Вăхăта пĕр вырăнта тытса чарма çук. Вăл шав малалла шăвать. Çаплах ĕмĕр иртсе пырать. Пурнăç урапи ялан пĕр йĕрпе чупмасть тата. Кашни çыннăн хăйне майлă. Япăххине кĕтместпĕр те, анчах темшĕн-çке вăл çын пурнăçне пырса тивет. Темĕн те курма тивет вара пурăнан пурнăçра.
Йывăр килнĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн çуралнисен пурнăçĕ. Лайăххи, паллах, сахалтарах пулнă. Выçлăх çулĕсем, чир-чĕр, колхозсем йĕркеленĕ тапхăр тата ытти те.
Çак вăхăталла, тĕрĕсрех 1925 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче, Шулю ялĕнчи йышлă çемьере Анна Федоровна Храмова (хĕр чухнехи хушамачĕ Данилова) çут тĕнчене килнĕ. Çемьере сакăр пĕртăван (ултă хĕрпе икĕ ывăл) çитĕннĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ. Аслисене хисеплеме, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентнĕ. Анна çемьере пĕрремĕш ача пулнă май, пĕчĕклех йывăр пурнăç тутине туйса илнĕ.
– 1942 çул. Çĕр-шывра вăрçă кĕрлет. Çак çул пирĕн аттене, Федор Николаевич Данилова, вăрçа илсе кайрĕç. Ултă ача ашшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлчĕ. Анне йывăр çынччĕ, тепĕр пепкене кун çути пама хатĕрленетчĕ. Вăрçă нушине самаях курма тиврĕ. Çитĕннисемпе пĕрлех мĕн каçчен пилĕк авнă. Уйра ÿсекен йĕтĕне çумлама кайнине нихăçан та манаймăп. Вăрçă çулĕсене пула юлнă суран паянхи кун та чуна ыраттарать, – аса илет халĕ иртнине куççуль витĕр Анна Федоровна.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин çулĕсем А.Храмовашăн йывăр та тумхахлă иртнĕ. Çапах та вăл ăс-тăн, кăмăл-туйăм, вăй-хал тĕлĕшĕнчен чухăн та тÿрккес пулман, вĕренсе ăслă çын пулма ĕмĕтленнĕ. Вăтам шкула вĕçлесенех Анна Федоровна ĕçе пикенет: çитĕнекен ăрăва пĕлÿ пама ăнтăлать. Çав хушăрах професси пĕлĕвне анлăлатас тĕллевпе Етĕрнери педагогика училищинче куçăмсăр майпа ăс пухать.
А.Храмова вĕренÿ тытăмĕнче чылай çул тимленĕ, педагогикăри ĕç стажĕ унăн – çур ĕмĕре яхăн. Ĕçе яваплă пурнăçланипе палăрса тăнă вăл, яланах шыравра, тунă çитĕнÿсемпе лăпланса ларма пултарайман. Ахальтен мар ăна "Ĕçре палăрнăшăн", "1941-1945 çулсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальсемпе, ачасене пĕлÿ парас ĕçре тунă ÿсĕмсемшĕн "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" паллăпа чысланă.
Анна Федоровна мăшăрĕпе, Николай Федоровичпа, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннă. Вĕсем çут тĕнчене 4 ача парнеленĕ. Ачисем пурте çемьеллĕ, çĕр-шыва юрăхлă, ăслă-тăнлă çынсем пулса ÿснĕ. Ырă çимĕçрен паха вăрлăх пулать тени тĕрĕсех çав.
Çак кунсенче хисеплĕ Анна Федоровна 85 çул тултарать. Уяв ячĕпе ăна чун-чĕререн саламлатпăр. Ĕçĕрсем çамрăк ăрушăн этем чысĕпе тивĕçне виçсе хакламалли ырă тĕслĕх пулччăр.
А.НИКОЛАЕВА.