АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.12.22 Ăс-хакăл вăййисем иртнĕ

Иртнĕ эрне кун Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче районти 3-4 классенче вĕренекенсем хушшинче вырăс чĕлхи, тăван чĕлхе, математика тата литература вулавĕ енĕпе ăс-хакăл вăййисем пулнă. Унта пурĕ кĕçĕн класра ăс пухакан 110 вĕренекен хутшăннă, вĕсенчен 37-шĕ малти вырăнсене йышăннă. Палăртас пулать, ăс-хакăл вăййисене Мăн Этмен шкулĕнчи ачасем хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăрнă. Акă 4-мĕш классем хушшинче ку шкулта пĕлÿ пухакан Ю.Михайлова вырăс чĕлхипе пĕрремĕш вырăна тухнă, Н.Паркина – математикăпа. А.Падюкова вара математика енĕпе те (иккĕмĕш вырăн), литература вулавĕпе те (виççĕмĕш) маттур пулнă. Çак класрах вĕренекен К.Воронова вара литература вулавĕпе те виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. 3-мĕш классем хушшинче Т.Горланова вырăс чĕлхипе çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ, М.Ятманова литература вулавĕпе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Калас пулать, çак ачасене Г.Кукушкинапа Г.Бархоткина вĕрентекенсем ăс-хакăл вăййисене хатĕрленĕ. Вĕрентекенне кура – вĕренекенĕ тесе ахальтен каламан.

Л.Зайцева

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика