АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.12.11 Ĕмĕрĕ кĕске пулнă

Хаяр та тискер вăрçă çулĕсем çĕр-шыври кашни çемьере тенĕ пекех нихăçан манăçми суран хăварнă. Чылайăшĕ чи çывăх çыннисене, тăванĕсене, юлташĕсене... çухатнă. Нумайăшĕ килне хаяр вăрçă пирки аса илтерекен сурансемпе таврăннă.

Паянхи сăмахăм вăрçă хирĕнче тăшманпа вăй-халне шеллемесĕр вирлĕн кĕрешнĕ Лаврентий Иванович Селивестров пирки пырĕ.

Лаврентий Иванович 1915 çулхи август уйăхĕнче районти Çĕн Ирчемес ялĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă. Уйпуçĕнчи тулли мар вăтам шкулта вăл çичĕ класс пĕтернĕ. 1935-1936 çулсенче Çĕмĕрлери комбинатра фрезировщикра тăрăшнă. 1937 çулхи сентябрь уйăхĕнче ăна çара илсе каяççĕ. 1937-1938 çулсенче Л.И. Селивестров Минск хулинчи уйрăм çыхăну батальонĕн полк шкулĕн курсанчĕ пулать. 1938-мĕш çултан пуçласа 1941-мĕш çулччен взвод командирĕн пулăшуçи шутланать. Çак çултах октябрь уйăхĕччен Тюменьти пехота училищи çумĕнчи курссенче пулать. Унтан 1942 çулччен Хĕвел анăç фрончĕн 59-мĕш стрелок бригадин пулемет ротин командирĕнче вăй хурать.

1942 çулхи январь уйăхĕнче Лаврентий Ивановича Мускав çывăхĕнче амантнă, çавна пула унăн Мускав облаçĕнчи Гержач хулинчи госпитальте сывалма тивнĕ. Сывлăхне çирĕплетсе çитерсен ăна Мускав облаçĕнчи Солнечногорск хулине курссене яраççĕ. Курссем 1942 çулхи август уйăхĕнче вĕçленнĕ хыççăн Мускаври çар округĕн 206-мĕш саппасри стрелок полкĕн пулемет ротин командирĕнче çак çулăн декабрь уйăхĕччен çар тивĕçĕсене пурнăçланă. Унтан 1943 çулхи февраль уйăхĕччен мотострелок бригадин командирĕ пулнă. 1943 çулхи февраль уйăхĕнче Л.И.Селивестрова иккĕмĕш хутчен йывăр амантаççĕ. Унăн каллех госпитальте сывалма тивнĕ. Кунта вăл июнь уйăхĕн вĕçĕчченех сипленнĕ. Унтан Лаврентий Иванович 1-мĕш гварди çарĕн кĕçĕн лейтенантсен курсĕсен командирĕ пулнă. 1944 çулхи октябрь уйăхĕнчен тытăнса икĕ уйăх хушши стрелоксен взвочĕн командирĕнче тимленĕ. Ун хыççăн декабрьтен тытăнса 1945 çулхи май уйăхĕччен Ворошиловоград облаçĕнчи Красный Луч хулинчи госпитальте сывлăхне çирĕплетнĕ. Унтанах ăна майăн 18-мĕшĕнче демобилизациленĕ.

Демобилизаци хыççăн Лаврентий Иванович 1949 çулччен Березовкăри "Путь социализма" колхозра ĕçленĕ. Унтан унăн асăннă колхозăн председателĕнче тимлеме те тивнĕ. Калас пулать, вăл 1946 çулта Березовка ял хĕрĕпе Мария Леонтьевна Ивантаевапа çемье çавăрнă, çут тĕнчене хĕрпе ывăл парнеленĕ.

1949 çулхи кĕркунне Л.И.Селивестров вербовкăпа Архангельск хулине çитнĕ, платникре вăй хума тытăннă. Кунта вăл 1950-1951 çулсенче ĕçлесе пурăннă. 1951-1951 çулсенче Нордвикстройра экспедицире пулнă. 1952-1953 çулсенче вара Нордвикстройра платникре вăй хунă. 1953-1954 çулсенче те çак ĕçпех Тихемстройра тимленĕ. Шел те, вăрçă витĕр тухнăскерĕн пурнăçĕ 1960 çулхи декабрь уйăхĕнче экспедицире чухне вăхăтсăр татăлнă.

Юлашкинчен çакна палăртас килет: Лаврентий Ивановичăн ывăлĕпе мăнукĕсем те унăн çулĕпе кайнă. Акă, ывăлĕ Вячеслав Лаврентьевич саппасри капитан шутланать, унăн Миша, Вова, Сергей, Саша ывăлĕсем те – çар çыннисем. Сăмах май, Лаврентий Ивановичăн мăнукĕсемпе мăнукĕсен ачисем те чылай. Эппин, вăл хăйĕн хыççăн йĕр хăварнă, Селивестровсен йăхĕ малалла тăсăлать. Çакăнтан пахи мĕн пултăр ĕнтĕ.

Н.ИВАНОВА.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика