АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Çĕнĕ çул роликĕнче Хĕл Мучи ÿкерĕнчĕ

30 декабря 2016 г.

Çак кунсенче пурте Çĕнĕ çулпа сывлать. Хуласемпе ялсем капăрланнă, кашни кун тĕрлĕ савăнăçлă ĕç-пуç иртет. Пирĕн телерадиокомпанире те хавхалануллă кăмăл хуçаланать. Ăна пире хăнана кĕрсе тухнă Хĕл Мучи парнелерĕ.

Екатерина Фомина, Виктор Степанов

Телевидени çуртне тимĕр урхамахпа вĕçтерсе çитрĕ Хĕл Мучи. Вăл та пурнăç таппинчен юласшăн мар. Çулталăкра пĕрре хăнара пулаканскерĕн нумай çĕре çитмелле. Кăçал, акă, телекуравра тăрăшакансене те савăнăç кÿчĕ. Пĕчĕккисем те, вĕсен кунта тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕçе çÿреме тивет, çитĕннисем те Шур сухала курсан хĕпĕртерĕç.

Хĕл Мучине телекомпанирен ахаль кăларса ярас темерĕмĕр. Пирĕнпе пĕрле роликре ÿкерĕнме ыйтрăмăр. Шăпах çав кун эпир куракансем валли Çĕнĕ çул саламĕ хатĕрлеттĕмĕр. Виçĕ сехете яхăн урамра чăрăш тавра çаврăнса çÿрерĕмĕр. Сăмахран, çĕнĕ хыпарсен кăларăмне ертсе пыракан Владимир Тимофеев юр айĕнче «кăвар» чĕре шырарĕ. Мария Николаева корреспондентăн юр пĕрчисенчен салют тума тиврĕ. Михаил Солинпа Виктор Степанов операторсем, тĕп режиссер Лидия Петрейкина, компьютер графикине тăвакан Александр Зубов Хĕл Мучипе пĕрле хавхаланса ĕçлерĕç. Пултарулăх ушкăнĕн ĕçне куракан эфирта хак пачĕ те ĕнтĕ.

- Куракансене савăнтарас, тĕлĕнтересе килчĕ, - тет телевиденин тĕп режиссерĕ Лидия Петрейкина.

Хĕл Мучине вара эпир хамăр патăмăрта хăварма та хатĕрччĕ. Пирĕн ĕçе хăвăрт ăнкарса илчĕ вăл. Манăн ĕçтешсен шухăш-кăмăлне тем самантра тĕпчесе пĕлме ĕлкĕрчĕ.

- 2017-мĕш çул маншăн анчах мар, пуриншĕн те питĕ ăнăçлă çул пуласса шанатăп, - калать Мария Николаева корреспондент.

Иртсе пыракан çул «Чăваш Ен» телерадиокомпанишĕн паллă çул пулчĕ. Телевидени - 55, Чăваш радио - 90, „Чебоксары ТВ“ хула каналĕ 20 çул тултарчĕç. Çакна халалласа куракансем валли тĕрлĕ акци ирттертĕмĕр, пирĕн журналистсен ĕçĕсене Раççей, республика конкурсĕсенче палăртрĕç.

Кăларăмсене уçă эфирта кăна мар, кирек хăш вăхăтра та телекомпани сайтĕнче, социаллă сетьсенче тупма май пур. Сăмах май, халĕ Хĕл Мучи те интернет уçлăхĕ пулăшнипе Чăваш Ен хыпарĕсене Çурçĕрте он-лайн курма пултарать. Çĕнĕ çулта вăл пире тата пысăкрах çитĕнÿсем сунчĕ. Унăн саламĕ сана та çиттĕр, хаклă кураканăм.

Смотрите здесь

Подробнее...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика