АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

28 октября 2009 г. г. | И.Никифоров
– Тури Çĕрпÿкасси ялĕ çÿллĕрех вырăнта вырнаçнă, çăлсем типсе ларчĕç, шыв çук, шыв пăрăхĕсем ĕçлемеççĕ.
– Хĕрлĕ Чутай районĕнче "2005-2008 çулсенче халăха таса шывпа тивĕçтересси" программăпа килĕшÿллĕн Урикасси, Ачкасси, Ишеккасси, Пантьăк ялĕсене шывпа тивĕçтернĕ. Пĕтĕмпе районта 12,29 км шыв пăрăхĕсем хунă, укçа-тенкĕ çине куçарсан – 26570,5 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Хальхи вăхăтра "2009-2020 çулсенче халăха таса шывпа тивĕçтересси" программăпа Тури Çĕрпÿкасси, II Хурашаш, Анат Çĕрпÿкасси, Акташ ялĕсене шыв кĕртме проектпа смета докуменчĕсем хатĕр. – Уйрăм хуçалăх тытса тăракан ял çыннисем сĕт хакĕ, иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, самаях пĕчĕкленсе ларнишĕн пăшăрханаççĕ, 2008 çулта вăл çичĕ тенкĕ пулнă, 2007 çулта – тăхăр тенкĕ, кăçал пилĕк-ултă тенкĕ кăна тăрать. Сĕт хакĕ йÿнелсен хĕллехи вăхăтра выльăх шучĕ самаях чакĕ. Кун пирки Раççей тата республика шайĕнче татса пама ыйтаççĕ. – Чăваш Республикин «Агро-Инновации" КУП кăтартăвĕсем тăрăх сентябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне республикăра пĕр литр пĕрремĕш сортлă сĕт вăтамран 7,79 тенкĕ пулнă, ку вăл пĕлтĕрхинчен 5,9 процент пĕчĕк пулнине палăртать.2,5 процентлă пакетланă çуллă сĕт çав вăхăт тĕлнех вăтамран 18,5 тенкĕ пулнă, ку вăл пĕлтĕрхинчен 22,9 процент пĕчĕкрех. Сутмалли сĕт хакне ÿстерес тата ĕнесен шучĕ ан чактăр тесе Раççей Правительстви чылай ĕç тăвать." 2009-2012 çулсенче Чăваш Республикинче выльăх-чĕрлĕх аталантăр тата сĕт туса илесси ÿстĕр" текен программăпа килĕшÿллĕн хушма тата 21,8 млн.тенкĕ уйăрнă. Сутмалли сĕт хакне ÿстерес тесе республика шайĕнче чылай ĕçсем тăваççĕ. Сĕт хакне пĕчĕклетсе лартнине хирĕç кĕрешес тесе сĕтрен тĕрлĕ продукци кăларакан республикăри предприятисене тĕрĕсленĕ. Ултă предприятие хирĕç икĕ ĕç пуçарнă, вĕсем март-июнь уйăхĕсенче сĕт хакне ÿстерес мар тесе пĕр-пĕринпе калаçса татăлнă, çакă антимонопольнăй енĕпе саккуна пăсни пулать. Хула халăхне çăмăллăх кÿрес, тавар туса илекенсене посредниксăр хăйсен çимĕçĕсене сутма майсем туса парас тесе Шупашкар хулин пуçлăхĕн йышăнăвĕпе тĕп хуламăрта сĕт сутмалли 39 вырăн туса панă. Çавăн пекех ялта пурăнакансем, уйрăм хушма хуçалăх тытакансем усламçăсем (перекупщик) сĕте йÿнĕ хакпа илсе кайнипе йывăрлăх тÿсеççĕ. Усламçăсем сĕт хакне йÿнетни пирки çапла ăнлантараççĕ: вĕсене халăх япăх пахалăхлă сĕт парать имĕш тата çĕнĕлле ыйтакан саккуна пăхăнмалли йĕрке тăкаклă. Сĕт сутса пурăнакан ял çыннин çак йывăрлăхран тухас тесессĕн пĕр-пĕринпе пĕрлешсе ял хуçалăх кооперативĕсем йĕркелемелле. Сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне кăçал республикăра 241 ял хуçалăх потребитель кооперативне регистрациленĕ. "2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарас тата ял хуçалăх çимĕçĕсен пасарне йĕркелес" программăпа килĕшÿллĕн вĕсене тĕрлĕ оборудовани илме субсиди пама шутлаççĕ. ЧР "Агро-Инновации" КУП конкурс ирттерсе ял хуçалăх потребитель кооперативĕсемпе ял хуçалăх таварĕсене тăвакансене 13,2 млн. тенкĕ тăракан 46 комплект оборудовани арендăна панă. Республикăра информаципе консультаци паракан 15 центр уçăлнă, вĕсем кооперативсем мĕнле уçасси çинчен те калĕç, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те паллаштарĕç, сĕт пирки те ăнлантарĕç. Çакăн пек ĕçсем тунă хыççăн сĕт хакĕ ÿссе пырать, енчен те июнь уйăхĕнче пĕр литр пĕрремĕш сортлă сĕт 6,14 тенкĕ тăнă пулсан, сентябрĕн 24-мĕшĕ тĕлне 27 процент (7,79 тенкĕ) ÿсрĕ. Çитес уйăхсенче те сĕт 10-15 процент ÿсмелле. – Пантьăк вăрманĕнчи В.И.Ленин палăкне упрасси пирки вырăнти влаç шухăшламасть те, пушшех, палăк умĕнчи тротуар плиткисене пуçтарнă. – Райадминистрацинче тата Пантьăк ял тăрăхĕнче тăрăшакансенчен йĕркеленĕ комисси асăннă вырăна çитсе унти лару-тăрупа паллашнă. Комисси тĕрĕсленĕ май, палăк умĕнчи тротуар плиткисем хăй вырăнĕсенчех пулнă. В.И.Ленин палăкне сыхлас тата упрас тесе Пантьăк ял тăрăхĕн администрацийĕ сахал мар ĕç тăвать. Çул хĕрринчи, карта ку енчи плиткăсем ан çухалччăр тесе Пантьăк ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакансем вĕсен шутне пĕчĕклетсе аяккалла пуçтарса хунă, апла пулин те кунти палăкăн архитектурăпа истори тĕлĕшĕнчен сăнĕ пăсăлмасть. Шел, 2008 çулта паллă мар çынсем бюстăн çÿлерех пайне аркатнă, ял тăрăхĕ ăна вăхăтра йĕркене кĕртнĕ, çĕрнĕ картисене улăштарса çĕнетнĕ. Пĕрмаях унта çÿп-çапа, хăрăк туратсемпе çум курăксене тасатса тăраççĕ. Çитес вăхăтра палăка юсаса йĕркене кĕртме палăртнă.
07 октября 2009 г. г. | С.ЗОТОВА.
Манăн кĕçĕн ывăл икĕ çул çурă тултарать. Амăшĕн капиталĕн укçипе хăçан усă курма пулать
Патшалăх пулăшăвне эсир ача виçĕ çул тултарсан тивĕçме пултаратăр. Унччен çур çул малтан Пенси фондне амăшĕн капиталĕн укçипе усă курма кăмăл туни çинчен заявлени çырса памалла. Амăшĕн капиталĕпе пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачасене вĕрентме тата амăшĕн пулас пенси шайне ÿстерме усă курма юрать. Амăшĕн капиталĕн тÿлевне çулсерен индексацилеççĕ. Халĕ унăн виçи 312 пин тенкĕ ытла.
07 октября 2009 г. г. | И.КИРИЛЛОВА.
2010 çултан пĕрлехи социаллă налука пăрахăçлани çинчен илтрĕм. Манăн пулас пенси мĕнле йĕркеленĕ?
– Пĕрлехи социаллă налука пăрахăçласа ăна страховани взносĕпе ылмаштараççĕ. Уйрăмлăхĕ акă мĕнре: малашне ĕçпе тивĕçтерекен организаци страховани взносне тÿрех Пенси фондне тÿлет. Çак взноссене кашни çын ячĕпе уçнă счет çинче палăртаççĕ. Кайран вĕсем сирĕн пата пенси шутланă чухне таврăнаççĕ. Страховани взносĕн тÿлевĕ мĕн чухлĕ пысăкрах – пенси шайĕ те çавăн чухлĕ ÿсет. Хăвăрăн пенси çинчен çамрăклах шухăшлăр.
07 октября 2009 г. г. | В.ПЕТРОВ.
Эпĕ – федераци çăмăллăхçи. Чукун çул транспорчĕпе тÿлевсĕр çÿремелли тата эмеле çăмăллăхпа туянмалли йĕркепе усă куратăп. Халичченхи саккунпа вĕсен вырăнне укçа илес тесен кашни çул заявлени çырмаллаччĕ. Кăçал социаллă пулăшу вырăнне укçа илме каллех Пенси фондне каймалла-и?
Енчен те эсир 2008 çулта соцпакета хирĕçлессе заявлени çырнă-тăк тата хăвăр шухăша улăштарман пулсан Пенси фондне кайма кирлĕ мар. 2009 çултан саккун социаллă пулăшу вырăнне укçан илмелли йĕркене çăмăллатнă. Ун вырăнне укçа илесси çинчен Пенси фондне заявлени пĕрре парсан çителĕклĕ. Тепрехинче вара социаллă пулăшупа усă курма шухăш тытсан çеç ун çинчен Пенси фондне çырса пĕлтермелле.
26 сентября 2009 г. г. | К.ИВАНОВ.
Мĕн вăл валоризаци?
Валоризаци – ĕç пенсийĕн шайне хушса ÿстерни. Сирĕн 2002 çулччен йĕркеленнĕ пенси капиталĕ 2010 çулхи январь уйăхĕнче 10 процент ÿсет, унсăр пуçне 1991 çулчченхи – совет тапхăрĕнчи ĕç стажĕн кашни çулĕшĕн 1-ер процент хăпартаççĕ. Валоризаци хăй тĕллĕн пурнăçланать – Пенси фондĕнчи документсем тăрăх, заявлени çырмасăрах, шутласа параççĕ.
26 сентября 2009 г. г. | Н.ЛЕОНОВ.
Эпĕ – 2-мĕш ушкăн инваличĕ. Сусăрсене паракан пенсие шутлас йĕрке мĕнле улшăнать?
Хальхи вăхăтра инвалидсене паракан пур пенсие ĕçлеме пултарайманлăх степеньне кура çирĕплетеççĕ. 2010 çулхи январь уйăхĕнчен пенсисене инвалидлăх ушкăнне тĕпе хурса шутлаççĕ. Çĕнĕлĕх ĕçлеме пултарайманлăх степенĕ инвалид ушкăнĕнчен пĕчĕкрех е степенĕ пачах çук çынсене пырса тивет. Енчен те эсир пенси илетĕр пулсан унăн виçине инвалидлăх ушкăнне кура шутласа параççĕ. Кун пек чух Пенси фондне каймалла мар.
19 сентября 2009 г. г. |
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем пирки ыйтусем – Муниципаллă харпăрлăхри пÿлĕме апат-çимĕç лавкки валли 5 çул хушши ĕнтĕ тара тытатăп. Çак пÿлĕме харпăрлăха илме пултаратăп-ши?
– 2008 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнчи федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен хăйсем тара илнĕ куçман пурлăха никама пăхăнман хак паракан (независимый оценщик) палăртнă пасар хакĕпе тÿлесе илме ирĕк пур. Анчах çак условисене пăхăнсан çеç: 1. Тара илнĕ пурлăхпа вăхăтлăх хуçа пулсан тата тăхтавсăр унпа виçĕ е ытларах çул усă курсан; 2. Ку пÿлĕме тара илнĕшĕн тар укçине кирлĕ вăхăтра куçарса пынă-тăк; 3. Тара илнĕ пÿлĕмĕн лаптăкĕ пилĕк тăваткал метртан сахал тата 10000 тăваткал метртан нумай пулмалла мар. 4. Тара илнĕ пÿлĕме пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене усă курма е хуçа пулма пама палăртнă патшалăхăн, муниципаллă пурлăхăн переченьне кĕртмен пулсан. – Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсем тÿлесе илекен куçман пурлăх çине харпăрлăх правине регистрацилес тесен регистраци службине мĕнле документсем тăратмалла; – Патшалăхăн е муниципаллă харпăрлăхран илекен куçман пурлăх çине харпăрлăх правине регистрацилеме çак документсене тăратмалла: а. Патшалăх регистрацийĕ çинчен заявлени ( сутаканпа илекен тăратаççĕ, регистраци службинче çырмалла); ă. Заявлени паракан кам пулнине ĕнентерекен документ; б. Юридици сăпачĕсен право пултарулăхне ĕнентерекен документсем; в. Патшалăх пошлинине тÿлени çинчен документ тата унăн копийĕ (пайăр сăпатсен – 500 тенкĕ, юридици сăпачĕсен – 7500 тенкĕ); г. Уполномоченнăй органĕсен патшалăхăн е муниципаллă пурлăха приватизацилес условисем çинчен калакан йышăнăвĕ; д. Тара илнĕ пурлăха илсе сутнин килĕшĕвĕ; е. Илекен пурлăхăн рынок хакне палăртни пирки отчет; ĕ. 2008 çулхи августăн 5-мĕшĕччен тунă тара илнин килĕшĕвĕ (енчен те килĕшÿ Правасен пĕрлехи патшалăх реестрне кĕмен пулсан); ж. Тара илнĕ пурлăхăн салукĕ çинчен килĕшÿ (енчен те тара илнĕ пÿлĕме арендатор кĕтмелле туянать пулсан); з. Куçман пурлăх объекчĕн кадастр паспорчĕ (енчен те çак объект çине право пуррине Правасен пĕрлехи патшалăх реестрĕнче регистрациленĕ-тĕк кирлĕ мар); – Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕ тара тытакан, тÿлесе илнĕ пÿлĕм çине харпăрлăх правине регистрацилес процедура мĕн вăхăт тăсăлать; – Юридици сăпачĕсемпе граждансене çăмăллăх кÿрес тĕллевпе регистраци служби хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн, правасене патшалăх регистрацийĕ тăвас вăхăта кĕскетнĕ, вăл 15 кунпа танлашать. – Эпĕ уйрăм предприниматель шутланатăп, тара тытнă пÿлĕме тÿлесе илес тетĕп. Анчах та тÿлев укçине пĕтĕмпех тÿлейместĕп. Ку лару-тăрура мĕн сĕнме пулать; – Саккунпа килĕшÿллĕн, тара илнĕ пурлăха тÿлесе илессине пĕчĕк предпринимательлĕх хăй суйласа илет: тÿрех е кĕтмелле. Енчен те тара тытакан пурлăха кĕтмелле туянаççĕ пулсан, илсе сутнин килĕшĕвĕпе пĕрле çак пурлăхăн салукĕ çинчен килĕшÿ тумалла.
26 августа 2009 г. г. | БОРИС Г.
Ĕçсĕррисен шутне тăрас тесен Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕçсĕррисен шутне тăмалли йĕрке интереслентерет. Ун пирки хаçат урлă пĕлтерме май çук-ши?
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта хальхи вăхăтра учета тăрас текенсен черечĕ те пур. Ĕçсĕррисене паян мĕн чухлĕ тÿлеççĕ; Раççей Федерацийĕн Правительстви ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлемелли уйăхри чи пысăк виçене 4900 тенкĕ тата чи пĕчĕккине 850 тенкĕ тесе палăртнă. Официаллă майпа учета тăрас пулсан ĕçрен тухнă хыççăн ĕçпе тивĕçтерекен центра çак документсене тăратмалла: - паспорт; - ĕç кĕнеки (е професси квалификацине кăтартакан ытти документ); - юлашки ĕç вырăнĕнче ĕçленĕ юлашки 3 уйăхри ĕç укçи виçине кăтартса çырнă справка. Студентсемпе шкул ачисем те, ĕç опычĕ çук пулин те, службăра учета тăма пултараççĕ. Çавна валли вĕсен паспорт тата вĕренни çинчен панă документ кăна кирлĕ. Документсем панă хыççăн 10 кун хушши служба сĕнекен вакансисемпе паллашма ĕçпе тивĕçтерекен центра çÿрес пулать. Юрăхли тупăнмасан сире ĕçсĕррисен шутне кĕртеççĕ, çĕнĕ сĕнÿсем параççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центр сирĕншĕн пур ыйтусене те татса парать тесе ан шутлăр. Çапла, сире вакансисем сĕнĕç. Анчах та эсир икĕ хут вĕсене хăвăршăн юрăхлă мар тесе шутлатăр пулсан, сире учетран тата ĕçсĕррисен шутĕнчен кăларĕç. Хăйсен профессине ÿстерес е улăштарас текенсем валли те уйрăм правилăсем пур. Ятарлă курссене кайса направлени илнĕ пулсан, эсир обязательнăй йĕркепе пур «уроксене» те çÿреме тивĕç. Прогул тăвакансене, кахалсене, занятисене сиктерекенсене ĕçсĕррисен шутĕнчен кăларĕç. Кунпа пĕрлех сире хушма ĕç укçи ĕçлесе илес тĕллевпе обществăлла ĕçсем те сĕнме пултараççĕ. Вĕсене хутшăнма кăмăл туманни те ĕçсĕррисен шутĕнчен тухса ÿкессипе çыхăнма пултарать. Хальлĕхе ĕçсĕррисен хăйсен ĕçне йĕркелеме кредит илессипе усă курма май çук.
12 августа 2009 г. г. | В.ФЕДОТОВ.
Икĕ ен хушăнĕ-и? Илтнĕччĕ: 2014 çулта хĕллехи Олимпиада Раççейре, Сочи хулинче, иртмелле. Ку, паллах, савăнтарать. 2016 çулта вара çуллахи Олимп вăййисене кам йышăнĕ-ши, пĕлместĕр-и; Тата – миçе енпе вăй виçеççĕ халĕ олимпиецсем;
2016 çулхи Олимпиадăна йышăнма тăватă хула – Чикаго, Мадрид, Рио-де-Жанейро тата Токио – тупăшать. Хăвăрах ăнкаратăр, хальлĕхе кам çĕнтересси паллă мар. Нумай çул çуллахи Олимпиадăсенче спортăн 26 енĕпе ăмăртаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕ кăçалхи сессийĕнче Олимп вăййисен программине тата тепĕр икĕ ен кĕртме пултарать (вĕсен шучĕ 28-тан иртмелле мар). Конкурсра çĕнтерес кăмăлпа гольф, каратэ, регби, ролик спорчĕ, сквош, бейсбол тата софтбол федерацийĕсем тупăшăва тухнă. Кашнинех спорт эксперчĕсем 33 енпе тĕрĕслеççĕ. Пĕтĕмлетĕвĕ, каларăмăр ĕнтĕ, çулталăк вĕçĕнче паллă пулать.
29 июля 2009 г. г. | Н.СИДОРОВА.
Ашшĕ-амăшĕн килĕшĕвĕпе Учительсем ачасенчен укçа пухнине пурте пĕлетпĕр. Çакă саккунпа килĕшсе тăрать-и?
РФ Президенчĕн 1999 çулхи августăн 31-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсене пулăшу парас тĕлĕшпе пурнăçа кĕртмелли хушма мерăсем çинчен» 1134-мĕш Указĕпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ процесĕнче усă курма ашшĕ-амăшĕнчен укçа-тенкĕ пухма юрать, анчах вĕсем шкулсене пулăшма хăйсем килĕшеççĕ пулсан кăна, ирĕксĕрлесе пухни – саккуна хирĕçле. Çав саккунпа укçа пухас ĕçе пурнăçлама полномочи шкул çумĕнчи попечительсен канашне, вĕрентÿ учрежденийĕн канашне, шкулăн пĕрлехи пухăвне е педагогика канашне параççĕ. Укçана прихутламалли касса ордерĕпе йышăнмалла, ун çине тĕп бухгалтерăн е çак ĕçе пурнăçлаканăн алă пусмалла. Укçа панăшăн çыннине квитанци памалла. Пур шкулăн та ашшĕ-амăшĕнчен пухнă укçана вĕрентÿ управленийĕн бухгалтерийĕ урлă кăлармалла.
25 июля 2009 г. г. | О.ПАВЛОВА.
Ĕçсĕр юлас хăрушлăх пулсан Штата пĕчĕклетнипе ĕçрен каякан çын мĕне шанма пултарать?
Штата пĕчĕклетнипе ĕçрен кăларса яма сăлтав пулмалла: предприяти реорганизацийĕ, экономика условийĕсем йывăрланни. Ĕç параканăн кашни çынна унăн должноçне чакарасси пирки икĕ уйăх маларах çырса пĕлтермелле, ăна предприятири пушă вакансисене, çав шутра пĕчĕкрех должноçсене те сĕнмелле. Енчен те вăл ĕç параканăн сĕнĕвĕпе килĕшмесен – хирĕç пулнине çырса çирĕплетмелле. Ĕçрен хăтарнă хыççăн гражданина икĕ уйăх шалу тÿлеççĕ. Икĕ эрне иртиччен унăн ĕçпе тивĕçтерекен службăра шута тăмалла. Енчен те штата кĕскетнипе ĕçрен кăларса янă çынна пĕр уйăхра тивĕçлĕ ĕç тупса параймасан малтанхи хуçан ăна каллех уйăхри вăтам шалу чухлĕ тÿлеме тивет. Çыннăн пĕлĕвĕпе, профессийĕпе, квалификацийĕпе пĕр килекен ваканси пулманни пирки справка çырса парать вăл. Çакăн хыççăн тин ăна ĕçсĕрлĕх пособийĕ тÿлеме тытăнаççĕ. Хальхи вăхăтра эпĕ декретлă отпускра. Июль уйăхĕнче эпĕ ĕçленĕ организацин лицензи срокĕ тухать, çавна май вăл ĕçлеме те чарăнать. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта манăн мĕнле учета тăмалла, мĕнле документсем хатĕрлемелле
22 июля 2009 г. г. | ВАЛЕНТИНА
Отпуска икĕ çул каймасан Эпĕ икĕ çул отпускра пулман. Предприяти администрацийĕ саккуна пăсни пулмасть-им çакă? Саккунпа килĕшÿллĕн манăн мĕнле ирĕк пур?
Раççей гражданинĕн тÿлевсĕр отпуска çулталăкра пĕр хутчен кайма ирĕк пур (РФ Ĕç кодексĕн 122-мĕш статйи). Ун хыççăнхи çулсенче организаци çирĕплетнĕ графикпа çулталăкри кирек хăш вăхăтра та канма юрать. Енчен те кăçал çынна отпуска яни организацин ĕç-хĕлне хăйĕн еккипе пыма чăрмав кăларса тăратать-тĕк ĕçлекен килĕшĕвĕпе отпуска килес çула куçарма юрать. Анчах та умлăн-хыçлăн икĕ çул тÿлевлĕ кану уйăрманни саккуна пăсни пулать. Ĕçлекен заявлени çырсан организаци тÿлевлĕ отпуск паманшăн компенсаци тÿлеме тивĕç.
03 июня 2009 г. г. | Л.ПЕТРОВ.
Штата пĕчĕклетнипе ĕçрен каякан çын мĕне шанма пултарать?
Штата пĕчĕклетнипе ĕçрен кăларса яма сăлтав пулмалла: предприяти реорганизацийĕ, экономика условийĕсем йывăрланни. Урăхла каласан ячĕшĕн ăнлантарас тени кăна мар. «Çĕршывра кризис алхасать, çавна май ĕçрен кăларса яратпăр», – тени вырăнсăр. Ĕç параканăн кашни çынна унăн должноçне чакарасси пирки икĕ уйăх маларах çырса пĕлтермелле, ăна предприятири пушă вакансисене, çав шутра пĕчĕкрех должноçсене те сĕнмелле. Енчен те çын килĕшмест-тĕк – хирĕç пулнине çырса çирĕплетмелле. Ваканси пулмасан кун пирки те тивĕçлĕ йĕркепе ĕнентермелле. Икĕ уйăх иртиччен вырăн пушанчĕ-тĕк ăна та сĕнмелле. Ĕçрен хăтарасси пирки пĕлтернĕ хыççăн гражданина икĕ уйăх шалу тÿлеççĕ, ун хыççăн кăларса ярсан – ĕçрен каякансене паракан пособи (унăн виçи уйăхри вăтам шалупа танлашать). Икĕ эрне иртиччен унăн ĕçпе тивĕçтерекен службăра шута тăмалла. Енчен те штата кĕскетнипе ĕçрен кăларса янă çынна пĕр уйăхра тивĕçлĕ ĕç тупса параймасан малтанхи хуçан ăна каллех уйăхри вăтам шалу чухлĕ тÿлеме тивет. Кун пек чух «Пултараймастăп» йышши хурав ĕçлев службишĕн ниме те пĕлтермест. Çыннăн вĕренĕвĕпе, профессийĕпе, квалификацийĕпе пĕр килекен ваканси пулманни пирки справка çырса парать вăл. Çакăн хыççăн тин ăна ĕçсĕрлĕх пособийĕпе тивĕçтерме тытăнаççĕ. Урăхла каласан ĕçсĕр юлнă çын социаллă хÿтлĕх илет: кăларса ярасси пирки пĕлтернĕренпе юлашки тÿлеве иличчен 4 уйăх иртет. Çак хушăра вырăн тупма пулатех.
03 июня 2009 г. г. | О.ПАВЛОВА.
Икĕ енĕ килĕшсе татăлнипе кăларса яраканăн ирĕкĕ еплерех?
Ĕç килĕшĕвне çапла майпа пăрахăçласси халĕ анлăн сарăлнă. Мĕншĕн тесен кун пек чух ĕç паракан укçа тĕлĕшĕнчен питех тăккаланмасть. Аса илтеретпĕр: килĕшсе татăлнине çырса çирĕплетмелле. Сăмахран, хăйне виçĕ уйăх шалăвне тÿлесен çын тепĕр куннех ĕçрен каясси пирки çырать. Ĕç паракан хирĕçлемест, пĕтĕм суммăна килĕшÿре палăртать. Çапла тумасан ĕçлекенпе хуçа мĕнле условисемпе уйрăлса кайнине ĕнентерме май çук.
03 июня 2009 г. г. | В.МИРОНОВ.
Ĕç паракан штата кĕскетме те килĕшмест, ĕçпе те йĕркеллĕ тивĕçтермест пулсан мĕн тумалла?
Кун пек лару-тăрура икĕ вариант. Хуçа ĕç çукки çинчен пĕлтерет. Çынна вăл хăйĕнчен килмен сăлтава пула ĕçлемесĕр тăратать, ĕç килĕшĕвĕнче палăртнă тарифăн 2Ÿ3 пайне тÿлет. Кун пек чух гражданинăн ĕç вырăнĕнче пулмалли тивĕçне никам та пăрахăçламан. Ăслă хуçа кун пек чух çынсене киле ярать: ним тума аптранă халăхран тем кĕтме те пулать, яваплăхĕ вара ертÿçĕ çине тиенет. Тепĕр варианчĕ урăхларах: пуçлăх юриех е май çуккипе çынсене унчченхи ĕç калăпăшĕпе тивĕçтермест. Ĕçлекенĕн пĕлÿ шайĕ пĕчĕккипе усă курса тепĕр чух ăна тупăш кÿрекен ĕçсĕр хăварать, «çара» шалу çине лартать. Ку вара – ĕç условийĕсене палăрмаллах улăштарни. Çавăнпа та пуçлăхăн специалиста малтанхи ĕç калăпăшĕпе тивĕçтерейменни çинчен икĕ уйăх маларах çырса пĕлтермелле тата çĕнĕ услови сĕнмелле. Çак вăхăтра гражданин малтанхи шалăвăн икĕ уйăхăн вăтам укçине тивĕçĕ. Малалла вара хăй шухăшлать: çĕнĕ условипе ĕçлемелле-и е штата чакарнипе кăларса яма ыйтмалла-и;
18 апреля 2009 г. г. | А.ШИПЕЕВ, Мучикасси ялĕ
– Килти хушма хуçалăха аталантарма илнĕ кредитсен процент виçисене тÿлемешкĕн каякан тăкаксене субсидилеме укçа уйăрасси тытăнса тăни мĕнпе çыхăннă? 2008 çулхи ноябрь уйăхĕнчен тытăнса укçа уйăрмаççĕ.
ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2008 çулта кредитсен процент виçисене саплаштармалли йĕркене Раççей Правительствин 29.12.2007ç. кăларнă 999-мĕш тата Чăваш Ен Правительствин 11.12.2007ç. кăларнă 325-мĕш йышăнăвĕсемпе çирĕплетнĕ. Çав йышăнусемпе килĕшÿллĕн асăннă тăкаксем валли çулталăк бюджечĕ çинчен калакан саккунра пăхса хăварнă бюджет ассигнованийĕсен калăпăшĕ чухлĕ укçа уйăрмалла. 2008 çул валли уйăрнă бюджет ассигнованийĕсен лимичĕпе 2008 çулхи ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туллин усă курнă. Çавна май килти хушма хуçалăха аталантарма илнĕ кредитсен проценчĕсене тÿлеме каякан тăкаксене иртнĕ çулхи ноябрь-декабрь уйăхĕшĕн кăçал саплаштараççĕ. 2009 çулта федераци бюджетĕнчен субсиди уйăрмалли йĕркене РФ Правительствин 4.02.2009ç. кăларнă 90-мĕш йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ. Асăннă йышши кредитсемшĕн субсиди тÿлеме кирлĕ укçа федераци бюджетĕнчен Чăваш Республикине 2009 çулхи март уйăхĕн 27-мĕшĕнче çитнĕ. Çавна май субсидисене çывăх вăхăтрах тÿлĕç.
18 апреля 2009 г. г. | А.ПРАУЛОВ, Хусанушкăнь ялĕ
– Сĕте сутăн илмелли хаксене ÿстерес енĕпе мĕнле мерăсем йышăнаççĕ?
ЧР Ял хуçалăх министерстви çапла хуравлать: 2008 çулхи декабрьте федерацин 2008 çулхи июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче йышăннă «Сĕт тата сĕт продукцийĕн техника регламенчĕ» саккунĕ вăя кĕнĕ. Унта сĕт пахалăхĕпе çыхăннă требованисене çирĕплетнĕ. Тĕслĕхрен, чĕрĕ сĕтри хăрушă пулма пултаракан хутăшсем тата микроорганизмсем тĕлĕшпе. Çавна май сутăн илмелли хаксем те чĕрĕ сĕт сортĕнчен килеççĕ. Потребитель рынокĕнче сĕтĕн, сĕт чĕр таварĕн хакĕсене патшалăх енчен йĕркелесе пырассине саккунпа палăртман. Хаксем сĕте сутакансен тата сутăн илекенсен хушшинчи килĕшÿ условийĕсемпе сĕт рынокĕнчи лару-тăрăва кура йĕркеленсе пыраççĕ. Рынок условийĕсенче производительсен тата сĕт тирпейлекенсен интересĕсене хÿтĕлес енĕпе республикăра анлă ĕç тăваççĕ. Сĕт рынокĕнчи хаксене йĕркелемелли механизмсем туса хурас (çав шутра – халăх интересĕсене хÿтĕлесе), сĕт суса илессине ÿстермелли условисем йĕркелес тĕллевпе Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çирĕплĕхне ÿстерес енĕпе ĕçлекен комиссийĕ çумĕнчи агропромышленноç комплексĕ енĕпе ĕçлекен ушкăн протоколĕпе ЧР Ял хуçалăх министерстви çумĕнче ятарлă ĕç ушкăнĕ туса хунă. Çак ушкăн республикăри ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем тата сĕт тирпейлекен предприятисем сутакан сĕтĕн, юр-варăн хăй хаклăхне тишкернĕ, хуçалăхсем, халăх сутакан сĕт хакĕн «формулине» сĕтĕн суту-илÿ организацийĕсенчи юлашки хакне кура палăртнă. «Формулăра» ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен суту-илÿ предприятийĕсенчи вак хакри тÿпине 50 процентран кая мар çирĕплетме сĕннĕ. Тĕслĕхрен, лавккара 1 литр сĕт 25 тенкĕ пулсан ăна хуçалăхсенчен, çынсенчен сутăн илмелли хак 12,5 тенкĕрен кая мар пулмалла. Хак «формулипе» ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен тата сĕт тирпейлекен предприятисен хушшинчи килĕшÿсемпе усă курма май пур. Апрель уйăхĕн варринче Чăваш Енри сĕт союзĕн учредителĕсен черетлĕ пухăвĕнче çак «формулăна» ĕçе кĕртмелли йышăнăва пăхса тухма палăртнă.
18 апреля 2009 г. г. | С.ПАДЮКОВА, Питĕркасси ялĕ
– Çынсенчен вандалсенчен сыхланса тунă электросчетчиксене пломбăланăшăн укçа пухни саккунлă-и? Шупашкарта çак ĕçшĕн мĕншĕн 150 тенкĕ илеççĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕнче вара 190 тенкĕ
Чăваш Ен Промэнергоминĕ пĕлтернĕ тăрăх, электричество энергийĕн вак рынокĕ ĕçлемелли правилăсен 139-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн (вĕсене РФ Правительстви 2006 çулхи август уйăхĕн 31-мĕшĕнче йышăну кăларса çирĕплетнĕ) электроэнергетикăна реформăланă чухнехи куçăм тапхăрĕнче электросчетчик управлăхне, ăна пăхса тăрассине счетчике вырнаçтарнă объект хуçи тивĕçтерет. Шутлав приборĕсене пломбăлассин хакне пломба материалĕсем туянма, виçев ĕçĕсем пурнăçлама каякан тăкаксем, пĕрлехи социаллă налук, бригада çак ĕçе пурнăçлама каймалли транспорт тăкакĕсем, хушма хакран илекен налук тата ытти кĕреççĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕнче асăннă ĕçсене «Энергобаланс» ОООн «Чебоксарский» филиалĕ пурнăçлать. Филиал хăйĕн ĕçĕсен хакĕсен калькуляцине Ростехнадзорăн Технологи тата экологи надзорĕн республикăри управленине экспертизăна ярса панă, унăн кăтартăвĕсем çинчен халăха пĕлтерĕç.
28 марта 2009 г. г. | А.ПЕТРОВ.
Пенсие индексацилеççĕ Пенсие кăçал хăçан индексацилеççĕ?
РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви, Раççей Пенси фончĕн çăл куçĕсем пĕлтернĕ тăрăх, ĕç пенсийĕн база пайĕ кăçалхи март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен 8,7 проц. (виçи – 1950 тенкĕ) ÿсрĕ, декабрĕн 1-мĕшĕнче тата 31,4проц. пысăкланмалла – 2562 тенке çитмелле. Ку кăтарту мĕн пур пенсионершăн пĕр пек. Страховани пайĕ вара çыннăн ĕç стажĕ тата шалăвĕ мĕн чухлĕ пулнипе çыхăннă. Апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăл 17проц. хăпармалла. Паллах, кашни пенсионерăн ÿсĕм хăйне май пулать.
25 марта 2009 г. г. | Н.ИВАНОВ
Вăхăтра тивĕçтермесен Пенси укçине почтальон вăхăтра валеçмесен мĕн тумалла?
Пенсие çирĕплетнĕ графикпа валеçеççĕ. Ватă çын пенсие хăйĕн кăмăлĕпе почта кассинче илме пултарать паллах. Çапла тума килĕшмест-тĕк почтальонăн укçана киле пырса памалла. Енчен те ăна палăртнă кунра илеймерĕр пулсан почтăна заявлени çырмалла. Валеçмелли вăхăта пăхăнманшăн çирĕплетнĕ графикпа палăртнă хыççăнхи тапхăртан пуçласа асăннă службăн укçана тытса тăнă кашни куншăн процент тÿлеме тивет.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика