АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.10.20 Çыравçăсем çула тухнă

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пырать. Пирĕн район çырава хатĕр. Пурĕ 13 инструктор участокне йĕркеленĕ, район "сăнне" 56 çын çырать.

Паянхи кăларăмра шăпах çак çынсем пирки сăмах пырĕ. Вĕсем килрен киле çÿресе кашни çынпа тĕл пулса çемье йышне, мĕнле наци çыннине ыйтса пĕлĕç. Çыравçăна ытти çынран уйăрса илме йывăр пулмĕ. Вĕсем хăйне евĕрлĕ экипировкăпа – логотиплă портфельпе, кăвак шарфпа çÿрĕç. Çумра ятарлă удостоверени пулмалла. Вăл паспортпа пĕрле кăтартсан çеç вăйра тăрать. Çыравçăн тĕрлĕ çынпа тĕл пулма, темĕнле лару-тăрăва та лекме тивет. Анчах та, ман шутпа, ялти çынсем те хăрушлăха кĕрсе ÿкме пултараççĕ. Çыравçă ячĕпе вĕсем патне усал-шухăшлă çынсем те кĕме пултараççĕ-çке. Сахал-им хаçатсенче е сенкер экранпа аслă ăру çыннисене шăнман пăр çине лартса янине, вĕсене çаратса кайнине вулатпăр, куратпăр. Çавăнпа та район çыннисене çак çырав вăхăтĕнче асăрхануллă пулма сĕнес килет. Сирĕн киле пынă çыравçă ют пулмĕ, вăл вĕренÿ, культура... тытăмĕнче ĕçлĕ, хăвăр ял тăрăхĕн территорийĕнчех пурăнĕ. Ятарлă тум та вĕсене уйăрса илме пулăшĕ.

Л.Сергеева.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика