14 февраля 2017 г.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикассинче пурăнакансем скандинави уттипе кăсăкланма пуçланă. Хастар ял-йышпа пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулчĕ.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров
Акчикассинче пурăнакансем кашни кунах каç-кӳлĕм уçă сывлăшра пухăнаççĕ. Ватти те, вĕтти те, кам йĕлтĕрпе, кам çуран ял урамĕсене такăрлатаççĕ. Çапла, туслă халăх пушă вăхăта сывлăхшăн усăллă ирттерме тăрăшать.
- Эпир кашни кунах çакăн пек пухăнатпăр. Пирĕн кунта халь пурте мар, пурĕ 40-50 çын таран пухăнатпăр. Хăшĕ-пĕри халь ĕçре, 5 сехет хыççăн тухаççĕ, - тет ялта пурăнакан Елена Патьянова.
- Каçхине ял халăхĕ выльăхсене пăхнă хыççăн эпир кӳршĕсемпе пуçтарăнатпăр, - çирĕплетет Николай Николаев.
Акчикассинче скандинави уттине 2014 çулта кунта пурăнакан Степан Яндайкин пуçласа янă. - Икĕ патакпа çӳренине курсан çынсем тĕлĕнсе пăхатчĕç,- тет арçын.
- Эп ун пирки журналтан пĕлтĕм, кайран телевизорпа кăтартма пуçларĕç. Çавăн пек йĕркеленсе кайрĕ пирĕн ялта та, - тет Степан Яндайкин.
Йĕлтĕр патаккисемпе утакансене ялти кашни урамрах курма пулать. Кăнтăр кунĕнче ытларах аслă ӳсĕмрисем çӳреççĕ. Çамрăкраххисем каçпа тухаççĕ.
- Кашни юпа çинче тенĕ пекех çутă, урамĕсене тасатаççĕ. Хавхалансах утатпăр сывлăх лайăх пултăр тесе, - пĕлтерет Людмила Зверева.
Çак хусканусем хулсене çирĕплетнине тата вăй-хал панине калаççĕ акчикассисем. Кулленхи физкультура уссине уйрăмах ваттисем туяççĕ. Ял тăрăх утса çӳренĕ чух сывлăха çирĕплетнипе пĕрлех тус-юлташсене курса калаçни те паха теççĕ.
- Пĕр-пĕринпе тавлашсах политика сӳтсе яватпăр, ял хыпарĕсене те пĕлетпĕр, - каласа кăтартать Светлана Васюкова.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан халăх эрех-сăра таврашне те тиркет. Ялта пирус туртма пăрахакан та нумайланнă. Пурте тенĕ пекех скандинави уттине ырлаççĕ. Акчикассисен сывлăхĕ çирĕпленнине район пульницинче те асăрханă. Яла васкавлă пулăшу машини те сахалрах çӳреме пуçланă.
– 2016 çула илсен, инсультпа тата инфарктпа аптракансем пачах та пулман. Ку, паллах, скандинави уттипе çӳренипе çыхăннă пуль тесе шутлатпăр. Вăл чĕрепе юн тытăмне лайăхлатать тата мышцăсемпе ӳпкене çирĕплетет, - палăртать Марина Селянкина врач-терапевт.
Акчикассинчи спортпа туслă халăха эпир те хамăр телерадиокомпанирен пĕчĕк парне турăмăр. Çак йĕлтĕрсем ял-йыша савăнăç кӳрессе шанатпăр.
- Куншăн питĕ пысăк тав. Кун пек парне пĕрремĕш хут илетпĕр, - тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Игорь Герасимов.
Источник: http://chgtrk.ru/?c=view&id=15007