АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.11.03 Вăл – пирĕн пĕрремĕш учитель

Этемĕн ачалăхĕ питĕ хăвăрт иртет, çапах вăл вăхăта нихăçан та манмастăн. Ача чухне урамра юлташсемпе выляса çÿренисем, шкулта вĕреннĕ вăхăт, çамрăклăх çыннăн асĕнчех упранаççĕ. Кашниех пĕрремĕш хут шкулта парта хушшине кĕрсе ларнине, пĕрремĕш учителе асра тытать.

Акă эпир, Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн 1950-мĕш çулта çуралнăскерсем, 1957-мĕш çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Хватукассинчи 7 çул вĕренмелли шкула пĕрремĕш класа пытăмăр. Паянхи пекех ас тăватпăр çак куна. Пире хитре, вăрăм, яштака пÿллĕ учитель кĕтсе илчĕ. Шурă блузка, клеткăллă сарлака юбка тăхăннăччĕ вăл ун чухне, вăрăм çÿç çивĕтне пуç йĕри-тавра яваланăччĕ. Ку вăл – Анна Федоровна Храмова. Виçĕ урок пулчĕ çак кун. Ун хыççăн вăл пире выляттарчĕ те киле ячĕ.

53 çул иртрĕ унтанпа. Эпир те 60 урлă каçнă ĕнтĕ, анчах та Анна Федоровнан урокĕсем, вăл вĕрентсе каланă сăмахсем паянхи кун та асрах. Унăн хăш-пĕр ĕçĕсем Чингис Айтматов çырнă "Пĕрремĕш учитель" повеçри Дюйшен учителе аса илтереççĕ. Мĕн кăна тумастчĕ-ши Анна Федоровна; Вăрçă хыççăнхи çулсенче пурнăç никамăн та çăмăлах пулман. Çемьесенче 5-6-шар ача, хăшĕ-пĕрисен çи-пуç, атă-пушмак çителĕксĕр пулнă. Акă пирĕн класри К-сен килĕнче 5 ачаччĕ, амăшĕ йывăр чирлесе вырăнпах выртатчĕ. Урине тăхăнмалли çуккипе ачасем шкула çарранах пыратчĕç. Хăш-пĕр чухне пыраймастчĕç те. Анна Федоровна килне кайса ачана шкула велосипедпа лартса килетчĕ. Шăлаварне те çак çемьери шкул ачине учитель хăех çĕлесе панăччĕ.

Ачасене уроксем хыççăн хăварса мĕн чухлĕ ĕçлемен-ши Анна Федоровна!

Юрлама, ташлама, спектакльсенче выляма вĕрентетчĕ пире. Ташă костюмĕсене те хăех çĕлетчĕ. 3-4-мĕш классенче вĕреннĕ чух пирĕн шкула иккĕмĕш сменăна çÿреме тиврĕ. Кĕркуннехи кунсем кĕске, ирех тĕттĕмленет. Класра краççын лампăпа лараттăмăр (пирĕн ялта ун чух электричество çути пулман). Апла пулин те вĕренÿре юлса пыракан ачасене Анна Федоровна уроксем хыççăн хăварса вĕрентетчĕ. Мĕн чухлĕ обществăлла ĕç туман-ши тата вăл. Спектакльсем лартнă чух рольсене профессионаллă артистсенчен пĕрре те кая мар вылятчĕ. Учительсем спектакль лартнине пĕлсен клуба (сцена шкул коридорĕнчеччĕ) лăк тулли халăх пухăнатчĕ. Анна Федоровна сцена çине тухсан куракансем тÿрех тăвăллăн алă çупса яратчĕç. "Кай, кай Ивана" спектакльти Кĕтерук рольне мĕнле ăста вылянине Хватукасси çыннисем паянхи кун та ас тăваççĕ.

Суйлавсем вăхăтĕнче Анна Федоровнана суйлав комиссийĕн секретарĕ пулма шанатчĕç.

Анна Федоровна хăйĕн мăшăрĕпе, Николай Федорович Храмовпа, пĕрле 4 ача çуратса пăхса ÿстернĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине тăратнă. Ачисем пурте ятлă-сумлă çынсем: Валерий – врач, Валентин – художник, Вера – медицина ĕçченĕ, Виктор агронома вĕреннĕ.

Хисеплĕрен те хисеплĕ, пирĕншĕн хаклăран та хаклă Анна Федоровна Храмова Мишеркасси ялĕнче пурăнать. Кăçалхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче вăл 85 çул тултарать. Учитель умĕнче эпир яланах парăмра.

А.Н.АРТЮШКИН, Н.И.МУЗЯКОВ, Р.И.ЖУРАВЛЕВА (МЯСНИКОВА), 1961 çулта Хватукассинчи 7 çул вĕренмелли шкултан 4 класран вĕренсе тухнисем.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика