АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

28 марта 2012 г. г. | В.ГЕРАСИМОВ.
Ватăсене е сусăр çынсене пăхса пурăннăшăн кăштах укçа тÿлеççĕ иккен. Кун пирки тĕплĕнрех ăнлантарса памăр-ши?
Çак йĕркене Раççей Президенчĕн 2008 çулхи май уйăхĕн 13-мĕшĕнчи 774-мĕш Указĕпе çирĕплетнĕ. Хальхи вăхăтра ку виçе 1200 тенкĕпе танлашать. Ватă çынсене, сусăррисене (пĕрремĕш ушкăнри инвалидсене е ачаран инвалида тухнисене) пăхса пурăннă тапхăра, кунсăр пуçне, ĕç стажне кĕртеççĕ. Хăвăр çырура палăртнă тăрăх, 2009-2010 çулсенче эсир ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутланса тăнă. "Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен" калакан саккунпа килĕшÿллĕн, ку вăхăт та пĕтĕмĕшле ĕç стажне кĕрет (30 статья).
03 марта 2012 г. г. | Серенкассинчи В.И.Бабиля
Çултан-çул кÿршĕсем пирĕн пахчари çĕр çине кĕрсе кайса пыраççĕ. Кун пирки вĕсене асăрхаттарсан тÿрех полици ĕçченĕсене чĕнсе «кÿрентерет» тесе евитлеççĕ. Административлă штраф тÿлес килменнипе чĕнмесĕрех пурăнма тивет. Палăртас килет: вĕсен кил-çурчĕ те пирĕн çĕр çинче ларать. Пирĕн çĕрĕн патшалăх акчĕ пур, вĕсен çук – халĕ те хуçалăхĕ вилнĕ амăшĕ çинче, хăйсем çине куçарман.
Ялта пурăнакансене çĕр ыйтăвĕ калаçтарать çав, кÿршĕпе пĕр чĕлхе тупаймасан вара пушшех. Раççей Федерацийĕн Çĕр Кодексĕн 64 статйипе килĕшÿллĕн çĕрпе çыхăннă калаçупа тавлашăва суд йĕркипе пăхса тухаççĕ. Çавăнпа та ыйтăва уçăмлатас тесен суда çырса памалла. Шантаратпăр: суд йĕркеллĕ тата саккуна пăхăнакан çынсем пирки ырă пулăм еннелле йышăну тăватех.
18 февраля 2012 г. г. | М.Сидорова, Ирчемес ял.
"Элĕк – Кив Атикасси – Сăр" автоçул çинче Малиновка ялĕ çывăхĕнчи чарăну павильонне çĕннипе улăштарма ыйтатпăр.
ЧР Стройминĕ пĕлтернĕ тăрăх министерствăн "Чăвашупрдор" КУ специалисчĕсем вырăна тухса тĕрĕслев ирттернĕ. "Элĕк – Кив Атикасси – Сăр" республика автомобиль çулĕн 38+210 километрĕнче (сылтăмра) Малиновка ялĕ çывăхĕнче чарăну павильонне вырнаçтармалли ĕçсене 2012 çулта республика бюджечĕн укçи-тенкипе пурнăçлама палăртаççĕ.
18 февраля 2012 г. г. | О.ИВАНОВА, Хĕрлĕ Чутай сали.
Нумаях пулмасть телевизорпа «Тĕлĕнтермĕшсен уйĕ» ("Поле чудес") телепередача пăхрăм. Унта хутшăнакан пĕр хĕрарăм кăкăрĕ çинче медаль курсан Л.Якубович унпа интересленчĕ. Ку хĕрарăмăн ĕç стажĕ 35 çулпа танлашать иккен, 20 çул хушши вăл поварта тимленĕ, тата тепĕр çĕрте – 15 çул. Эпĕ питĕ тĕлĕнтĕм: пирĕн республикăра хĕрарăмсем ĕç стажĕ 40 çул пулсан кăна "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçеççĕ-çке. Ăçти хĕрарăм пулнине пĕлеймерĕм. Пур çĕрте те пĕрех мар-и? Ăнлантарса парсамăр тархасшăн.
"... ĕç ветеранĕ" регион ячĕсене Раççей Федерацийĕн чылай субъектĕнче çирĕплетнĕ. Ытларах чухне ăна çакăн пек чухне параççĕ: субъектăн патшалăх наградисемпе чысласан, çав хушăрах тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитнĕ-тĕк (арçынсен 60 çул, хĕрарăмсен – 55); ĕç стажĕ 40-45 çул пулсан. КŸРШĔ РЕГИОНСЕНЧЕ: Палăртмалла, кашни регионăн икĕ хутĕнче ят парас критерисем тĕрлĕрен. Тĕслĕхрен, Удмурт Республикинче çак хисеплĕ ята тивĕçме икĕ награда кăна – Удмурт Республикин Хисеп грамоти тата "Ача амăшĕн мухтавĕ" паллă – май парать. Кÿршĕри Тутар Республикинче "Ĕç ветеранĕ" ятпа Тутар Республикин "Хастар ĕçшĕн" медальне тивĕçнисене тата "... хисеплĕ ĕçченĕ" ята илнисене кăна чыслаççĕ. Иваново тата Кострома облаçĕсенче асăннă ята рационализаторсене, изобретательсене, çавăн пекех облаçре пĕр-пĕр ĕçре палăрса паллăна тивĕçнисене тата область Хисеп грамотисене илнисене параççĕ. 40-45 çулпа танлашакан ĕç стажне те хăш-пĕр субъектсенче регион территорийĕнче кăна ĕçлесе пухмалла. Тĕслĕхрен, Ульяновск, Ростов облаçĕсенче, Ямалта. Чулхула, Самар, Иваново облаçĕсенче вара кирлĕ стаж пĕчĕкрех: хĕрарăмсен – 35 çул, арçынсен – 40. РЕСПУБЛИКĂРА: Пирĕн патра çын 40-45 çулхи стажа ăçта ĕçлесе пухни пĕлтерĕшлĕ мар, тимлĕхре – Совет Союзĕ пулнă пĕтĕм территори. Октябрьти указне Республика Пуçлăхĕ çĕр-шыв ăнăçлăхĕшĕн нумай ĕçленĕ çынсене социаллă пулăшу кÿмелли политикăн пĕрремĕш утăмĕ тесе çирĕплетнĕ. Хăйĕн кăçалхи Çырăвĕнче вара вăл çапла палăртнă: "Иккĕмĕш тапхăр – çул ÿсĕмĕн виçине арçынсенне 40 çул, хĕрарăмсенне 35 çул таран чакарасси – республика экономики тухăçлă аталансан, урăхла каласан, эпир пурте тухăçлă ĕçлесен пурнăçланĕ".
08 февраля 2012 г. г. | В.СТЕПНОВА.
– Манăн хĕр нумаях пулмасть медицина ĕçченĕ пулнă май çăмăллăхпа усă курса тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Анчах унăн инвалид ача та пур, çакăншăн вăл иртерех пенси илме пуçлаять иккен. Çак çăмăллăха хĕрĕм упăшкине пама пултарать-и?
– Çапла, пултарать. Саккунпа килĕшÿллĕн инвалид ача пур ашшĕ-амăшĕ (енчен те ăна вĕсем 8 çул тултариччен пăхнă пулсан) ыттисенчен пилĕк çул маларах тивĕçлĕ канăва тухать. Инвалид ача ашшĕн 20 çул страхлав стажĕ пур пулсан вăл 55 çулта тивĕçлĕ канăва тухаять.
01 февраля 2012 г. г. | Е.НИКОЛАЕВА.
- Пасарта пĕр уйрăм предприниматель патĕнче кухня гарнитурĕ саккас патăм. Предпринимателĕ пĕр хулара регистрациленнĕ. Гарнитур килсе памалли вăхăт иртсе кайрĕ. Хăш суда каймалла-ши? Вырăнтине е предприниматель регистрациленнĕ çĕртине?
ЧР Роспотребнадзор управленийĕ ăнлантарать: РФ Граждан кодексĕн 11 статйин 1-мĕш пункчĕпе çирĕплетнĕ правилăсем тăрăх тата 1992 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнчи "Потребительсен прависене хÿтĕлесси çинчен" 2300-1 " РФ саккунĕн 17 статйин 1-мĕш пункчĕпе потребительсен пăснă прависене хÿтĕлессине суд пурнăçлать. Асăннă саккунăн 17 статйин 2-мĕш пункчĕпе потребительсен прависене хÿтĕлеме тавăç пуçаракан хăйĕн ирĕкĕпе тавăç хутне организаци вырнаçнă çĕрти, явап тытакан уйрăм предприниматель-тăк – вăл пурăннă вырăнти, е тавăç пуçаракан хăй пурăнакан çĕрти суда тăратма пултарать.
28 января 2012 г. г. | С.Михайлов.
- Эпĕ инвалид пулнă май пурнăçа хам тĕллĕн тытса пыраймастăп. Мана пăхакан çын компенсаци тÿлевне тивĕçме пултарать-ши?
Компенсаци тÿлевне пĕрремĕш ушкăн инвалидне, сусăр ачана, 80 çултан иртнĕ ватăна пăхса пурăнакан вăй питти тата ĕçлемен гражданина, пенси е ĕçсĕрлĕх пособийĕ илсе тăман çынна параççĕ. Хăй тĕллĕн пурăнайман инвалида пăхса усрани гражданинăн страховани стажне кĕрет. Пенси шутласа панă чухне асăннă тапхăршăн патшалăх унăн страховани тÿлевне саплаштарть.
25 января 2012 г. г. | Е.ПРОХОРОВА.
Пĕлтĕр манăн упăшка пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Халĕ виçĕ ача пăхса ÿстеретĕп. Тепĕр хут качча тухсан мана пенси тÿлеме (упăшка вилнĕ пирки пенси илетĕп) пăрахмĕç-ши?
Сирĕн иккĕленме кирлĕ мар: тепĕр хут çемье çавăрсан та ĕç пенсийĕ сыхланса юлать. Ку йĕркене "Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен" калакан саккунра (2001 çулхи декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕ, 173 ") çирĕплетнĕ. Çырура эсир "усрава илнĕ ывăлĕ вилнĕ хыççăн унăн тăван мар амăшĕ пенси илме пултарать-и;" тесе те ыйтнă. Кун пек чухне хĕрарăм усрава илнĕ ачине миçе çул пăхнине шута илеççĕ. Çак тапхăр пилĕк çултан кая мар пулмалла.
18 января 2012 г. г. | Г.СИДОРОВА.
Килти хуçалăхра ĕне выльăх усракансене иртнĕ çул патшалăх укçа парса пулăшрĕ. 2012 çулта çакнашкал çăмăллăх пире тивĕçĕ-ши?
Чăн та, 2009-2011 çулсенче хресчен хуçалăхĕнче ĕне выльăх туянма, выльăх апачĕпе тивĕçтернĕ чухне пулакан тăкаксене саплаштарма патшалăх укçан пулăшу пачĕ. Ку йĕркене «Чăваш Республикин 2009 çулхи тата планпа пăхнă 2010 тата 2011 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕ çинчен» калакан саккунра (9 статья) çирĕплетнĕччĕ. Çитес çулта та çакнашкал субсиди тÿлесси пирки шантараççĕ. Ку укçа-тенкĕ ĕне выльăх туянма, ăна пĕтĕлентерме, выльăх апачĕ туяннă чухне пулакан тăкаксене саплаштарма каять.
24 декабря 2011 г. г. | Л.Лукина
– 2012 çулта пенси еплерех ÿсĕ-ши?
– 2012 çулта ĕç пенсийĕсем Раççейре 10,1 процент чухлĕ ÿсĕç (кăçал 8,8 процент ÿснĕ), социаллă пенсисем – 14,1 процент (кăçал – 10,27 процент). Çапла вара 2012 çул вĕçне ĕç пенсийĕн вăтам виçи 9394 тенкĕпе танлашĕ, социаллă пенсин – 5952 тенкĕпе.
21 декабря 2011 г. г. | И.Корнилова.
Калăр-ха, тархасшăн, опекăна илнĕ ачасемшĕн мĕнле тÿлевсем пăхса хунă? Паян вĕсен виçисем мĕнлерех?
– Çитĕнсе çитмен тăлăх е пĕр-пĕр сăлтавпа ашшĕ-амăшĕ ÿстереймен ачасене пăхнăшăн патшалăх кашни уйăхра тата пĕр хут (единовременно) пособи парать. Федераллă саккунпа тата РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви палăртнă йĕркепе килĕшÿллĕн пĕр хут паракан пособи виçи 11703 тенкĕ те 13 пуспа танлашать. Кашни уйăхра вара опекунсене, усрава илнисене Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн ача миçе çултине кура тÿлеççĕ: - 2 çула çитиччен – 5193 тенкĕ; - 2 çултан пуçласа 7 çулччен – 5402 тенкĕ; - 7 çултан 18 тултариччен – 5932 тенкĕ.
14 декабря 2011 г. г. | А.КОНСТАНТИНОВ.
- Нумаях пулмасть манăн атте, вăрçă ветеранĕ, вилчĕ. Эпĕ пĕччен тăрса юлтăм. Атте илсе тăнă хушма материаллă пулăшупа усă курма пултаратăп-и эпĕ?
– Çук. Вилнĕ вăрçă ветеранĕшĕн е инваличĕшĕн хушма укçана унăн мăшăрĕ кăна илме пултарать. Çитĕнсе çитнĕ ачисемпе ытти тăванĕсем çак пулăшупа усă кураймаççĕ.
10 декабря 2011 г. г. | И.Петрова
– Автомобиль салонĕнче вырăн çук пулсан 12 çул тултарман ачана ашшĕ-амăшĕн чĕр куççийĕ çинче лартса çÿреме юрать-и? Хыçалти ларкăч çинче пынă чух ачана хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе кăна çыхма юрать-и?
– Çул-йĕр правилисемпе килĕшÿллĕн автомобиль салонĕнче пăхса хунинчен ытлашши çын лартса çÿреме юрамасть. 12 çул тултарман ачасене, вĕсем миçе çултине тата кĕлетке йывăрăшне пăхса, тытса чаракан ятарлă хăрушсăрлăх хатĕрĕсем çинче лартса çÿремелле. Малти ларкăч çинче те ачасене çакăн пек хатĕрсемпе илсе çÿремелле, аслисен чĕр куççийĕ çинче лартса çÿреме юрамасть. Хыçалти ларкăч çинче ачан хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнса пыма юрать, анчах та унăн çÿллĕшĕпе кĕлетки виçи çакăн пек тума çителĕклĕ пулсан кăна.
07 декабря 2011 г. г. | А.Сергеев.
Патшалăхăн çăмăллăхĕсемпе усă курма миçе хутчен юн памалла?
Шупашкарти куçса çÿрекен плазмоцентрăн донорсемпе ĕçлекен специалисчĕ Ирина Иванова пĕлтернинчен: – Патшалăхăн çăмăллăхĕсемпе "Раççейĕн хисеплĕ донорĕ" ята тивĕçнисем кăна усă курма пултараççĕ. Асăннă ята 40 хутчен е ытларах юн панисем тата 60 хутчен е ытларах плазма паракансем тивĕçеççĕ. Çак ята тивĕçнĕ донорсем ыттисенчен чи малтан санаторине кайма путевка, больницăра сывалма тата хăйне кирлĕ кирек хăш вăхăтра та отпуск илме пултараççĕ.Çавăн пекех кашни уйăхра 829 тенкĕ укçан илсе тăраççĕ: вĕсем малалла юн параççĕ е памаççĕ пулсан та. "Раççейĕн хисеплĕ донорĕ" ята тивĕçеймен донорсене çакна пĕлтеретпĕр: плазма панă хыççăнхи кун саккунпа килĕшÿллĕн канмалли кун шутланать. Ăна отпуск çумне те хушма пулать. Анчах та маларах ĕç вырăнне станцирен панă справка тăратмалла.
02 декабря 2011 г. г. | Н.СТЕКОЛЬЩИКОВА.
Нумаях пулмасть хуларан района куçса килтĕм. Телефонпа Интернет кĕртесшĕн. Унăн йĕркине пĕлесшĕн?
Редакцинчен: «Ростелеком» УАО-н районти филиалĕн начальникĕ В.Г.Михуткин пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун телефон çĕнĕрен 1000 тенкĕпе кĕртсе параççĕ, малтанхи абонентсене – 720 тенкĕпе (кĕртсе кăларакансене). Интернет кĕртме вара тÿлевсĕр. Çавăн пекех Интернетпа сахалтан та 12 уйăхран кая мар усă курма кăмăл тăвакансене «Парне – Модем» акци пырать. Тĕплĕнрех 2-13-40 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
30 ноября 2011 г. г. | Г.Федорова.
Уйрăм предпринимательсем ĕç кĕнекине йĕркене пăхăнса çырса пыма тивĕç-ши
Çапла, çакă вĕсен тивĕçĕ. Çыннăн ĕç кĕнекинчи ĕç стажĕ тата унта ĕç-хĕле палăртни тĕп документ шутланать. Уйрăм предприниматель, ĕç паракан пекех, Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн кашни ĕçченĕн ĕç кĕнекине йĕркене пăхăнса çырса пыма тивĕç.
23 ноября 2011 г. г. | Д.МИХЕЕВА.
– Эпĕ тивĕçлĕ канăва тухнă чухне мана ĕç стажне 37 çул шутласа пачĕç. Эпĕ пенсие тухсан та ĕçлерĕм. Халĕ манăн ĕç стажĕ 42 çул. Манăн пĕлес килет: "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме ĕç стажне шутланă чухне пенсие тухсан ĕçлени шута кĕрет-и?
– Çапла, пенсие тухнă хыççăн ĕçленĕ тапхăра та ĕç стажне кĕртеççĕ. Çавна валли кирлĕ документсене кăна тăратас пулать.
16 ноября 2011 г. г. | Н.НИКОЛАЕВ.
– Чăваш Республикин Президенчĕн çĕнĕ Указĕнче "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята патшалăх наградисене илнисем тата пысăк ĕç стажĕ пуррисем тивĕçеççĕ тенĕ. Кăна мĕнле ăнланмалла – хĕрарăмсен ĕç стажĕ 40 çул, арçынсен 45 çул пулсан тата патшалăх награди те кирлĕ-и?
– "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме пĕр сăлтавĕ те çитет: е патшалăх награди, е çителĕклĕ ĕç стажĕ кирлĕ. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин патшалăх наградисен шутне "Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ" ят, "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден, Чăваш Республикин Хисеп грамоти, Чăваш АССР-ĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамоти, Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Хисеп грамоти, "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕ тата тĕрлĕ сферăра илнĕ халăх ячĕсемпе тава тивĕçлĕ ятсем кĕреççĕ.
12 ноября 2011 г. г. | Г.Иванова
– "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят парассипе улшăнусем пур тенине илтрĕм. Çак ята халĕ кама параççĕ?
– Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнчи 90 " "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ят пама право пур граждансен ушкăнĕ çинчен" Указĕпе 2012 çулхи январĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа пенси çулне çитнĕ ĕç стажĕ 40 çулран кая мар хĕрарăмсен тата 45 çулран кая мар арçынсен "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме май пур. Çак хисеплĕ ята илме граждансем федераллă саккунпа пенси тÿлемелле тунă хыççăн, урăх сăлтавпа пенси илекенсем (Раççей оборона министерстви е Шалти ĕçсен министерстви енĕпе) ватлăхпа паракан пенсие илме ирĕк паракан пенси çулне (арçынсем – 60, хĕрарăмсем 55 çула) çитнĕ хыççăн пултараççĕ. "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илмелли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ хыççăн 2011 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнчен социаллă хÿтлĕх пайĕнче граждансенчен заявленисем йышăнма пуçлаççĕ. Ĕç стажне çирĕплетекен документсем: - ĕç кĕнеки; - колхозникăн ĕç кĕнеки; - çар билечĕ, ĕçпе тивĕçтерекенсем е тивĕçлĕ патшалăх (муниципаллă) органĕсем панă справкăсем; - архив учрежденийĕсен справкисем; - ĕç саккунĕсене пăхăнса йĕркеленĕ ĕç килĕшĕвĕсем.
03 ноября 2011 г. г. | Хĕрлĕ Чутай салин Карл Маркс урамĕн
– Пирĕн урамра каçхи çутă çук, çавна пула утма кансĕр. Уйрăмах ватăсене тухса çÿреме йывăр. Пирĕн нушана ăнланса эпир пурăнакан урама хăçан çутăпа тивĕçтерĕç-ши?
– Район администрацийĕн пуçлăхĕн 2005 çулхи 204 " хушăвĕпе килĕшÿллĕн Хĕрлĕ Чутай салин Карл Маркс урамĕнче виçĕ юпа çинче çутă пулмалла. Паянхи куна пăхса хунă виçĕ юпаран иккĕшĕнче каçхи çутă пур, унсăр пуçне пĕр хуçалăхра харпăр хăй шутĕнчен электричество юпи çине лампочка лартнă. Çитес вăхăтра эпир тата икĕ юпа çине лампочка лартасшăн, кун пирки "Жилсервис" ТЯО-па калаçса татăлнă ĕнтĕ. Çакна та палăртса хăвармалла пулĕ – 2012 çулта асăннă урамра электричество кабелĕсене улăштарма палăртнă.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика