АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Вопросы граждан

14 ноября 2012 г. г. | Г.Иванов.
Çĕр участокĕсене пайăр сăпатсем еткере (в наследство) илсе юлнă пулсан налук виçине палăртнă чух уйрăмлăхсем пур-и?
Налук суммине РФ Налук Кодексне тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен нормăпа право акчĕсене пăхăнса палăртаççĕ. Вилнĕ çынтан юлакан, унăн тăванĕсене е çывăх çыннисене куçакан пурлăхăн налук виçине уйăх пуçламăшĕнчен пăхаççĕ. Палăртмалла, еткере юлнă пурлăх çын вилнĕ кунран Сирĕн çинче шутланать.
10 ноября 2012 г. г. | Г.Иванова
Налук вăхăтра тÿлемесен мĕн пулать?
Енчен те палăртнă налук суммине вăхăтра тÿлемесен Сирĕн пата требовани ярса парĕç. Налук тÿленисĕр пуçне вара пени тÿлемелле пулать. Унăн виçине Раççей Федерацийĕн Тĕп Банкĕ йышăнать, вăл кашни кун пуçне палăртнă суммăн 1:300 пайĕпе танлашать. Апла пулсан налук вăхăтра тÿлемесен унăн виçи кунсерен ÿссе пырать. Енчен те çын "аса илтерсен" те налук тÿлемест пулсан налук органĕ судран пулăшу ыйтать, айăплав шыраса илет, анчах налукăн пĕтĕмĕшле сумми 1500 тенкĕрен иртмелле. Налук виçи асăннă суммăран иртмесен налук органĕ палăртнă вăхăт иртнĕ хыççăн ултă уйăх хушшинче суда ыйтса çырать. Заявление суд йышăнсан, парăма суд приставĕн служби урлă тавăрас тесен, налук тÿлекенĕн татах та тăкакланма тивет: патшалăх пошлини тÿлес пулать, вăл 200 тенкĕпе танлашать. Унсăрăн пуçне айăплав суммин 7 процентне те тÿлемелле, вăл 500 тенкĕрен кая мар пулмалла.
07 ноября 2012 г. г. | С.ПЕТРОВА.
Налук тÿлекенĕн харпăрлăхĕнче 2 е ытларах çурт, хваттер пулсан пайăр сăпатсен (уйрăм çынсен) пурлăх налукне епле шутлаççĕ?
Пайăр сăпатсен налук (пурлăх) виçине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем нормăпа право акчĕсемпе çирĕплетеççĕ. Темиçе объект пĕр муниципаллă пĕрлешĕве кĕрет пулсан вара инвентаризаци сумми хушăнать, пĕтĕмĕшле суммăран тин налук виçине палăртаççĕ. Енчен те куçман пурлăх тĕрлĕ муниципаллă пĕрлешÿсенче тăрать пулсан налук виçине кашни объектпа пăхаççĕ.
31 октября 2012 г. г. | В.ЯГУНКИН.
Транспорт налукĕн виçине мĕнле пăхаççĕ; Налук органне сведенисем ăçтан çитеççĕ?
Паллах, налук сумми транспорта хăçан регистрацие тăратнă е унтан кăларнă кунран чылай килет. Регистраци кунне тулли уйăх шутне кĕртеççĕ (регистрацирен кăларнă куна та). Транспорта регистрацилеме уйăх тухса кайсан та çавăн пекех. Сведенисене 10 кун хушшинче транспорта регистрацилекен орган вырăнти налук инспекцине пĕлтерет. Унсăрăн пуçне çулсерен февралĕн 1-мĕшĕччен сведенисене çĕнетсе тăратать. Аса илтеретпĕр: ноябрĕн 1-мĕшĕччен пурлăх налукне тÿлемелле!
27 октября 2012 г. г. | И.ЕГОРОВА.
Пĕрремĕшпе иккĕмĕш классен ачисене учебниксемпе 100 проценчĕпех патшалăх тивĕçтермеллине пĕлетпĕр. Пирĕн ача иккĕмĕшĕнче вĕренет, ăна учебниксем пачĕç-ха, анчах вĕсем кивĕ, страницисене çырса вараланă. Çĕнĕ вĕренÿ кĕнекисем памалла мар-и вара? Федераци бюджетĕнчен тĕллевлĕ уйăракан укçа-тенкĕпе мĕнле усă кураççĕ?
Пĕтĕмĕшле вĕренÿ тытăмне модернизацилемелли мероприятисен планĕпе Чăваш Республикинче 2012 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне тÿлевсĕр учебниксемпе 1-2 классенче вĕренекенсене – 100 проценчĕпех, 3-4-мĕш классенче вĕренекенсен 80 процентне тивĕçтерме палăртнă. Чăваш Ен Вĕренÿ министерстви хăйĕн умне лартнă тĕллеве пурнăçланă. Пĕрремĕшĕнчен, 136,4 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ учебниксем туяннă, вĕсене шкул библиотекисене, вĕренекенсене усă курма панă. Иккĕмĕшĕнчен, ашшĕ-амăшĕ туянакан учебниксен пысăк пайне шкулта занятисем вĕçленсен кивĕ хута яраççĕ е кăларса пăрахаççĕ. Çавăнпа министерство ашшĕ-амăшĕ патне ачасене кирлĕ мар учебниксене шкул вулавăшĕсене пама сĕнÿпе тухнă. Çапла майпа шкул библиотекисем вĕренÿ кĕнекисемпе пĕтĕмĕшле кирлин пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ пуянланнă. Ку 20 миллион тенке яхăн бюджет укçине перекетлеме май панă. Çак укçа-тенкĕпе пĕтĕмĕшле вĕренĕве модернизацилес тĕлĕшпе палăртнă ытти ыйтăва татса пама усă курнă. Сăмах май, 20 миллион тенкĕпе 19 шкул автобусĕ туянма е 20 шкул столовăйĕнчи оборудование тĕпрен çĕнетме пулать. Йĕрке тăрăх библиотека фондĕнчи учебниксемпе темиçе çул усă курмалла (вĕсене вăтамран тăватă çулта пĕрре çĕннисемпе улăштараççĕ). Çавăнпа ачасене кашни вĕренÿ çулĕнчех çĕнĕ учебниксем пама май килмест, тесе пĕлтерчĕç Вĕренÿ министерствинчен.
17 октября 2012 г. г. | А.Иванов
Манăн хĕресне ывăлăм 2 çулта. Ача садне вырнаçма черетре тăрать. Хальлĕхе вырнаçтарайман пирки амăшĕ ĕçе тухаймасть. Ăна мĕнле те пулин пособи пама тивĕç-ши?
Ача садĕнче вырăн çукки чылай ашшĕ-амăшне пăшăрхантарать. Уйрăм регионсенче кун пек йывăрлăхсемпе кĕрешес тесе укçан компенсаци тÿлеме йышăннă. Новосибирскра, Красноярскра, Перьмре, Смоленск, Киров, Томск, Ярославль облаçĕсенче, Ханты-Манси АО тата ытти регионсенче кун пек норма акчĕсене пăхса тухнă. Пособи сумми кашни субъектра тĕрлĕрен, ăна вырăнти саккуна пăхăнса пама йышăннă. Пирĕн республикăра паянхи куна Шупашкар, Канаш хулисенче тата Шупашкар районĕсенче çакăн пек компенсаци тÿлеççĕ. Патшалăх Думине саккун проектне кĕртнĕ те ĕнтĕ, унпа килĕшÿллĕн Федераци субъекчĕсен çемьесене компенсаци тÿлемелле. Енчен те ача шкул çулне çитмен тата ача садне лекеймен (вырăн çуккипе) пулсан малашне ашшĕ-амăшĕ пособи илĕ. Компенсаци калăпăшĕ çемьери кашни ача пуçне 5 пин тенкĕпе танлашĕ. Ăна кашни уйăхрах тÿлĕç. Ашшĕ-амăшĕ компенсаци илсе тăрать пулсан та тĕпренчĕке ача садне вырнаçтарас черетрен хăтармĕç.
26 сентября 2012 г. г. | В.ПЕТРОВ.
Раççейре 28 календарь кунĕ чухлĕ тÿлевлĕ отпуск параççĕ. Ытти çĕр-шывра мĕнле?
Планета çинче пурăнакан пин-пин çын ку енĕпе Раççей халăхне ăмсаннă та пулĕччĕ. Пирĕн ĕçченсем 20 ĕç кунĕ чухлĕ канаççĕ, çав вăхăтшăн тата шалу илеççĕ. Хăш-пĕр çĕр-шывра тÿлевлĕ отпуск вуçех те çук е вăл питĕ кĕске. Швецире 25 ĕç кунĕ таран канаççĕ, Данире – 25, Италире – 20, Турцире – 12, Китайра – 11, Гонконгра – 7, АПШ-ра – 0. АПШ саккунĕпе килĕшÿллĕн ĕç паракан ĕçчене тÿлевлĕ отпуск пама тивĕç мар. Ку çĕр-шывра ырă кăмăллă хуçа патĕнче тăрăшакансем çеç укçалла канма пултараççĕ. Унăн отпускпа социаллă хушма гаранти пек тивĕçтерме ирĕк пур. Çавăнпах Америкăра ĕçлекенсен 25 проценчĕ тÿлевлĕ отпуск пачах та илеймест.
25 августа 2012 г. г. | Галина АНДРЕЕВА.
Эпир, тĕне кĕнĕ çынсем, хĕрес çаксах çÿретпĕр. Мунча кĕнĕ чухне ăна хывмалла е çук?
– Мунча кĕни, çăвăнни – çын пурнăçĕнчи йĕркеллĕ пулăм. Çавăнпа та хĕресе хывмалла мар.
18 августа 2012 г. г. | Галина ЧАНГАЙКИНА, Çĕн Атикасси ялĕ
Кив Атикасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем вырăнта пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçма ыйтаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен ыйтăвĕсене Штанаш ялĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ тивĕçтерет, унта çÿреме йывăр.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен çапла пĕлтерчĕç: Хĕрлĕ Чутай райбольницин кăтартăвĕсем тăрăх – Кив Атикасси ял тăрăхĕнче пурăнакансене Штанашри офис специалисчĕсем медпулăшу кÿреççĕ: пĕр врач, виçĕ медсестра. Çĕн Атикассинчен Штанашри пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне çитме 2 километр. Врач Çĕн Атикассине çынсен сывлăхне килте тĕрĕслеме эрнере 2 хут çÿрет. Çавăн пекех кварталта пĕрре вырăна тухса çÿрекен поликлиника йышĕнче райбольница специалисчĕсем (отоларинголог, хирург, офтальмолог, невролог, акушер-гинеколог, лаборант) ялта пулаççĕ. Медпулăшу кÿрессине лайăхлатас тĕллевпе кăçалхи 4-мĕш кварталта Хусанушкăнь ял тăрăхĕн территорийĕнче çемье медицинин уйрăмне уçма палăртнă.
18 августа 2012 г. г. | Н.СМАЛАЙКИНА.
Ыйту – Туканаш кĕперĕ пирки Туканаш ялĕнчи кĕпер урлă хăçан каçса çÿреме май пулĕ-ши?
Район администрацийĕн обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пай хуравлать: Çурхи шыв-шур вăхăтĕнче "Сура"-Туканаш автоçул çинче кĕпер арканнăччĕ. Çавна май кĕпере юсама проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлерĕмĕр. Паянхи кун кĕпере юсама электронлă майпа уçă аукцион ирттерессине пĕлтертĕмĕр. Аукцион пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн подрядчикĕ паллă пулĕ, хыççăн вара унпа муниципаллă килĕшÿ тăвăпăр.
21 июля 2012 г. г. | О.ЕФРЕМОВА.
Мĕншĕн-ха ача-пăча пособийĕсене ĕçлекен ашшĕ-амăшĕн ачисене çеç шутласа параççĕ? Ĕçлеменнисен ачисем тĕлĕшпе мĕнле-ха? Ял тăрăхĕсен справкисем пулсан ачасене пособисем шутласа палăртмашкăн май тупма ыйтатпăр.
ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çапла пĕлтерет: ачана кашни уйăхра паракан пособие шутласа палăртассине тата тÿлессине Чăваш Республикин «Ачаллă граждансене паракан патшалăх пособийĕсем çинчен» Саккунĕпе тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2004 çулхи хушăвĕпе йĕркелеççĕ. Ачана кашни уйăхра паракан пособие ашшĕне е амăшне (усрава илекене) хăйĕнпе пурăнакан кашни ачашăн (усрава илнĕ ачашăн) вăл 16 çул тултариччен (пĕтĕмĕшле вĕренÿ учрежденийĕн вĕренекенне – вĕренÿ вĕçлениччен, анчах та 18 çул тултариччен çеç) тÿлеççĕ. Пособи виçи ачасен ÿсĕмĕнчен, вĕсен йышĕнчен, çемье категорийĕнчен тата çемьен кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăшĕнчен килет. 2-18 çулсенчи пĕр ачаллă çемьесем çемьери кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăш Чăваш Республикинче палăртнă пурăнмалли чи пĕчĕк виçен 150 процентĕнчен иртмесен илме пултараççĕ. Хăш-пĕр тĕслĕхре, сăмахран, ĕç çуккипе, чире пула е ытти сăлтавпа ĕçе вырнаçаймасан пособие тупăшсем çинчен калакан справкăсене тăратмасăрах шутласа параççĕ.
02 июня 2012 г. г. | С.АНТОНОВ.
Районта вырнаçнă лавккасенче нумай чухне тавар чекне кăна тыттараççĕ, касса чекне пама темшĕн «манса каяççĕ». Сутуçăсем тĕрĕс тăваççĕ-и?
Эсир тĕрĕс асăрханă: нумай çĕрте çакнашкал тĕслĕхсене курма пулать. Тепĕр чухне алла нимĕнле хут та тыттармаççĕ, ан пăшăрханăр, пирĕн тавар шанчăклă, пахалăхĕ те чаплă тесе лăплантараççĕ. Паллах, сутуçăсем кунта «Потребительсен прависене хÿтĕлесси çинчен» саккуна пăсни тÿрех сисĕнет. Кăштах вăхăт иртсен тавар япăх пахалăхлă пулнине асăрхатпăр. Анчах чавса çывăх та – çыртма çук тенĕ пек, ултавçă сутуçăсене явап тыттарма питĕ хĕн. «Курман, илтмен, пĕлместпĕр», – теççĕ вĕсем. Çаксене шута илсен, йĕркесĕрлĕхсене асăрхасанах Роспотребнадзорăн вырăнти уйрăмне пĕлтерме тăрăшăр.
23 мая 2012 г. г. | Л.КУЗНЕЦОВА, Хусанушкăнь ял тăрăх&#
Республикăн «Сăр» автоçулĕ Хĕрлĕ Чутай районĕн чиккинчен Етĕрне районĕнчи Атликасси ялĕ патне çити япăхса кайнă. Çĕнĕ çул тума е киввине юсама палăртаççĕ-и?
ЧР Стройминĕ çапла пĕлтерет: «Сăр» автоçул çинче Хĕрлĕ Чутай районĕн чиккинчен Етĕрне районĕнчи Атликасси ялне çити çула 2013-2014 çулсенче юсама пăхнă.
23 мая 2012 г. г. | А.НОВИКОВА, «Коминтерн» ЯХПК председателĕ.
Района уй-хирти çурхи ĕçсене ирттерме дизтопливо йÿнĕ хакпа çителĕксĕр уйăрнă. Çур акине ăнăçлă ирттерме çакнашкал лару-тăрура мĕн тумалла-ха?
ЧР Ял хуçалăх министерстви çапла пĕлтерет: 2012 çулта Чăваш Республикинчи ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем валли дизтопливо йÿнĕ хакпа тăратакансем «Лукойл» ОАО тата «Сургутнефтегаз» ОАО, вĕсем 6,66 пин тонна тăратĕç. Апрель уйăхĕн 2-мĕшĕнче Мускав хулинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев РФ энергетика министрĕпе С.Шматкопа тĕл пулу ирттернĕ. Унта республикăри ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтерес темăна хускатнă. Çавна май Чăваш Республикине çур аки ирттерме йÿнĕ хакпа 2000 тонна дизтопливо уйăрнă.
21 апреля 2012 г. г. | А.Дмитриева
Шкулăн хушма çуртне куçасси тата физкультура урокĕсем пирки
Юлашки вăхăтра ашшĕ-амăшĕнчен Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн хушма çуртне уçнă хыççăн та ачасем унта вĕренменни çинчен пăшăрхануллă ыйтусем килме пуçларĕç. Кун пирки райадминистрацин пуçлăхĕн çумĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ А.Ю.Порфирьев çапла хуравлать: "Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн хушма çуртне йышăнни пирки калакан акта паянхи куна алă пусса çирĕплетмен. Çакна шкул территорине тирпей-илем кĕртес ĕçсене вĕçленĕ хыççăн тума палăртнă. "Шыгырданы" ТЯО пур ĕçе те 2012 çулхи майăн 30-мĕшĕччен вĕçлеме шантарать". Шкулсенче виççĕмĕш физкультура урокне ирттересси пирки вара Алексей Юрьевич çапла ăнлантарать: "2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вĕрентÿ планĕпе килĕшÿллĕн шкулсенче физкультура урокне эрнере 3 хут ирттереççĕ. Виççĕмĕш сехетре "Хускану вăййисем" тата "Сывлăх сукмакĕ" практика хăнăхтарăвĕсем пулаççĕ. Çавăнпа та хăш-пĕр физкультура урокĕсене класра та ирттерни пулать. Ачасем уроксем хыççăн канччăр, ытларах хускалччăр, спортпа туслашччăр тесе районти Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче 19 секци ĕçлет, Искусство шкулĕнче ташлама вĕренме пулать. Унсăр пуçне шкулсенче те спорт енĕпе тимлекен кружоксемпе пĕрлешÿсем пур. Çавăнпа та ачасен кăмăлĕ пулсан тата ашшĕ-амăшĕ килĕшсен районти кашни шкул ачиех спортпа туслашма, ытларах хускалма пултарать".
14 апреля 2012 г. г. | Н.ЕГОРОВА.
– Мĕншĕн шкулти классенче юсав ĕçĕсем ирттерме ашшĕ-амăшĕнчен укçа пухаççĕ? Çакă саккунлă-и?
Ашшĕ-амăшĕнчен шкулсенче тата ача сачĕсенче тĕрлĕ сăлтавпа укçа пухни пирки калакан ыйтусем чылай пулнă пирки Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви çапла ăнлантарать: "Пулăшу кÿресси тата пулăшу паракан организацисем çинчен" ("О благотворительной деятельности и благотворительных организациях") Федераллă саккунăн 1-мĕш статйипе килĕшÿллĕн граждансем тата юридици сăпачĕсем хăйсен ирĕкĕпе кăна тĕрлĕ енлĕ пулăшу пама пултараççĕ. Ку пулăшу шутне пурлăх е укçа-тенкĕ пани те кĕрет. Федераллă саккунăн 2-мĕш статйинче вĕренÿ сферине те харпăр хăй ирĕкĕпе пулăшу парассине пăхса хунă. Асăннă саккунăн 4-мĕш статйинче вара граждансемпе юридици сăпачĕсем чăрмавсăр хăйсем суйласа илнĕ тĕллевпе пулăшу кÿме пултарнине палăртнă. Вĕсем çак пулăшăва парассине пĕчченшерĕн е организацисене пĕрлешсе йĕркелеççĕ. Çапла вара, вĕренÿ учрежденине пулăшу кÿресси пирки ашшĕ-амăшĕн хăйсен йышăну тумалла. Кун пирки вĕсене никам та хистеме пултараймасть, укçа парса пулăшасси харпăр хăй ирĕкĕпе пулмалла. Ашшĕ-амăшĕн комитечĕ е попечительсен канашĕ шкулти пур ачан ашшĕ-амăшне те укçа тÿлеме хушни саккунпа килĕшсе тăмасть. Çак комитетра е канашра тăракан ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕлĕшпе кăна укçа пухасси пирки йышăну тăваять. Шкула валли укçа пухмалли пирки хистесе йышăну туни çÿлерех асăннă Федераллă саккунăн тĕп принципне – харпăр хăй ирĕкĕпе пулăшу кÿрессине – пăсни пулать. Енчен те вĕренÿ учрежденийĕнче кам та пулин – директор, воспитатель, ашшĕ-амăшĕн комитечĕ, попечительсен канашĕ е пĕр-пĕр ачан ашшĕ е амăшĕ – сăмахпа каласа е çырса укçа парса шкула мĕнле те пулин тĕллевпе "пулăшу кÿмелли" пирки калать пулсан, çакă пур ашшĕ-амăшĕн те çапла тумаллине пĕлтермест. Шкулта юсав ĕçĕсем ирттерме ирĕксĕрлесе, хистесе ашшĕ-амăшĕнчен укçа пуçтарассине саккунпа пăхса хуман, çапла тунине хăратса укçа илни (вымогательство) тесе шутлама пултараççĕ.
11 апреля 2012 г. г. | А.Васильев.
Çăмăллăхсем пирки чылай калаçаççĕ. Паллаштарсамăр: кам федераллă çăмăллăхпа усă курма пултарать, кам – республика çăмăллăхĕпе?
Федераллă çăмăллăхпа вăрçă инваличĕсем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисем, çапăçу хирĕн ветеранĕсем, "Жителю блокадного Ленинграда" паллăна тивĕçнисем, оборона сооруженийĕсем тунă вырăнта, сывлăш оборонин тата ытти çар объекчĕсенче ĕçленисем, пуçне хунă (вилнĕ) вăрçă инваличĕсемпе Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, çапăçу хирĕн ветеранĕсен çывăх çыннисем, инвалидсем (вĕсен шутĕнче ача-инвалид та), Чернобыль, "Маяк" ПО аварийĕсенче, Семипалатинск полигонĕнче сиен тÿснисем, хăрушлăха пăхмасăр тумалли ĕçĕн ветеранĕсем, "СССР-ăн хисеплĕ донорĕ", "Раççейĕн хисеплĕ донорĕ" паллă пуррисем усă кураççĕ. Регион çăмăллăхĕпе – ĕç ветеранĕсем, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, таса ята тавăрнисем, политика репрессине лекнисем.
07 апреля 2012 г. г. | Ял халăхĕ ыйтнипе – Н.Михопаркин, ĕ
Чунтанах ыйтатпăр Эпир, Шулю, I Липовка, Ачкасси ялĕсенче пурăнакансем, автобус маршручĕсемпе рейсĕсене иртнĕ çулхи пекех йĕркелеме чунтанах ыйтатпăр. 6 сехет те 5 минутра, 9 сехет те 40 минутра, 13 сехет те 5 минутра, 17 сехет те 17 минутра автобуссем Чутайран Шулю ялне çÿресен кашнине меллĕ кăна пулмалла. Çавăн пекех калас килет: Шулю, I Липовка ялĕсем хушшипе вăрмантан хăйăр турттараççĕ.Пысăк груз турттарма юрăхсăр çулсемпе 30-40 тонна тиекен машинăсем çÿренипе çĕмĕрĕлме, кĕперсем анса ларма пуçларĕç. Карьер вырăнĕнче тата мĕн пулĕ-ши?
Район администрацийĕнчен: Автобус рейсĕсем пирки пирĕн тата Хăмарккапа Çĕн Ирчемес ялĕсенче те ыйту çивĕч тăрать. Автобус рейсĕ çитменнипе Шулю ялне 9 сехет те 40 минутра каякан автобуса Хăмаркка ялне (унта пĕр автобус рейсĕ те çуккине пула) 9 сехет те 30 минутра яма тиврĕ. Çитес вăхăтра Сирĕн ыйтăва татса парас тесе тăрăшăпăр. Çулсене йĕркеллĕ сыхласа хăварас тесе майăн 1-мĕшĕччен пысăк груз турттаракан машинăсем çÿремеççĕ. Çуллахи вăхăтра "Ханты-Мансийскдорстрой" УАО-н автотранспорчĕсем асфальт сарман çулсемпе çÿрĕç, вĕсене райадминистрацин специалисчĕсем тĕрĕслесе тăрĕç. Хăйăра 2029 çулччен турттарма планланă, карьер вырăнĕнче пушара хирĕç тăма пулăшакан шывлă вырăн пулĕ.
31 марта 2012 г. г. | Снежана В.
Ман шăл сарă. Çитменнине, сисĕмлĕ. Шăла епле шуратма пулать-ши? Çакă сиенлĕ мар-ши?
Шăла кирек мĕнле мелпе шуратни те эмальшĕн сиенлĕ. Снежана, шăлăр ахаль те сисĕмлĕ. Паллах, çакă ăна япăх витĕм кÿрет. Шуратнă чухне ятарлă япаласемпе усă кураççĕ. Вĕсем йÿçекленеççĕ, шăл пигментне ылмаштараççĕ. Вăл шап-шурă пулать-и е çук-и – калама йывăр, мĕншĕн тесен кашни çын хăйне евĕр. Ача чухне тетрациклин тăтăшах ĕçме тÿр килнĕ-и? Эппин, шăл шуралмĕ, мĕншĕн тесен вăл шалтанах сарă. Çакна та асра тытмалла: ятарлă пастăсем тата чăмлаксем пулăшмĕç. Стоматолог патĕнче шуратма шухăшларăр-и? Ан манăр: шуратакан гельре водород перекиçĕ нумай пулнăран ыраттарĕ. Специалистсем каланă тăрăх – çакнашкал мелпе шуратни 1-3 çуллăха çеç. Кайран вара шăл малтанхи тĕслех пулĕ.
31 марта 2012 г. г. | Анфиса
Шкул ачисене ĕçлеттерме ирĕк пур-и? Эпир шкулта вĕреннĕ чухне е студент вăхăтĕнче кашни кĕркунне колхоза пулăшаттăмăр, халăхпа пĕрле вăй хурса ĕçе хăнăхаттăмăр. Çавăнпа вĕренÿре те ĕлкĕрсе пыраймастăмăр. Çапах никам та тĕрĕслемен. Халĕ вара ача-пăчана пĕрлехи ĕçе хутшăнтармаççĕ. Саккунра çирĕплетни пур-и?
РФ Ĕç кодексĕн 63-мĕш статйине пăхăнас-тăк ĕç килĕшĕвне 16 çула çитнисем тăваççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ илекен тата вĕренĕве куçăмсăр майпа тăсакан 15-ри çамрăксене вара сывлăха сиен кÿмен çăмăл ĕçре вăй хуртарма юрать. Тăван ашшĕ е амăшĕ (е попечитель) тата опекăпа попечительлĕх органĕ ирĕк парсан 14 çул тултарнисем те ĕçе кÿлĕнме пултараççĕ. Анчах унăн вĕренÿрен пушă вăхăтра çеç пилĕк авмалла. Шкулта ăс пухакана кирек мĕнле ĕçе пурнăçлаттармашкăн та килĕшÿ çырмалла, шалу тÿлемелле.

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика