Хăш-пĕр шăпăрлансен ачалăхĕ черетре тăрсах иртсе каймĕ-ши?
Сак тулли ача-пăча çитĕнтерекен çукпа пĕрех паян. Ашшĕ-амăшĕ ыранхи куна питех шанманран-ши? Патшалăх ачаллă çемьесене тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтерме тăрăшать-ха. Çавăнпах-тĕр юлашки çулсенче икĕ е виçĕ ачаллă çемьесем йышланчĕç. Анчах та ача сачĕсем çитми пулчĕç...
Хальхи вăхăтра республика Президенчĕ хушнипе Вĕренÿ, Финанс министерствисенче, хуласемпе район администрацийĕсенче пепкисене садикре вырăн çитмен ашшĕ-амăшне укçан компенсаци парас ыйтăва пăхса тухаççĕ. Асăннă компенсацие çулталăк çурăран пуçласа виçĕ çулчченхи "килте ларакан" ачасемшĕн пама планлаççĕ. Палăртмалла, укçа тÿрех пĕтĕм республикăна çитеймест. Çавăнпа та эксперимент мелĕпе малтанласа çак укçана Шупашкар, Канаш хулисене тата Шупашкар районне уйăрма палăртаççĕ. Компенсаци мĕн чухлĕ пуласси те хальлĕхе паллă мар-ха... Сăмах май, çĕр-шыври хăш-пĕр регионсемшĕн ача садике çÿременшĕн укçа тÿлесси çĕнĕлĕх мар. Хакĕсем вара пур çĕрте те тĕрлĕрен. Акă Красноярск хулинче 3499 тенкĕ, Пермьре – 1,5 – 5,5 пин, Новосибирскра – 1000, Кировра – 2500, Уфара – 3000, Белгородра 4500 тенкĕ тÿлеççĕ.
Паллах, компенсаци тÿлеме сахалтан та çĕршер миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ. Пĕчĕк сумма мар. Анчах та ачасене садике вырнаçтарас ыйтăва та епле те пулин татса памаллах. Тен, çĕнĕ ача сачĕсем туни вырăнлăрах? Кун пирки те тавлашу пырать. Тĕслĕхрен, пĕр ача сачĕ тума 150 миллион тенкĕне яхăн кирлĕ. Специалистсем вара темиçе çултан каллех ачасем сахалтарах çуралма пуçласса пĕлтереççĕ – иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи демографи кризисĕ "сассине парĕ".
Ачасене садике вырнаçтарас тĕлĕшпе пирĕн районта лару-тăру еплерех-ха? Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, районта шкул çулне çитмен 1029 ача пурăнать (октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пухнă кăтартусем). Паянхи куна пурĕ 527 пепке ача садне çÿрет. Шкул умĕн пĕлÿпе воспитани парас шухăшпа ашшĕ-амăшĕ 235 ачана черете тăратнă. Вĕсенчен 148-шĕ – çулталăк çурăран пуçласа виçĕ çулчченхисем. Çак цифрăсене хушса-кăларсан черете тăманнисем тата 260 ытла ача пулни палăрать. Ку шăпăрлансем ача сачĕ мĕн иккенне пĕлмесĕрех пĕрремĕш класа кайĕç-ши?
Ача çурални пурнăç малалла пынине пĕлтерет. Пирĕн районта вара çуралакан ачасен шучĕ ÿсниех сисĕнмест. Райадминистрацин ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи вунă уйăхра 134 ача çуралнă, пĕлтĕр çак вăхăтра – 155. (Танлаштарма: Комсомольски районĕнче çак тапхăрта кăçал 256 пепке кун çути курнă!) Паллах, ашшĕ-амăшне ăнланма пулать – çемьери йыша хушма хăюлăх çитериччен малашлăх пирки тĕплĕн шухăшламалла. Çав шутра тĕпренчĕке ача садне вырнаçтарасси пирки те. Анчах та садикре вырăн çитеймен ачасене компенсаци памалла тусан та пирĕн района ку "телей" хăçан çитĕ-ши? Чи малтанах ку укçапа черет уйрăмах пысăк районсене тивĕçтерме палăртаççĕ-çке.
Районта 2 ача сачĕ, 4 пуçламăш шкул-ача сачĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем çумĕнчи шкул çулне çитменнисен 10 ушкăнĕ ĕçлет.
Конституципе, Федерацин "Вĕрентÿ çинчен" саккунĕпе килĕшÿллĕн шкулчченхи пĕлÿпе усă курма кашнинех ирĕк тата май пур. Раççей, Чăваш Ен Правительствисен ача сачĕсемпе çыхăннă тивĕçлĕ хушăвĕсем хыççăн хускалнă лав чарăнса лармасса шанас килет.
А.КАРПОВА.