05 апреля 2013 г. г. | В.Бармин
«Чăваш Ен» телерадиокомпанин курав сеткине тĕрлĕ енлĕ тума ыйтатпăр. Хыпарсемсĕр пуçне ытти кăларăма та пăхас килет.
ЧР Культура министерстви çапла пĕлтерет: «Чăваш Ен» ПТРК – «ВГТРК» ФПУП филиалĕ, вăл тĕп предприяти регламенчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлет, Мускав унăн кăларăмĕсен хронометражĕпе тематикине палăртать.
Республикăн массăллă информаци хатĕрĕсен социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсĕнче Культура министерстви çулленех Чăваш телерадиокомпанийĕн проекчĕсене пулăшать, çавна май наци, культурăпа çут ĕç тата ача-пăча телепрограммисем кун çути кураççĕ.
05 апреля 2013 г. г. | И.КУДРЯШОВ.
– "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята памалли çинчен калакан указ 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçа кĕрет. Апла пулсан çĕнĕлĕхсем 2012 çултан тивĕçлĕ канăва тухакансене кăна пырса тивеççĕ-и?
– Çук, стаж миçе çул пулнине кура "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята панă чух кам хăçан тивĕçлĕ канăва тухнине пăхмаççĕ.
05 апреля 2013 г. г. | О.ИВАНОВА, Хĕрлĕ Чутай сали.
Нумаях пулмасть телевизорпа «Тĕлĕнтермĕшсен уйĕ» ("Поле чудес") телепередача пăхрăм. Унта хутшăнакан пĕр хĕрарăм кăкăрĕ çинче медаль курсан Л.Якубович унпа интересленчĕ. Ку хĕрарăмăн ĕç стажĕ 35 çулпа танлашать иккен, 20 çул хушши вăл поварта тимленĕ, тата тепĕр çĕрте – 15 çул. Эпĕ питĕ тĕлĕнтĕм: пирĕн республикăра хĕрарăмсем ĕç стажĕ 40 çул пулсан кăна "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçеççĕ-çке. Ăçти хĕрарăм пулнине пĕлеймерĕм. Пур çĕрте те пĕрех мар-и? Ăнлантарса парсамăр тархасшăн.
"... ĕç ветеранĕ" регион ячĕсене Раççей Федерацийĕн чылай субъектĕнче çирĕплетнĕ. Ытларах чухне ăна çакăн пек чухне параççĕ: субъектăн патшалăх наградисемпе чысласан, çав хушăрах тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитнĕ-тĕк (арçынсен 60 çул, хĕрарăмсен – 55); ĕç стажĕ 40-45 çул пулсан.
КŸРШĔ РЕГИОНСЕНЧЕ: Палăртмалла, кашни регионăн икĕ хутĕнче ят парас критерисем тĕрлĕрен. Тĕслĕхрен, Удмурт Республикинче çак хисеплĕ ята тивĕçме икĕ награда кăна – Удмурт Республикин Хисеп грамоти тата "Ача амăшĕн мухтавĕ" паллă – май парать. Кÿршĕри Тутар Республикинче "Ĕç ветеранĕ" ятпа Тутар Республикин "Хастар ĕçшĕн" медальне тивĕçнисене тата "... хисеплĕ ĕçченĕ" ята илнисене кăна чыслаççĕ. Иваново тата Кострома облаçĕсенче асăннă ята рационализаторсене, изобретательсене, çавăн пекех облаçре пĕр-пĕр ĕçре палăрса паллăна тивĕçнисене тата область Хисеп грамотисене илнисене параççĕ.
40-45 çулпа танлашакан ĕç стажне те хăш-пĕр субъектсенче регион территорийĕнче кăна ĕçлесе пухмалла. Тĕслĕхрен, Ульяновск, Ростов облаçĕсенче, Ямалта.
Чулхула, Самар, Иваново облаçĕсенче вара кирлĕ стаж пĕчĕкрех: хĕрарăмсен – 35 çул, арçынсен – 40.
РЕСПУБЛИКĂРА: Пирĕн патра çын 40-45 çулхи стажа ăçта ĕçлесе пухни пĕлтерĕшлĕ мар, тимлĕхре – Совет Союзĕ пулнă пĕтĕм территори.
Октябрьти указне Республика Пуçлăхĕ çĕр-шыв ăнăçлăхĕшĕн нумай ĕçленĕ çынсене социаллă пулăшу кÿмелли политикăн пĕрремĕш утăмĕ тесе çирĕплетнĕ. Хăйĕн кăçалхи Çырăвĕнче вара вăл çапла палăртнă: "Иккĕмĕш тапхăр – çул ÿсĕмĕн виçине арçынсенне 40 çул, хĕрарăмсенне 35 çул таран чакарасси – республика экономики тухăçлă аталансан, урăхла каласан, эпир пурте тухăçлă ĕçлесен пурнăçланĕ".
05 апреля 2013 г. г. | Э.ВАСИЛЬЕВА.
– Эпир упăшкапа виçĕ çул саккунлă мăшăрланура тăратпăр, пĕрлехи ачасем çук. Манăн хĕр ача пур, анчах та упăшка ăна усрава илмен. Халĕ эпĕ упăшкаран уйрăласшăн, анчах та вăл килĕшмест. Эпĕ хам енчен кăна (пĕр енлĕн) уйрăлма пултаратăп-и тата заявлени ăçта çырмалла?
– РФ Çемье кодексĕпе килĕшÿллĕн мăшăрсене ЗАГС пайĕнче е судра уйăраççĕ.
Енчен те мăшăрсенчен пĕри уйрăлма килĕшмест пулсан, çак ĕçе суд урлă пурнăçлаççĕ. Ачисем кампа юласси пирки сăмах пымасть пулсан, мăшăрсене уйăрас ĕçе миравай судья пăхса тухать.
Уйрăласси пирки çырнă хута суда пĕтĕмĕшле правилăсене пăхăнса явап тытакан мăшăрĕ пурăннă çĕре параççĕ. Тавăç хутне çыракан пурăннă çĕре те пама юрать, енчен те унăн çул çитмен ача пур е вăл сывлăха пула явап тытакан пурăннă çĕре тухса çÿреймест пулсан.
Суд йышăнăвĕ пурнăçа кĕнĕ кунран мăшăрсем уйрăлнă шутланаççĕ. Уйрăлни пирки мăшăрсем çырăннă е пурăннă ЗАГС пайĕнче регистрацилемелле.
20 марта 2013 г. г. | Шулю ялĕнче пурăнакансем.
- Шулю шкулĕнчи шкул çулне çитменнисен ушкăнне ачасем çÿрекен вăхăта каçхи 5 сехетчен тăсма ыйтатпăр.
- Ачасем çÿрекен вăхăта каçхи 5 сехетчен тăсма пулать, енчен те çывăрмалли пÿлĕме пысăклатма май килсен тата кирлĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтерсен.
20 марта 2013 г. г. | В.И.Порейкин.
- Районта йăлари техникăна, çав шутра холодильниксене, ăçта юсаттарма пулать?
- Холодильниксене Хĕрлĕ Чутай салинче вырнаçнă "Йăла" муниципаллă предприятире юсаççĕ.
20 марта 2013 г. г. | Е.М.Дьячкова, Пантьăк ял.
- Пантьăкри фельдшерпа акушер пунктĕнче капельница ларттарма пулмасть-и; Çулсене кура мана Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне çитме йывăртарах.
- Капельница ларттарма пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче кăна юрать, мĕншĕн тесен кунта ку тĕлĕшпе ятарлă вырăнсем хатĕрленĕ, тата ку процедурăна тухтăрăн сăнаса тăмалла. Фельдшерпа акушер пункчĕсем çине ку йĕрке сарăлмасть.
07 марта 2013 г. г. | П.Пашкуртов.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ял тăрăхне кĕрекен Черемушки поселокĕнче пурăнакансем Патшалăх вăрман фончĕн çĕрĕсене поселок çĕрĕн тытăмне куçарма ыйтаççĕ.
ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх – Чăваш Республикин территорийĕнчи ял-хула территорийĕн чиккисене Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче хула тăвас ĕçе йĕркелесе тăрасси çинчен" саккунĕн 21 статйипе килĕшÿллĕн палăртаççĕ. Çĕр лаптăкĕсене куçармалли, ял-хула чиккисене кĕртмелли полномочисене çĕр тата хула тăвас ĕç çинчен калакан хальхи саккунсемпе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан власть органĕсене, Чăваш Республикинче ЧР Министрсен Кабинетне панă. Ыйтусене татса пама кирлĕ документсене Чăваш Республикин Строительство министерствине тăратмалла.
Çĕр фончĕн çĕрĕсен тытăмĕнчи лаптăксене сирĕн поселок çĕрĕсен тытăмне куçарма район администрацийĕн, ял тăрăхĕн кирлĕ документсене ЧР Строительство министерствине тăратмалла.
16 февраля 2013 г. г. | А.Николаев
Арăмпа хутшăнусем япăхланчĕç, уйрăлма шухăшларăмăр. Ачасем çитĕннĕ ĕнтĕ, пайламалли пурлăх та çук. Кам татса парĕ пире çак ыйтăва?
Мăшăрсем калаçса татăлса уйрăлма шухăшласан, пайламалли çук пулсан ЗАГС уйрăмне пымалла. Арăмĕ е упăшки хирĕç-тĕк – ыйтăва РФ Çемье кодексĕн 22 статйин 2 пункчĕпе килĕшÿллĕн суд татса парать. Мăшăрсен хушшинче ачасем пирки тавлашу сиксе тухсан ĕçе миравай судьясем пăхса тухаççĕ. Явап тытакан пурăнакан вырăнти суда тавăçпа тухмалла.
09 февраля 2013 г. г. | Л.ЕГОРОВА.
– Универсаллă электронлă карттă илес тесен заявлени ăçта çырса памалла?
– Универсаллă электронлă карттă çын кам пулнине ĕнентерекен документран (саккунпа палăртнă тĕслĕхсенче), обязательнăй медицина страхованийĕн полисĕнчен, обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельствинчен, çавăн пекех банк карттинчен тăрать. Унсăр пуçне вăл патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене илмелли ытти ирĕке те çирĕплетет.
Паянхи куна республикăра пурăнакансем УЭК илес тесен виçĕ çĕрте заявлени çырма пултараççĕ:
- Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 3А çурт – "Раççей Перекет банкĕ" УАО-н 8613-мĕш Чăваш уйрăмĕн 01 номерлĕ филиалĕ.
- Шупашкар хули, "Октябре 50 çул" урам, 17А çурт – Раççей Перекет банкĕ" УАО-н 8613-мĕш Чăваш уйрăмĕн 02 номерлĕ филиалĕ.
- Шупашкар хули, Калинин урамĕ, 112 çурт – ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин "Медицинăн информаципе аналитика центрĕ" бюджет учрежденийĕ.
Çулталăк вĕçленнĕ çĕре универсаллă электронлă карттă илес текенсенчен заявлени йышăнмалли пунктсене республикăри кашни районтах уçма палăртаççĕ.
Паянхи куна Чăваш Енре 200 яхăн çын УЭК илес тĕллевпе документсем тăратнă. Карттăна тÿлевсĕр параççĕ. Заявлени çырнă чух çыннăн паспорчĕ тата обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельстви (СНИЛС) кирлĕ пулать. Çавăн пекех çынна заявлени çырнă çĕртех сăн ÿкереççĕ тата унăн электронлă калемпе (перопа) алă пуснă тĕслĕхне илсе юлаççĕ. Çавăнтах гражданин ытти хушма пулăшупа усă курас кăмăл пуррине те палăртма пултарать. Заявлени йышăнакан хатĕр УЭК-а хăçан тата ăçта илмеллине пĕлтерет. Хальлĕхе универсаллă карттăна хатĕрлес ĕç икĕ уйăха яхăн пырать.
30 января 2013 г. г. | И.ИВАНОВА.
Эпир упăшкапа уйрăлнă хыççăн çуралнă ачан ашшĕне кама çыртармалла?
Мăшăр уйрăлнă хыççăн та пĕрлех пурăнни час-часах тĕл пулать. Çавна май упăшкипе арăмĕ шутланманскерсенех ача çурални те сайра мар. Чăнах та, çуралнине мĕнле регистрацилемелле, ашшĕ пирки мĕнле кăтартусем кĕртмелле; Федерацин «Гражданла лару-тăру акчĕсем çинчен» саккунĕн 17 статйинче ача çуралнине çырса хунин актне ашшĕ-амăшĕ çинчен калакан сведенисене кĕртмелли йĕркене палăртнă.
Ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă, анчах уйрăлнă хыççăн тата ача çураличчен 300 кунран ытла иртмен пулсан ача çуралнине çырса хунин актне ашшĕн сведенийĕсене уйрăлнине çирĕплетекен документа тĕпе хурса кĕртеççĕ. 300 кун иртнĕ пулсан ашшĕн сведенийĕсене вăл ашшĕ пулнине ĕнентерекен акта çырса хунине тĕпе хурса кĕртмелле. Паллах, вăл ашшĕ пулнине ача çуралнине патшалăх енчен регистрациленипе пĕрле палăртса регистрацилеççĕ пулсан. Çапла тумашкăн ашшĕ-амăшĕн ашшĕ пулнине палăртма Ф-12 формăпа ыйтса çырмалла. Ача ашшĕне палăртмасан ашшĕн сведенийĕсене кĕртмеççĕ, ачан ашшĕ ятне амăшĕ каланă тăрăх çырса хураççĕ.
Упăшкасăр амăшĕ ачине регистрациленĕ чух ашшĕн сведенийĕсене кĕртес тесен çурални çинчен çыракан акта ашшĕн хушаматне амăшĕн хушамачĕпе çыраççĕ, ячĕпе ашшĕ ятне – амăшĕ ыйтнă тăрăх.
12 января 2013 г. г. | И.Иванова.
Çынна ĕçрен кăларас пулсан мĕнле вăхăтра укçа-тенкине парса татмалла?
– Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 140-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, енчен те çынпа ĕç килĕшĕвне пăрахăçласан, çав кунах унпа укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен татăлмалла.
Ĕçе пăрахакан çав кун ĕçе тухмасан, талăк хушшинче çав уйăхри шалăва парса татмалла. Укçа виçи пирки ĕçлекенпе ĕç паракан хушшинче тавлашу пулсан, ĕç пăрахакан ыйтнă суммăна тивĕçтермелле.
Отпускăн юлашки кунĕ юлашки ĕç кунĕ шутланать пулсан ĕç укçине отпуска каяс умĕнхи кунĕнче парса татмалла.
Саккуна пăснăшăн ĕç паракана РФ Административлă кодексĕн 5.27 статйипе явап тыттараççĕ.
15 декабря 2012 г. г. | Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ
Эпир пĕлнĕ тăрăх, хальхи вăхăтра шкулсенче район шайĕнчи олимпиадăсем пыраççĕ. Унсăр пуçне ачасенчен тата ытти олимпиадăсене хутшăнма укçа пуçтараççĕ. Çакă саккунлă-и?
Ку ыйту çине ЧР Вĕренÿ министерстви çапла хуравлать: "Раççей Вĕренÿ министерствин 2009 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнчи Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиади çинчен калакан положенипе килĕшÿллĕн Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадин пур тапхăрĕ те тÿлевсĕр пулмалла. Çакна министерство тĕрĕслесех тăрать. Унсăр пуçне ытти шайри олимпиадăсем те иртеççĕ, анчах та вĕсемшĕн те укçа тÿлемелле мар.
Эпир коммерциллĕ олимпиадăсем пуррине те пытармастпăр. Анчах та вĕсем пирĕн министерство ертсе пынипе иртмеççĕ. Кун пек олимпиадăсене хутшăнасси – кашни ачан тата вĕсен ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕ".
12 декабря 2012 г. г. | И.АНТОНОВА.
Хальхи вăхăтра ĕç ветеранĕсене уйăхсерен 980 тенкĕ хушса тÿлеççĕ. Вăл çул укçине саплаштарма каять. Ку виçене çитес çул ÿстерме палăртнă-и?
Чăваш Ен Правительстви сĕннĕ тăрăх – 2013 çулта ĕç ветеранĕсене уйăхсерен 1026 тенкĕ тÿлеме шантараççĕ. Ку виçе çул укçи хакне саплаштарма каять. Çавăн пекех çăмăллăхсемпе усă куракан ытти категорин те саплаштару укçи ÿсме кирлĕ.
Çак йĕркене Чăваш Республикин «Вăрçă çулĕсенче тылра ĕçленĕ çынсене, ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парасси çинчен» саккунра çирĕплетнĕччĕ.
08 декабря 2012 г. г. | М. Семенова.
Асанне мана хваттер халалласа хăварчĕ. Анчах та мансăр пуçне унăн татах икĕ хĕр-пенсионер пур. Вĕсем те еткерĕн обязательнăй пайне тивĕçме пултараççĕ-и?
Еткерĕн обязательнăй пайĕсем çинчен калаканПравилăна Раççей Федерацийĕн Граждансен Кодексĕн виççĕмĕш пайĕнчен пĕлме пулать. Еткерĕн обязательнăй пайĕсене халалласа хăвараканăн çул çитмен тата ĕçлеме пултарайман ачисем, мăшăрĕ тата ашшĕ-амăшĕ тивĕçеççĕ. Вĕсем, халал содержанине пăхмасăрах, саккунпа кашнинех тивме пултаракан пайне тивĕçме пултараççĕ.
Çапла вара пехиллекенĕн ачисем пенсионерсем шутланаççĕ пулсан, çавăн пекех халал хучĕ çинче кăтартнă пурлăхсăр пуçне унăн урăх нимĕн те çук пулсан, вĕсен халалри пурлăхăн обязательнăй пайне тивĕçме ирĕк пур.
05 декабря 2012 г. г. | И.ПЕТРОВА.
Çамрăк çемье пирĕн. Тĕп килтен уйрăлса тухса çурт лартасшăн. Вырăнĕ те хатĕр. Пĕр ыйту канăç памасть. Пирĕн çурта кÿршĕсен чиккинчен миçе метрта лартма юрать?
Кил-çурт таврашĕнчи санитари условийĕсемпе килĕшÿллĕн пÿрте кÿршĕсен чиккинчен 3 метрта лартма юрать. Выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк вити тăвас пулсан сахалтан та 4 метр хăвармалла, ытти хуралтăсене (гараж, мунча...) чикĕрен 1 метртан та лартма юрать. Пысăк йывăçсем (улмуççи, груша, пилеш) лартнă чух кÿршĕсен хÿминчен 4 метр шутламалла, вăтаммисем валли (слива, чие) – 2 метр, тĕмсене (хурлăхан, крыжовник) – 1 метр.
Пурăна киле хăвăр çĕрĕр çинче çуртсăр пуçне ытти хуралтăсем те тăвас тейĕр. Ун чухне çакна шута илме сĕнетпĕр. Хăвăр çуртăрпа уборнăй тата выльăх вити хушшине май пулсан 12 метр хăвармалла. Мунчапа çурт хушшине сахалтан та 8 метр хăварма сĕнеççĕ. Çăл чавнă чухне те уборнăйĕнчен тата тислĕк (компост) купинчен 8 метр аяккарах каймалла.
Тĕрлĕ сăлтавпа (çĕр сахалли, пĕлменни, кÿршĕсем хăйсен çуртне маларах чикĕ çинех кĕрсе лартни тата ытти те) палăртнă нормăсене пăхăнайманни те пулма пултарать. Хирĕçÿ тухасран асăрханса кÿршĕсен малтанах пĕр-пĕринпе калаçса килĕшмелле. Кÿршĕпе лайăх пурăннине мĕн çиттĕр?
01 декабря 2012 г. г. | Г.Смирнова.
Пирĕн çемьере пилĕк ача. Пурте вĕренеççĕ. Маларах çакнашкал çемьесене медаль е орден паратчĕç. Халĕ мĕншĕн памаççĕ?
13 "Ача амăшĕ героиня" хисеплĕ ята, çавăн пекех "Ача амăшĕн мухтавĕ" ордена, Ача амăшĕн медальне СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ 1944 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Анчах 1995 çулхи августăн 29-мĕшĕнче Раççейре нумай ачаллă çемьесене наградăласси çинчен калакан указа пăрахăçланă. Ун вырăнне 2008 çулхи майăн 13-мĕшĕнче "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" ордена, çавăн пекех 2010 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орден медальне çирĕплетнĕ.
"Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орденпа çичĕ е ытларах ача çуратса (усрава илсе) ÿстернисене наградăлаççĕ пулсан, "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орден медалĕпе – тăватă е ытларах ача çитĕнтернисене.
Паллă ĕнтĕ, нумай ача çуратса ÿстернĕ пур çемье те асăннă наградăсене тивĕçеймест. Хăйсен ачисене ырă-сывă пăхса ÿстерекен, тивĕçлĕ воспитани паракан, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланакан çемьесем кăна чыса тивĕçеççĕ.
Регион ертÿçи тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи патшалăх наградисене парассипе ĕçлекен комисси йышăнăвĕн кăтартăвĕсемпе паллашнă хыççăн çемье çак пысăк чыса тивĕçлипе тивĕçлĕ маррине Раççей Президенчĕ татса парать.
28 ноября 2012 г. г. | С.Иванова.
Малашне амăшĕн капиталĕпе кирек мĕн тума та ирĕк пулĕ тенине илтрĕм. Тĕрĕсех-ши?
Çитес çултан амăшĕн капиталĕ 387,6 пин тенкĕрен 408,9 тенке çитĕ.
Амăшĕн (çемье) капиталĕн сертификатне алла илнĕ хыççăн укçапа кирек мĕнле тĕллевпе те усă курма сĕнекен саккун проектне Раççей Патшалăх Думине чăнласах та сĕннĕ. Анчах ку сĕнÿ шайĕнче кăна-ха. Ăна йышăнассипе йышăнмасси хальлĕхе паллă мар.
21 ноября 2012 г. г. | А.ПЕТРОВА.
Харăсах икĕ çĕрте ĕçлетĕп. Иккĕшĕнче те – ĕç кĕнекипе. Тивĕçлĕ канăва тухнă чухне пенсие мĕне кура шутласа парĕç?
Ĕç çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн çыннăн пĕр ĕç кĕнеки кăна пулмалла. Пĕр вăхăтрах, пĕр тапхăртах темиçе çĕрте ĕçлесен те стажа ытларах ĕçленĕ тапхăр çеç кĕрет. Урăхла каласан, стаж икĕ хут хутланмасть. Икĕ ĕç вырăнĕнчен те страхлав взносĕ куçнине вара шута илеççĕ, пенси шутланă чух ăна хушаççĕ. Хальхи вăхăтра пенси виçине палăртнă чухне 2002 çулччен ĕçленĕ тапхăра (стаж) тата 2002 çул хыççăн мĕн чухлĕ страхлав взносĕ хывнине шута илеççĕ. Апла пулсан, стажпа взнос мĕн чухлĕ нумайрах, пенси çавăн чухлĕ пысăкрах пулĕ.
17 ноября 2012 г. г. | И.ИВАНОВ.
Эпĕ пенсионер. Манăн автомобиль юрăхсăра тухрĕ, унпа тахçанах çÿремен. Çапах та мана транспорт налукне тÿлеме хистеççĕ. Налук органĕ тĕрĕс тăвать-и?
Тĕрĕс. Транспорта налук органĕнче Сирĕн ятăрпа регистрациленĕ пулсан – тÿлемелле. Унпа усă курнă е çук – саккун çакна шута илмест. Чи кирли – çын транспорта патшалăх регистрацине тăратни.
Налук Кодексĕн 358-мĕш статйипе килĕшÿллĕн инвалидсем валли ятарласа кăларнă автомобильсене çеç налукран хăтараççĕ, çавăн пекех социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă туяннă 100 лаша вăйне çитеймен двигательлĕ автомобильсемшĕн те налук тÿлемелле мар.