĕ.

Нумай вĕренме тивмен Ефима. Ялти пуçламăш шкула пĕтернĕ хыççăн Тури Çĕрпÿкассинчи колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче пиллĕкмĕш класра вĕренме пуçлать. Пурнăç нушаллине пула вĕренме пăрахать. Ялта чи малтан колхоза кĕнĕ Т.Максимов вĕсем тертленсе пурăннине пĕлсе тăрса Ефима колхоза кĕме сĕнÿ парать.

– Çапла, 1937 çулта колхоза кĕтĕмĕр, – сăмахне тăсать Ефим Феофанович. – Тепĕр кунне мана ут пăхакана лартрĕç. Лашасемпе хĕрÿ ĕç çи вăхăтĕнче жнейкăпа тырă выраттăм, хĕлле хуçалăх валли вăрмантан йывăç турттараттăм. Аппапа иккĕн ĕçленипех çемье çăкăр-тăварлă пулчĕ. Тепĕр икĕ çултан килтисем пурте колхоза кĕчĕç.

Сисеймерĕм те – салтак ячĕ тухрĕ. 1940 çулхи кĕркунне çар ретне илчĕç. Ленинград хулинчи инженери строительствин уйрăм батальонĕнче хĕсметре тăтăм.

Вăрçă пуçлансан батальона салатса яраççĕ. Ефим Захаров Дон казакĕсен ирĕклĕ кавалери полкне лекет, Иккĕмĕш Белорусси фронтĕнче вăрçа хутшăнать.

Уйрăмах Гомель хули çывăхĕнчи хĕрÿ те хаяр çапăçу унăн асĕнчен каймасть, мĕншĕн тесен çав хăрушă тамăкран взводран çиччĕн кăна чĕррĕн тухнă. Яланах тапăнса пыракансен малти эшелонĕнче пулса ахаль салтакран гварди сержанчĕ таран ÿсет Е.Захаров. Çапăçусенче вилнĕ взвод командирĕн, пулăшуçин тивĕçĕсене хăйĕн çине илсе пурнăçлама тивет.

1944 çулта Камышино хулинчи госпитальте сипленнĕ инвалида икĕ салтак тăван ялне çитерсе амăшне парса хăвараççĕ. Вăрçă хыççăн та колхозра, хăнăхнă ĕçре, вăй хума тытăнать Ефим Феофанович. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Ленин ячĕпе хисепленекен хуçалăхăн пиллĕкмĕш уй-хир, строительсен бригадисенче вăй хурать.

Фронтовикăн кительне Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕ илемлетет. Çавăн пекех вăл Жуков орденне те тивĕçнĕ.

Ашшĕ-амăшĕн пилĕпе Ефим Феофанович вăрçăпа ĕç ветеранĕн кун-çулĕ вăрăм та чыслă. Кăçалхи июль уйăхĕнче вăл 90 çул тултарчĕ. Мăшăрĕ Елена Васильевна та кĕçех 86 çул тултарать. 54 çул вĕсем пĕрле Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнче çемье ăшшине тытса пыраççĕ.

Захаровсен йăхне пилĕк ачипе вун пĕр мăнукĕ малалла тăсаççĕ. Мăнукĕсен те пуласлăх калчисем ÿсеççĕ.

Л.Медведев.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика