АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.10.30 Палăртнă йĕркепе, пăтăрмахсăр

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕ Чăвашстат палăртса хунă йĕркепе, çирĕп графикпа иртрĕ. Çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие çынсем пуçаруллă хутшăнчĕç. Граждансен тĕп пайĕ, малтанхи кăтартусем ĕнентернĕ тăрăх, яланхи мелпех çырăнчĕ – çыравçăна килте йышăнса хăй пирки пĕлтерчĕ. Халăх çырава йышлăн хирĕçлени пулман. Тĕн ĕненĕвĕпе сăлтавласа унта хутшăнас темен темиçе тĕслĕх кăна сиксе тухнă. Çыравçă ĕçĕпе çыхăннă пăтăрмахсем те пулман.

Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн пĕрремĕш кăтартăвĕсем – муниципалитет пĕрлешĕвĕсем, район-хула тăрăх арçынсемпе хĕрарăмсем мĕн чухлĕ пулни пирки 2011 çулхи апрель уйăхĕнче пĕлтерĕç. 2011 çул вĕçĕнче тата 2012 çулта пĕтĕмлетнĕ кăтартусем тапхăрăн-тапхăрăн 10 томпа, вуннăмĕш томĕ çĕр-шыв кăтартăвĕсемпе, пичетленсе тухмалла.

В.СМИРНОВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика