АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.12.11 Халăх йышĕ чакать

Çак кунсенче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту – çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ мероприятин Чăваш Республикинчи малтанхи кăтартăвĕсем.

Республика халăхĕ йышĕнче арçынсем – 46,6, хĕрарăмсем – 53,4, ялта пурăнакансем 46,6 процент шутланаççĕ.

Çыравăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Чăвашстат ертÿçи, комисси председателĕн çумĕ Э.Максимова пĕлтернĕ тăрăх республикăра перепись тивĕçлĕ шайра иртнĕ.

Октябрĕн 26-29-мĕшĕсенче çурт-йĕрсен 10 процентне тепĕр хут тĕрĕсленĕ. Çавна май 13,5 пин çынна çĕнĕрен çырнă. 1,3 пинĕшне вара тĕрĕс мар çырни те пулнă. Республикăра 2010 çулти çыравăн малтанхи кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Енре 1251,1 çын ялан пурăнни паллă, çав шутра Шупашкарта – 463,8 пин. Октябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне чикĕ леш енче ялан пурăнакан, Чăваш Республикине вăхăтлăх килнĕ 695 çынна çырнă.

Эльвира Геннадьевна çирĕплетнĕ тăрăх халăхăн çырса тухнă йышĕ Чăваш хутлăхĕнче кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕрленĕ хаклавран 25,5 пин е 2 процент (хулара – 1,1, ялта – 3,3) чакнă.

Хальхи вăхăтра перепись хучĕсене компьютерпа тĕрĕслеме хатĕрленеççĕ. Çыравра пухнă информаци анонимлă шутланать, вăрттăнлăха сарма юрамасть.

Çырав кăтартăвне пĕтĕмлетесси икĕ тапхăрпа иртмелле. Пĕрремĕшĕ – 2011 çулхи çуркунне тĕлне (халăх йышĕн малтанхи кăтартăвне пĕтĕмлетни), иккĕмĕшĕ – 2011-2012 çулсенче (кăтартăва туллин пĕтĕмлетни). Çырав кăтартăвĕсемпе интернетра ятарлă сайтра паллашма пулать.

А.ТИМОФЕЕВА хатĕрленĕ.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика