28 марта 2017 г.
Шупашкарта пĕрремĕш хут чăваш тумĕн регионсем хушшинчи фестивалĕ иртрĕ. Уява тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсене пĕрлештерес тĕллевпе Наци конгресĕ йĕркеленĕ.
Чăваш халăхĕн çи-пуçне халалланă фестиваль культурăпа ӳнер институтĕнче иртрĕ. Хăнасем республикăри 19 районтан тата аслă çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен йышлăн пухăннă. Ентешсем хăйсен тум-тирĕн уйрăмлăхĕпе паллаштарчĕç. Пурне те пĕр пуянлăх пĕрлештерет: хитре тĕрĕ тата укçа-тенкĕрен тунă капăрлăх.
- Çынсем хăйсен арчисенчен тĕлĕнмелле япаласем турта-турта кăларнă. Чăвашăн пуянлăхĕ анлă та сарлака: тĕррисем, эрешĕсем, тĕртсе тунисем, çыхса тунă эрешсем, шăрçа тĕрĕсем, тем те пур. Эпир вĕсемпе савăнатпăр, киленетпĕр, - палăртать Культурăпа ӳнер институтĕнчи кафедра ертӳçи Раиса Васильева
Шӳлкеме, хĕрес çакки, çуха, тевет, масмак тата ытти çи-пуç пайĕсене халĕ сахал çын пĕлет. Вĕсемпе тĕрĕс усă курмашкăн та пурте пултараймаççĕ. Çавăнпа чăваш тумĕ нумай çыншăн культура асамлăхĕ пулса тăнă.
18-мĕш ĕмĕрти кĕмĕл укçаран тунă çак хушпусемпе ама çаккисем чăвашсен ĕмĕртен-ĕмĕре пынă ăс-хакăл пуянлăхне упраççĕ. Çемьесем вара вĕсене ăруран ăрăва, сыпăкран сыпăка парса пыраççĕ.
- Эпир çак хушпусене туйа кайнă чухне, сцена çине халăх умне тухнă чухне тăхăнатпăр, - тет фестивале хутшăнакан Екатерина Любимова.
Асаннесен арчисем паян ламран-лама куçса пынă чăвашсен тум-тирĕпе пĕрлех авалхи йăла-йĕркене упраççĕ. Çак паха пурлăха çамрăксене парса хăварасси халĕ аслă ăрурисен тивĕçĕ пулнине палăртрĕç фестиваль хăнисем. Тĕрлĕ регионта пурăнакан чăвашсем вара тăван халăхăн авалтан пыракан пуян тум-тирĕ халĕ нумай çыншăн кăсăклă пулнине калаççĕ.
- Эпир — вырăссем хушшинче пурăнакан чăвашсем - хамăрăн чăваш кĕписене тăхăнса ытти халăха тĕлĕнтеретпĕр, - тет Самар облаçĕнчен килнĕ Галина Сандрейкина.
Тăван халăх тум-тирĕн фестивалĕ аса илӳ уявĕ кăна ан пултăр. Тĕрлĕ çĕршывра тĕпленнĕ чăвашсем паян аваллăха упракан çи-пуçа тĕнчипех сарма пултараççĕ. Пĕрлĕхре - пирĕн вăй, терĕç пухăннисем.
Алексей Енейкин, Константин Козлов
Источник: http://chgtrk.ru/?c=view&id=15385