АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

24 апреля 2010 г. г. | В.Бромбин, «Свобода» ЯХПК директорĕ.
2010 çулта Чăваш Енри хăмла ĕрчетекен хуçалăхсене патшалăх мĕнлерех пулăшу кÿресси çинчен пĕлес килет. Хăмлана сутмашкăн пулăшмалли мерăсем палăртнă-и? Хамăр тĕллĕн рынока тухма йывăр.
Республикăн Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2009 çулта тĕрлĕ категорири хуçалăхра 306,7 тонна хăмла (110,7 процент) пухса кĕртнĕ, кашни гектартан илнĕ тухăç 8,2 центнерпа танлашнă (виçĕм çулхинчен 117,1 процент нумайрах). ЧР Министрсен Кабинечĕн 2009 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнче «Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен укçа уйăрмалли Правилăсене çирĕплетесси çинчен» кăларнă 443-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кăçал ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене республика бюджетĕнчен çак ĕçсем валли укçа пама палăртнă: – хăмла ĕрчетессине аталантарма – туса илнĕ хăмлан 1 тоннишĕн 15,9 пин тенкĕ чухлĕ. Хăмлара альфа-кислота виçи 3,5 процент е ытларах пулмалла, сутнă чух унăн 21947-76 ГОСТăн ытти требованине тивĕçтермелле? – хăмла лаптăкĕсене хывса хăварма тата вĕсене пăхма – хывса хăваракан 1 гектар пуçне 8,5 пин тенкĕ тата хăмла çитĕнтерекен лаптăкăн 1 гектар пуçне 1,5 пин тенкĕ. Финанс çулталăкĕн пуçламăшĕ тĕлне хăмла пахчин лаптăкĕ 4 гектартан кая мар пулмалла? – лартмалли хăмла тымарĕсене туянма – 1 пин штукĕшĕн 2350 тенкĕ. Унсăр пуçне Ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ списока кĕрекен химизаци хатĕрĕсем валли, тухăçа страхлама, кредитсемпе усă курнăшăн илекен процентсене тÿлеме каякан тăкаксене те саплаштараççĕ. Хăмла сутас енĕпе республикăра Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăх, Вăрнар районĕнчи «Агрохмель» ТЯО, вăрмар районĕнчи «Ресурсы» агрофирма, «Чăвашхмельпром» АУО ĕçлеççĕ.
24 апреля 2010 г. г. | Г.КУЗЬМИН, Атнар ялĕ.
Пушарта çурт-йĕрсĕр юлнисене унччен укçан, тÿлевсĕр вăрман парса пулăшатчĕç. Халĕ ку енĕпе мĕнле те пулин пулăшу пур-и?
Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви çапла хуравларĕ: республикăн нормăпа право акчĕсемпе килĕшÿллĕн пушарта çурт-йĕрсĕр юлнисене тÿлевсĕр майпа вăрман парса пулăшаççĕ. Саккунпа вăрман уйăрмалли çак нормăсене çирĕплетнĕ: – çурт-йĕр тума – çемьене пĕр хут 100 кубла метр таран. Çав шутран 50-шар процент – лăсăллă тата çулçăллă çемçе йывăçсем? – çурт-йĕр юсама – çемьене пĕр хут 30 кубла метр таран. Çав шутран 50-шар процент – лăсăллă тата çемçе çулçăллă йывăçсем? – çурт-йĕре хутса ăшăтма – çулталăкра пĕр хут 15 кубла метр таран. Миçе хут уйăрас тĕлĕшпе çÿлерех палăртни чрезвычайлă лару-тăрура сиен тÿснисене (пушарта, çут çанталăк инкекĕсенче) пырса тивмест. Йывăçа ЧР Министрсен Кабинечĕ 2007 çулхи май уйăхĕн 11- мĕшĕнче кăларнă 102-мĕш йышăнура палăртнă хаксемпе параççĕ. Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи август уйăхĕн 15-мĕшĕнче кăларнă 2-4-мĕш хушăвĕпе йывăç туянмалли-сутмалли килĕшÿ тумалли йĕркене çирĕплетнĕ. Çавнашкал килĕшÿ тума сирĕн Етĕрне лесничествине (Етĕрне хули, К.Маркс урамĕ, 37 çурт, телефон: 8 (83547) 2-25-34) каймалла. Пушарта сиен тÿснисем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен пурлăх енĕпе пулăшмашкăн ыйтма пултараççĕ.
24 апреля 2010 г. г. |
Чăваш чĕлхипе литература учительне ăçта хатĕрлеççĕ
Эпĕ кăçал 11 класран вĕренсе тухатăп. Пурнăçа шкулпа çыхăнтарас тесе шухăшлатăп. Манăн чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулас килет. Çак специальноçа И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университетĕнче вĕренсе алла илме май пур тенине илтнĕччĕ. Вĕренме кĕрес тесен мĕнле экзаменсем тытмалла тата заявленисене хăçан йышăнаççĕ? Чăваш чĕлхипе литература учителĕсене Чăваш Республикинчи чи ватă аслă шкулсенчен пĕринче – И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче хатĕрлеççĕ. Куçăмлă (очный) тата куçăмсăр (заочный) мелпе 5 çул вĕренмелле. Студентсене хăтлă общежитипе, стипендипе тивĕçтереççĕ. Чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулма хатĕрленекенсем тĕрлĕ тапхăрта тĕп специальноçсăр пуçне хушма специальноçсем те алла илнĕ. Пĕр вăхăтрах вырăс е ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентме ирĕк илнĕ. Халĕ, самана ыйтнине тивĕçтерсе, факультет çавăн патне каялла таврăнчĕ. Кăнтăрлахи уйрăмра студентсем ку чухне "Чăваш чĕлхипе литератури тата вырăс чĕлхипе литератури", "Чăваш чĕлхипе литератури тата ют çĕршыв чĕлхи", куçăмсăр уйрăмра "Чăваш чĕлхипе литератури тата практика журналистики" специальноçсене вĕренеççĕ. Студентсем чăваш чĕлхипе литература учителĕсĕр пуçне ют (нимĕç е акăлчан) чĕлхин учителĕ пулса тухаççĕ аслă шкултан. Чăваш филологи факультетĕнче пĕлÿ илнĕ студентсем паянхи кун Чăваш Республикинче кăна мар, республика тулашĕнчи чылай шкулта тăван чĕлхепе пĕрлех ют чĕлхе вĕрентеççĕ. Чăваш филологи факультечĕн кăнтăрлахи уйрăмне çулсеренех 40 çын, куçăмлă мар уйрăма 25 çын вĕренме илеççĕ. Чăваш филологи факультетне вĕренме кĕрес текенсенчен июнь уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа июль уйăхĕн 15-мĕшĕччен заявлени йышăнаççĕ. Вĕренме кĕрес текенсен заявленипе пĕрле аттестат (е копи), ППЭ тытнине ĕнентерекен сертификат (е копи) пулмалла. Июль уйăхĕн 16-мĕшĕнчен экзаменсем пуçланаççĕ. "Тăван чĕлхепе литератури тата вырăс чĕлхипе литератури" специальноçсемпе вĕренме кĕрес текенсен çакăн пек экзаменсем тытмалла: чăваш чĕлхипе литератури (сочинени, университетра тытаççĕ), вырăс чĕлхи (ППЭ), вырăс литератури (ППЭ). "Тăван чĕлхепе литератури тата ют чĕлхе" (акăлчан е нимĕç) специальноçсемпе вĕренме кĕрес текенсен вара: чăваш чĕлхипе литератури (сочинени, университетра тытаççĕ), вырăс чĕлхи (ППЭ), вырăс литератури (ППЭ) тата ют чĕлхе (тестировани, университетра). Куçăмсăр уйрăма кĕрес текенсен те пĕр вăхăтрах экзаменсем пулаççĕ. Вĕсен "чăваш чĕлхипе литератури тата практика журналистики" специальноçпа вĕренме кĕрес тесен чăваш чĕлхипе литератури (сочинени, университетра тытаççĕ), вырăс чĕлхи (ППЭ), вырăс литератури (тестировани, университетра тытаççĕ), ППЭ мар. Университет адресĕ: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 19 а çурт, Чăваш филологи факультечĕ. Тĕплĕнрех 62-30-02, 8-902-287-96-50 телефонпа шăнкăравласа пĕлме юрать.
20 марта 2010 г. г. | И.Пакрушова, Тихăнушкăнь ялĕ.
Николай Казаков композиторăн «Нарспи» мюзиклĕнче Шупашкарта яланах аншлаг. Анчах, шел те, ялсенче пурăнакансем çак хайлавпа пурте паллашаймаççĕ. Ялсенчи тĕслĕх библиотекăсем валли мюзиклăн видеоçыравне хатĕрлеме май çук-и?
Республикăн Культура министерстви çапла пĕлтерет: çывăх вăхăтра Н.Казаков композиторăн «Нарспи» мюзиклĕн видеоçыравне ялсенчи тĕслĕх библиотекăсем валли хатĕрлеме палăртман. Мюзикла Чăваш патшалăх филармонийĕнче пăхма май пур.
20 марта 2010 г. г. | Хĕрлĕ Чутай районĕнче пурăнака
Хĕрлĕ Чутай районĕн территорийĕнче Чăваш телекуравĕн кăларăмĕсене мĕншĕн пăхаймастпăр, мĕншĕн Чăваш наци радионе итлейместпĕр?
Чăваш телекуравĕн кăларăмĕсене («Чувашия» ПТРК филиал программисене) «Раççей 1», «Раççей 24» телеканалсен регион эфирĕнче трансляцилеççĕ. Чăваш Ен территорийĕнче асăннă каналсен телесигналĕсене «Раççей телекуравпа радиохыпарлав сечĕ» ФПУПăн регионти филиалĕ парса тăрать. «Раççей 1» канал программисене Хĕрлĕ Чутай ялĕнче 100 Вт хăватлă телепередатчик урлă параççĕ. Çак хăват Хĕрлĕ Чутай районĕнчи мĕн пур яла «хупăрлама» çителĕклĕ. Çак программăсене йышăнма «Раççей 1» канал валли хатĕрленĕ метрлă диапазонлă тулашри е пÿлĕмри телеантеннăпа усă курмалла. Каналсене япăх йышăнни вĕсене парса тăракан станци инçетре пулнипе, тавралăх рельефĕпе (çырма-çатра, сăртсем, çурт-йĕр йышлă) çыхăнма пултарать. Кун пек чух тулашри усилительлĕ антеннăпа усă курма сĕнеççĕ, ăна телеретранслятор еннелле тĕллемелле. Антеннăна çĕртен 5-7 метр кая мар çÿллĕшĕнче вырнаçтарсан аванрах. Чăваш наци радиовĕ УКВ 72,42 МГц тата FM 105,0 МГц хумсем çинче тухать. Радиокăларăмсене çавăн пекех интернет сетĕнче www.nradio.cap.ru адреспа итлеме май пур.
27 февраля 2010 г. г. |
– Çырав йĕрки еплерех пулĕ?
Октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче çыравçă çын пурăнма пултаракан мĕн пур пÿлĕме кĕрсе тухса ыйтăм ирттерет, çырав хучĕсене çырать. Çавна май пĕр çыравçăна валли ыйтăмăн 12 кунĕ хушшинче вăтам тиеве 380 çынпа танлаштарма сĕнеççĕ. Федераллă саккунпа çыннăн суйласа илме ирĕк пур: çыравçăна килтех кĕтсе илмелле е ятарласа йĕркеленĕ стационарлă çырав участокне каймалла. Уйрăм тĕслĕхсенче инвалидсем, чирлисем, аслă ăру çыннисем ыйтăма çырав участокĕн телефонĕ урлă хутшăнма пултараççĕ. – Çыравăн ыйтăвĕсене хуравлама мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ? Ыйтăм вырăсла иртет, ăна ирттерекен çырав хутĕнчи ыйтусене парать, сирĕн вара хуравламалла çеç. Палăртмалла, хуравĕсем кĕске пулĕç, мĕншĕн тесен вĕсене çапла йĕркеленĕ, çавна май вăхăт нумай иртмĕ. Çыравçă хуравсене хăех çырса пынипе те хăвăртлăх ÿсет. Йăнăшсене тĕрĕслемелле мар, тепĕр хут çырса илме те кирлĕ мар. Çыравçă та информацие тĕрĕслесе вăхăт ирттермест. Çыравçă лайăх хатĕрленнине кура тата респондент хăвăрт хуравсем панине пула ыйтăмăн процедури 15-20 минутран ытла тăсăлмĕ. – Миçе çултан пуçласа çырава хутшăнма ирĕк пур? Çĕршыври мĕн пур халăх çул ÿсĕмне пăхмасăр çырава хутшăнма ирĕк пур. 14 çултан пуçласа çын çыравçăн ыйтăвĕсене хуравлама пултарать, пĕчĕкрех ачисем тĕлĕшпе сведенисене ашшĕ-амăшĕсем парĕç. – Перепиç валли епле документсем кирлĕ пулаççĕ? Çыравçăна вĕсене кăтартмалла е çук? Халăхпа ыйтăм ирттернĕ чухне нимĕнле документ та кирлĕ мар. Мĕн пур информацие çыравçă каласа панинчен çырса пырĕ. – Хваттерте пурăнакансемшĕн пуриншĕн те пĕрле пурăнакан пĕр çын хуравлама пултарать-и? Çапла, юрать, енчен те вăл тĕрĕс информацие пĕлет пулсан. Пĕтĕмпех пĕлмесен çыравçăна палăртнă вăхăт тĕлне пурте килте пулнă чухне тепĕр хут килме сĕнмелле. – Çырава хутшăнма килĕшменшĕн яваплăх кĕтет-и? Саккунпа килĕшÿллĕн, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хутшăнасси гражданинăн обществăлла тивĕçĕ шутланать. Çыравран пăрăннă çынсене нимĕнле санкци те кĕтмест. Анчах та кашни çыннăн вăл общество пайĕ пулнине, обществăна вара хăйĕн пирки информаци кирлине ăнланма тивĕç. Чăвашстатăн сайтĕнчи материалсемпе усă курса Н.ПЕТРОВА
20 февраля 2010 г. г. | Л.КРЫЦОВА, Тралькасси ялĕ.
Чăвашпотребсоюз хăйĕн ялти лавккисенче халăхран кĕленче савăт пухассине йĕркелеймĕ-ши?
Потребительсен республикăри союзĕ çапла пĕлтерет: санитари нормисене шута илсе коопераци тытăмĕнче кĕленче савăта халăхран ятарласа уçнă пунктсенче йышăнаççĕ. Хĕрлĕ Чутай райповĕ кăçалхи 1-мĕш кварталта çакнашкал пунктсене район центрĕнчи 1-мĕш гастроном çумĕнче тата Этмен ялĕнче уçма палăртнă.
03 февраля 2010 г. г. | ЛЕНА.
– 2010 çулта мăшăрăм иккĕмĕш пепкене кун çути кăтартрĕ. Амăшĕн капиталĕнчен 12 пин тенкĕ илесшĕнччĕ, анчах та ку укçана 2009 çулта çуралнă пепкесен ашшĕ-амăшĕсене çеç панине каларĕç. Тĕрĕс-и вăл?
– Амăшĕн капиталĕнчен 12 пин тенкине алла пани вăхăтлăх пулăшу шутланать. 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 2009 çулхи сентябрĕн 30-мĕшĕччен çуралнă пепкесемшĕн амăшĕн капиталне тивĕçнине ĕнентерекен сертификата илнисен ку укçана иртнĕ çул вĕçĕчченех илме ирĕк пулнă. 2009 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çулталăк вĕçлениччен çуралнă пепкесен çемйисем 12 пин тенкĕне 2010 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче илĕç. Анчах та кăçал çуралнă иккĕмĕш е виççĕмĕш тĕпренчĕксен ашшĕ-амăшĕсем ку укçана алла илеймĕç. Ăна амăшĕн капиталĕн пĕтĕмĕшле суммипе пĕрле тепĕр 3 çултан çеç парĕç.
03 февраля 2010 г. г. |
– Пĕр çулта çуралнă, пĕрешкел стажлă çынсен хушăмĕ мĕншĕн тĕрлĕрен?
– Вĕсен шалăвĕ расна пулнă. Тĕслĕхрен, икĕ хĕрарăмăн 1991 çулчченхи ĕç стажĕ – 40 çул, иккĕшĕн те çăмăллăх çук. Пĕрин шалăвĕ пĕчĕк, пенсийĕ те пысăк мар – иртнĕ çулхи декабрьте – 3334 тенкĕ. Валоризаци хушăмĕ унăн 386 тенкĕ. Теприн шалăвĕ пысăк, пенсийĕ те сумлă – иртнĕ çулхи декабрьте вăл 6438 тенкĕ илнĕ, валоризаципе тата 1938 тенкĕ хушăннă.
03 февраля 2010 г. г. |
– Пĕрешкел виçеллĕ пенси илекенсен валоризаци хушăмĕ мĕншĕн тĕрлĕрен?
– Вĕсен 1991 çулчченхи стажĕ пĕр пек мар. Пĕрин, тĕслĕхрен – 30, теприн 40 çул. Пĕрремĕшĕн пенсийĕн 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕчченхи шутлав капиталĕ – 40, теприн 50 процент ÿснĕ.
03 февраля 2010 г. г. |
– Валоризаци ÿсĕмне палăртма 2009 çулхи декабрь уйăхĕнчи пенсин страховани пайне тĕпе хураççĕ-и?
– Çук, 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пухăннă стажпа шалуран йĕркеленнĕ шутлав капиталне, çав çул хыççăнхи страховани взносне шута илмеççĕ.
03 февраля 2010 г. г. |
– Ĕçлекен пенсионерсене валоризаци ÿсĕмĕ параççĕ-и?
– Паллах. Валоризаци çын ĕçленипе е ĕçлеменнипе çыхăнман. Пĕлтерĕшли – 2002 çулчченхи стаж пурри.
03 февраля 2010 г. г. |
– Çыннăн тупăшĕ пенсирен кăна тăрать-тĕк социаллă тÿлев виçи еплерех?
– Валоризаци ÿсĕмĕпе пĕрле илекен пенси 3910 тенкĕрен сахалрах пулсан социаллă тÿлев параççĕ. Тĕслĕхрен, ватлăхри ĕç пенсийĕ январь уйăхĕнче 3566 тенкĕ пулнă. Пенсионер регион е федераци çăмăллăхçи шутланмасть. Урăхла каласан хушма укçа илмест. Унăн социаллă тÿлевĕн виçи – 344 тенкĕ (3910-3566). Тăрантарса пурăнакана çухатнисем те çапла майпах илеççĕ. Калăпăр, ашшĕ-амăшĕнчен пĕринсĕр юлнă ачан пенсийĕ – 3051 тенкĕ. Ытти тупăш çук. Ăна 859 тенкĕ хушса параççĕ (3910-3051).
03 февраля 2010 г. г. |
– Енчен те пенсисĕр пуçне ытти тупăш пулсан?
– Виççĕмĕш ушкăн инваличĕ ĕçлемест. Тупăшĕ шутне пенси, федераци çăмăллăхçин уйăхри укçа тÿлевĕ (соцпакет хакĕпе пĕрле), çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу тÿлевĕн çăмăллăхĕ кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, пенси – 2177, федераци çăмăллăхçин тÿлевĕ – 1236, коммуналлă пулăшу çăмăллăхĕ – 390 тенкĕ. Пĕтĕмĕшле тупăш – 3803 тенкĕ. Сусăра 107 тенкĕ хушса параççĕ (3910-3803).
30 января 2010 г. г. | В.НИКОЛАЕВ.
Регистраци службине хăçан каймалла? 2010 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен килĕшÿ тума ĕлкĕрес тесе хваттере приватизацилеме техника инвентаризацийĕн бюровне документсем кайса пама пуçтарăнатăп. Свидетельство правине илме регистраци службине хăçан каймалла-ши? 2010 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен-и?
Чăваш Республикин Федераци регистраци службин управленийĕнчен çакăн пек хурав пачĕç. 2004 çулхи 29-мĕш декабрьти (" 189-ФЗ) «Раççей Федерацийĕн пурăнмалли çурт-йĕр кодексне вăя кĕртни» федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн 2010 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен «Раççей Федерацийĕнче пурăнмалли çурт-йĕр фондне приватизацилесси» Раççей Федераци саккунĕн тĕп йĕркисем вăйне çухатаççĕ. Тепĕр майлă каласан, 2010 çулхи мартăн 1-мĕшĕнчен пурăнмалли çурт-йĕре граждансен харпăрлăхне тÿлевсĕр памалли килĕшĕве тума май çук. Çавна май харпăрлăх правине кил-çурта тÿлевсĕр памалли килĕшĕве тĕпе хурса патшалăх регистрацине тăратма ыйтса регистраци службине заявлени памалла. Ăна 2010 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен хатĕрлеме тăрăшмалла, ĕлкĕреймесен ун хыççăн та тăратма юрать. Çапла майпа, енчен те эсир халь техника инвентаризацийĕн бюровĕпе хăвăр хваттере тÿлевсĕр парасси çинчен халех килĕшÿ тума пултаратăр пулсан, Регистраци службине кирек хăш кун та, 2010 çулхи мартăн 1-мĕшĕ хыççăн та документсем тăратма юрать.
27 января 2010 г. г. | В.ХАРИТОНОВ, Хусанушкăнь ялĕ.
Кÿршĕллĕ Çĕмĕрлепе Етĕрнере хальхи пурнăç условийĕсене тивĕçтерекен спорт комплексĕсем (бассейнпа) ĕçлеççĕ.Çавăн пек хăватлă комплекс пирĕн районта пулĕ-ши?
ЧР Минспортран çапла пĕлтернĕ. Хĕрлĕ Чутайри спорт комплекс (бассейнпа) строительствин проекчĕ экспертиза витĕр тухнă. Халĕ строительство пирки "Раççейре 2006-2015 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси" федераллă тĕллевлĕ программăна кĕртме заявка тăратмалли çеç юлнă. Специалистсем палăртнă тăрăх, асăннă объекта 2011 çулта пурнăçа кĕртмелле, ĕçсем ăнса пырсан вара, спорт керменне кăçалах тума пуçлĕç. Проект тăрăх, сывлăха çирĕплетмелли спорт комплексĕнче бассейн тата ытти тренажер залĕсем пулмалла. Комплекс ытти хула-районсенчи спорт керменĕсенчен пĕрре те кая пулас çук.
09 декабря 2009 г. г. | В.ПЕТРОВ.
Приставсем парăмлă çыннăн хăш япалисене, мĕнле пурлăхне арестлеме пултараççĕ?
ФСПС управленийĕн суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли производствăна йĕркелекен пайĕ хуравлать: "Парăма шыраса илес тĕллевпе çын суд приставĕсен пайĕнчен пулăшу ыйтсан парăмлин уйрăм пурлăхне арестлемешкĕн ыйтма пултарать. Ыйтмасть-тĕк – мĕн арестлемеллине суд приставĕ палăртать. Хăш пурлăха арестлессине палăртнă чух суд приставĕ парăм виçине тĕпе хурать, çавна май хакĕ парăма тÿлесе татмалăх çителĕклĕ япаласене çеç арестлет. Парăм темиçе пин тенкĕ тейĕпĕр. Кун пек чух йăлари техникăна, компьютера арестлени вырăнлă. Парăм вун-вун пин тенкĕ пулсан вара парăмлă çыннăн автомобильне е гаражне арестлессе кĕтме те май пур. Тепĕр чух хăйне евĕрлĕ арестсем те пулаççĕ: приставсен практикинче чукун çул тупикне, тимĕр-бетон картана, бизнесри тÿпене, ăслай патентне арестленĕ тĕслĕхсем те пулнă".
09 декабря 2009 г. г. | СВЕТЛАНА.
Суд çуртне кĕнĕ чухне мана чарчĕç те сумкăри металл япаласене кăларса хума ыйтрĕç. Апла тума юрать-и вара?
– Суд приставĕн металл шыракан хатĕр сас панă май иккĕленÿллĕ япаласене тĕрĕслемелле. Çавна май çынсен япалисене тĕрĕслени – ирĕксĕртен тăвакан ĕç, ку суда килен-каян çынсен, суд ĕçченĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме кирлĕ. "Эпĕ суда хĕç-пăшал чиксе килместĕп ĕнтĕ!" – теççĕ хăшĕсем. Çапла пулмалла та. Çапах судсене юраман япаласем (взрыв хатĕрĕсем, наркăмăшлă, наркотиклă япаласем, хĕç-пăшал) илсе пырасси чакмасть – унашкал тĕслĕхсене приставсем çине-çинех тупса палăртаççĕ. Пĕлтĕр, калăпăр, çынсем суд çурчĕсене перекен 51 единица хĕç-пăшал, 182 газ тата суранлату пистолечĕ, 7 электрошок хатĕрĕ илсе кĕме тăнине тупса палăртнă. Çын тĕрĕсленине хирĕç пулсан пристав тивĕçлĕ мерăсем йышăнать. Калăпăр, ун çумĕнче ирĕк памасăр илсе çÿрекен хĕç-пăшал тупсан приставсем çынна тытса чарса шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсене параççĕ.
02 декабря 2009 г. г. | Г.Иванова
Манăн ывăла 18 çула çитсен ачаранпах сусăр тесе йышăнчĕç. Вăл 3 çул инвалид шутланчĕ. Кăçал эпĕ 50 çул тултаратăп. Ĕç пенсине маларах каймалли ирĕкпе усă кураятăп-и?
Енчен те ывăлăра 8 çул тултариччен пăхнă тата сирĕн страховани стажĕ 15 çулпа танлашать-тăк пенсие маларах каймалли ирĕк илетĕр. Ачана хăш ÿсĕмре инвалид тесе йышăнни тата инвалидлăх тапхăрĕ мĕн чухлĕ тăсăлни кун пек чух пĕлтерĕшлĕ мар.
02 декабря 2009 г. г. | С.Петрова
Сусăр ача çитĕнтерекен ашшĕ-амăшĕн пенсие маларах тухмашкăн мĕнле документсем памалла?
Сусăр ачана 8 çула çитиччен пăхнă ашшĕ-амăшĕнчен пĕри пенсие 5 çул маларах тухмалли ирĕкпе усă курать (арçынсем – 55, хĕрарăмсем – 50 çулта). Кун пек чух пĕрремĕшĕсен страховани стажĕ – 20, иккĕмĕшĕсен 15 çултан кая мар пулмалла. Пенсие тухма çак документсем кирлĕ: паспорт, обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельстви; ача çурални çинчен панă свидетельство; ачана сусăр тесе йышăнни çинчен медицинăпа социаллă экспертиза çирĕплетнин актĕнчен çырса илни; ăна сакăр çула çитиччен пăхни çинчен пурăнмалли çурт-йĕр е вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем панă справка. Ĕç кĕнекин оригиналĕпе копийĕ кирлĕ. Вăл çук-тăк е унта ĕçленĕ тапхăрсенчен хăшне-пĕрне кăтартман пулсан ĕç килĕшĕвĕсем, стажа çирĕплетекен справкăсем, ĕçпе тивĕçтерекен центр панă справка пулмалла. Пенси виçине колхозра ĕçленĕ тапхăр та витĕм кÿме пултарать – кун пек чух аттестатпа унăн копине илсе пымалла. Тепĕр документ – 2002 çулхи январĕн 1-мĕшĕчченхи кирек хăш тапхăрти 60 уйăхри (умлă-хыçлă вăхăтри) вăтам шалăва (тупăша) çирĕплетекен справка. 2000-2001 çулсенче уйăхри вăтам ĕç укçи 1800 тенкĕрен каярах тухсан ăна тĕпе хураççĕ. Документсене РФ Пенси фончĕн хăвăр пурăнакан вырăнти управленине çитермелле.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика