Варвара Алексеевна хăйĕн пурнăçĕ пирки калаçма хапăл тусах килĕшрĕ. Палăртмалла, 100 çулхи кинемейĕн ăс-тăнĕ халĕ те çирĕп, çамрăк чухнехине те лайăх ас тăвать.
– 1910 çулта Шулю ялĕнче çут тĕнче курнă эпĕ. Чухăн çемьере çитĕнтĕмĕр, тăватă пĕртăван ÿсрĕмĕр. Чи асли – эпĕ. Паянхи кун вара виççĕн пурăнатпăр-ха. Йăмăкпа шăллăм Шулюра кун кунлаççĕ. Хама 100 çула çитнĕ пек туймастăп. Ман пеккисем татах пур-ши çут тĕнчере? – шÿтлерĕ ватă хĕрарăм. – Шкулта нумай вĕренеймерĕм. Пурнăçĕ çапла пулчĕ-çке. Мĕн ватăличченех колхозра тăрăшрăм, кĕтÿ кĕтрĕм, вăрман ĕçлерĕм. Ун чухне ялти пурнăç питĕ йывăрччĕ, мĕн пур ĕçе алă вĕççĕн тăваттăмăр. Вăкăр, лаша кÿлсе çĕр сухалаттăмăр, тырă акса, вырса-çапса илеттĕмĕр. Кĕлтесене те çаплах турттараттăмăр.
Хĕр çулне çитсен, 1932 çулта, ялти шкулта ĕçлекен Егор Александрович Морсковпа паллашаççĕ. Çамрăксем çемье çавăраççĕ. Хĕрпе ывăл çуралать вĕсен. Вăхăчĕ йывăр килнĕренех-тĕр, чун тĕпренчĕкĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕре кĕреççĕ. Хыççăн вăрçă пуçланать. Çемье пуçлăхне çара илсе каяççĕ. Турра шĕкĕр, мăшăрĕ сурансемпе те пулин киле таврăнать, мирлĕ ĕçе пуçăнать. Вăл колхоз председателĕнче, кайран бригадирта вăй хунă. Мăшăр виçĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Саша ятлин вара ĕмĕрĕ пит кĕске пулнă – икĕ çултанах çĕре кĕнĕ. Вăрçă суранĕсем тарăн пулнăран кил хуçи арçынни те 1962 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. 12 тата 16 çулхи ывăлсемпе тăрса юлнă Варвара Алексеевна. Çапах пуç усман ял хĕрарăмĕ. Вĕсене ÿстерсе çын тунă. Ывăлĕсем шофера вĕренсе тухнă, амăшĕн тĕрекĕ пулса тăнă. Паян кинемей Коля ывăлĕн çемйипе пурăнать.
– Пульницана çÿремен эпĕ. Куçсем кураççĕ, анчах хăлхасем япăхрах илтеççĕ. Çулла урама тухса çÿретĕп-ха, хĕлле япăхрах – сивĕ, – калаçать тылпа ĕç ветеранĕ.
Çапла, 100 çулхи кинемейĕн вăй-халĕ пур-ха. Вăл пÿртре алла туя тытмасăрах утса çÿреме пултарать. Ку таранччен пахчара та ĕçленĕ. Телевизор пăхма кăмăллать.
– Хальхи пурнăç пит лайăх. Апат-çимĕçĕ туллиех, кил-çуртра ăшă, патшалăх пенси укçине парать. Ĕлĕкхипе танлаштарсан ырлăхра пурăнатăп, – терĕ ялти чи ватă хĕрарăм.
Л.ШИВИРКИНА.