АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.10.13 Раççейшĕн эпир пурте пĕлтерĕшлĕ

Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе ырантан тытăнса халăх çыравĕ пуçланать. Вăл кăçалхи октябрĕн 25-мĕшĕччен пырĕ. Çак тапхăрта çыравçăсем килрен киле çÿресе çемье йышне, национальноçа ыйтса пĕлĕç. Районта пурăнакан кашни çынах вĕсене тĕрĕс хурав парасса шанас килет.

Уйрăмах мана наци ыйтăвĕ хумхантарать. Çырава хутшăнакан анкетăра хăйне кирек епле наци евĕр те çырса яма пултарать вĕт! Шÿтлесе е курнăçланса чăвашсемех хăйсене "вырăс" тесе палăртма пултараççĕ. Районта та чăвашсемех "вырăсланса" кайнине кам асăрхамасть пулĕ? Ачисемпе тăван чĕлхепе калаçмаççĕ вĕсем. Хамăр чĕлхерен ютшăнатпăр-тăк çыравра нацилĕхе уççăн палăртма шикленмĕпĕр-и? Çук пулсан аванччĕ-ха. Атту чăвашсене ЮНЕСКО "пĕтекен халăх" тесе палăртать. Иртнĕ эрнере культурăпа кану центрĕнче "Рия" чăваш фильмĕн презентацийĕ вĕçленсен унăн режиссерĕ В.Оринов çапларах палăртрĕ: "Çут тĕнчене чăваш пулса çуралнă-тăк çыравра хамăра чăвашах тесе çыртармалла. Мăшăрсенчен пĕри вырăс, тепри чăваш пулсан кашнийĕнех хăйĕн нацилĕхне тÿррĕн кăтартмалла. Суя кăтарту парсан чăвашсен е ытти халăхăн йышне тĕрĕс палăртаймăн".

Тăван чĕлхерен ютшăнни атте-аннене хисеплеменнипе танах. Тутар халăхне илĕпĕр, вĕсем пур çĕрте те хăйсен наци чĕлхипе калаçаççĕ. Акă пĕр палланă çын калани аса килет: "Тутар республикинчи ялта ĕçпе пулма, пĕр тутар çемйинче апатланма тивнĕччĕ, кил хуçи арăмĕпе сăмах хушас терĕм те – пĕр-пĕринпе пĕр чĕлхе тупаймарăмăр. Эпĕ тутарла пĕлместĕп, анчах вырăсла пуплеме пултаратăп, вăл вара – тутарла çеç. Акă камсем хăйсен чĕлхине чăннипех хисеплеççĕ тесе палăртрăм ăшăмра". Апла пулсан пирĕн те мĕскĕнленсе чăваш пулнине пытарас марччĕ. Хамăра хисеплесе чăваш нацине сыхласа хăварасчĕ, çыравра пĕр вăтанмасăр чăваш халăх пуласлăхĕшĕн сасă парасчĕ!

Шухăшла-ха, тăван, мĕн юлать чăвашран эс те алă сулсан, эп те тăрăшмасан?..

Л.Зайцева

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика