АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.10.27 Тĕрĕслев çÿревĕ пырать

Октябрĕн 14-мĕшĕнчен тытăнса 25-мĕшĕччен пĕтĕм çĕр-шывĕпех пĕлтерĕшлĕ мероприяти – Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕ – иртрĕ.

Юлашки хут ăна 2002 çулта ирттернĕ. Мероприяти витĕмлĕ вырăн йышăннине пурте ăнкарчĕç ĕнтĕ, унăн кăтартăвĕсем демографи лару-тăрăвне, халăх пурнăçĕн шайне тата çивĕч ытти ыйтăва уçăмлатма май парĕç. Ахальтен мар вăл "Раççейшĕн кашни çын пĕлтерĕшлĕ" девизпа иртет. Çакна та асăнмалла, малтанлăха палăртнă тăрăх, çырава пирĕн районта пурăнакансем 100 проценчĕпех хутшăннă. Çыравçăсем кашни киле çÿресе кăтартусем пухнă.

Çырава ку е вăл сăлтавпа хутшăнайман çынсене тата ăнсăртран çыравçă икĕ хутчен шута илнĕ е вуçех шута илмен граждансене тупса палăртас тĕллевпе октябрĕн 26-29-мĕшĕсенче тĕрĕслев çÿревĕ иртет. Ун вăхăтĕнче инструктор çыравçăпа пĕрле çуртра пурăнакансене пурне те шута илнине... пăхса тухĕç. Паллах, вĕсем пур киле те кĕрсе тухмĕç. Эппин, хăйсем çинчен пĕлтерейменнисем тĕрĕслев çÿревĕ вăхăтĕнче Раççей историйĕнче йĕр хăварма пултарĕç.

Л.ВОЛКОВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика