29 октября 2011 г. г. | Туканашра пурăнакансем
– Пире Туканаш ялне автобус çÿреме пăрахни пăшăрхантарать. Тĕрлĕ ыйтупа район центрне тухса кĕме те, вырсарни кун пасара кайса килме те питĕ хĕн.
– Район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсенче пурăнакансене пулăшас, вĕсем патне автобуссем çитерес тĕллевпе район администрацийĕн ятарлă комиссийĕ ĕçлерĕ. Республикăри автотранспорт инспекторĕ те хутшăннă комисси районти ялсем патне каякан çулсене тишкерсе çакăн пек йышăну турĕ: Арайкасси, II Хурашаш, Хватукасси ялĕсене çитес вăхăтра автобус çÿреме пуçлĕ. Туканаш ялне вара, çул сарлакăшĕ ансăр – 4,5 метр кăна – пулнăран, хальлĕхе автобус çÿреймест. Туканашра пурăнакансен кăмăлне тивĕçтерес тесе район администрацийĕ тĕрлĕ майсем шырать.
22 октября 2011 г. г. | И.Иванова
Амăшĕн капиталĕпе пÿлĕм туянас тетĕп, анчах упăшка хирĕç.
Саккунпа килĕшÿллĕн амăшĕн (çемье) капиталне пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, ачана пĕлÿ пама, амăшĕн пулас пенсине ÿстернĕ çĕре яма пулать.
Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе укçана çурт туянма е лартма, çавăн пекех харпăр хăй тĕллĕн пурăнмалли çурт тума тата тĕпрен юсаса çĕнетме усă курма пулать.
Пурăнмалли çурт кодексĕн 16-мĕш статйипе килĕшÿллĕн пÿлĕм те пурăнмалли вырăн шутне кĕрет, çавăнпа та амăшĕн капиталне пÿлĕм туяннă çĕре те яма юрать.
Амăшĕн (çемье) капиталĕн сертификатне амăшĕ çине çырнă пулсан пÿлĕме те унăн ячĕпех çырмалла, ун чухне мăшăрĕ (упăшки) хирĕçлени ниме те пĕлтермест, мĕншĕн тесен вăл килĕшнипе килĕшменнине никам та ыйтмасть.
01 октября 2011 г. г. | Н.И.Мурайкин.
Калăр-ха, тархасшăн, районти ватăсене, уйрăмах тухса çÿрейменнисене, 80 çултан иртнисене, больницăра мĕнле майпа пăхса тăма палăртнă; Вĕсен мĕнле сипленмелле?
Хĕрлĕ Чутай район больницин администрацийĕ хуравлать: Хĕрлĕ Чутай район больницин 24 фельдшерпа акушер пункчĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 5 офисĕ пур. Вĕсем хăйсене çирĕплетсе панă участоксенчи халăха амбулаторипе профилактика енчен медицина пулăшăвĕ параççĕ. Кашни эрнерех – юн кун – график тăрăх тухтăрсен бригади ял тăрăхĕсене тухса каять. Çак ушкăна хирург, терапевт, акушер-гинеколог, окулист, отоларинголог, хĕрарăмсен пÿлĕмĕн медсестри, лаборант кĕрет.
Кăçалхи çур çул хушшинче тухтăрсен бригади ял тăрăхĕсене 96 хут кайса халăха йышăннă. Чăваш Республикин Президенчĕн Хушăвĕпе (17", 2009 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнчен) республикăра пурăнакансене диспансеризацилесси пырать. Çакна ирттернĕ хыççăн терапевт чирлисене сывлăхне кура ушкăнсене уйăрать, уйрăм сиплев тата профилактика программи хатĕрлет, диспансер учетне илет, сăнаса тăрать.
28 сентября 2011 г. г. | Ирина М.
Манăн ывăл 14 çул тултарать, çитес вăхăтра иккĕмĕшне çуратасшăн. Амăшĕн капиталне илме шанăç пур-и манăн?
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ: «2006 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 256" федераллă саккунта 2007 çулччен çуралнă ачасемшĕн амăшĕн капиталне пĕрремĕшĕн тата ыттисен çулĕсене пăхса памалли çинчен каламан. Енчен те Сирĕн 2007-2016 çулсенче иккĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан – амăшĕн капиталне тивĕçлех илме пултаратăр».
17 сентября 2011 г. г. |
Пенсие миçере тухăпăр?
Раççей финанс министерстви пенси çулне каллех ÿстересси пирки калаçма пуçланă. Ют çĕр-шывсен тĕслĕхĕ те хĕтĕртет курăнать. Европа çĕр-шывĕсем ку тĕлĕшпе 65-67 çула çывхарса пыраççĕ те ĕнтĕ. Итали, Испани, Греци çĕр-шывĕсем те çак шутах кĕреççĕ.
Америкăра ар çынсем те, хĕрарăмсем те пенсие 67 çулта тухаççĕ, Бельгире – 65 (ар çынсем), 62 (хĕрарăмсем) çулта, Казахстанра – 63 тата 58 çулта, Францире – 62-ре.
Пенси çулне ÿстересси пирки Китай та шухăшлама пуçланă. Унта çын шучĕ çулталăкне 6 млн яхăн ÿссе пырать (апла пулсан кашни пенсионера тăрантармалăх ĕçлекен çитет), ватлăхпа паракан патшалăх пособине вара хулара пурăнакансем кăна илеççĕ. Японире пенсие пуринчен те каярах, 70 çулта кăна, тухаççĕ. Кунта ача сахал çуралать. Çав вăхăтрах чи нумай çул пурăнакансем те японецсем. Вăтамран – 82,5 çул.
07 сентября 2011 г. г. | И.Иванова
Çамрăк çемьесене тÿлевсĕр паракан çĕр лаптăкĕсен виçине пысăклатаççĕ тени тĕрĕсех-ши?
Тĕрĕсех. Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрса парасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртме йышăннă. Улшăнусем пирки калакан саккун проектне Патшалăх Канашне тăратма республика Президентне ярса панă та ĕнтĕ. Унпа килĕшÿллĕн нумай ачаллă çемьесене уйăракан чи пысăк çĕр лаптăкĕсен калăпăшĕ çакнашкал. Пурăнмалли уйрăм çурт тума патшалăх тата хула округĕсен муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕртен касса панă лаптăк 10 сотăйран ытла пулмалла мар (малтан 6 сотăй пулнă). Дача хăпартма – 10 сотăй (6 пулнă), килти хушма хуçалăха аталантарма – 15 (10).
Район муниципалитечĕсен тата ял тăрăхĕсен харпăрлăхĕнчен çĕр уйăрнă чухне пурăнмалли уйрăм çурт тума – 15 сотăй (малтан – 12), дача хăпартма – 15 (12), килти хушма хуçалăха аталантарма 1 гектар (20 сотăй пулнă) пама пăхнă.
Çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене уйăрса паракан чи пĕчĕк çĕр лаптăкĕсен калăпăшне те палăртнă. Кунта пурăнмалли уйрăм çурт тума тата дача хăпартма– 5-шер сотăй, хушма хуçалăха аталантарма 10 сотăй пăхнă.
Унсăр пуçне саккун проектĕнче пĕр муниципалитет пĕрлешĕвĕн харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкне тепĕр муниципалитет харпăрлăхне куçарма май пуррине те каланă.
Августăн 29-мĕшĕ тĕлне республикăра нумай ачаллă 975 çемьене çĕр лаптăкĕ пама шута илнĕ. Çĕр илес текенсем уйрăмах Шупашкар (451 çемье), Çĕнĕ Шупашкар (73) хулисенче йышлă. Çавăн пекех Шупашкар (97), Комсомольски (59), Вăрнар (46), Етĕрне (35), Çĕрпÿ (39) районĕсенче те нумай. Çемьесенчен 50 проценчĕ çĕрпе çурт тума усă курасшăн, 35 проценчĕ – хушма хуçалăха аталантарма, ыттисем – дача тума.
Хальлĕхе республикăри нумай ачаллă 148 çемье аллинче каялла тавăрса памалла мар илнĕ çĕр лаптăкĕн сертификачĕ пур.
27 августа 2011 г. г. | К.Кузьмина, Хĕрлĕ Чутай сали.
– Штатсене кĕскетнине пула ĕçсĕр тăрса юлтăм. Тивĕçлĕ канăва тухиччен вара вунă уйăх кăна юлчĕ. Пенсие вăхăт çитичченех тухма пулать-ши?
– Çапла, ĕçсĕр юлнă çынсене саккун çирĕплетнĕ пенси çулĕнчен (хĕрарăмсен – 55 çул, ар çынсен – 60) икĕ çул маларах тивĕçлĕ канăва тухма май парать. Ĕçрен хăтарнă хыççăнах ĕçпе тивĕçтерекен центрта регистрациленмелле. Енчен те специальноçпа ĕç тупса параймарĕç-тăк, ĕçлев службин представленийĕпе тивĕçлĕ канăва вăхăт çитмесĕрех тухма пулать. Кун пек чухне пенси докуменчĕсене йĕркелемелли тĕп условисем çаксем пулса тăраççĕ: гражданин ĕçсĕр пулнине çирĕплетнĕ йĕркепе йышăнни; ĕçлев службин ăна ĕçпе тивĕçтерме майсем çукки; гражданина организацие пĕтернипе, ĕçченсен шутне е штатсене кĕскетнипе ĕçрен хăтарни; ĕçсĕр граждансен страховани стажĕ çителĕклĕ (тĕрĕсрех, ар çынсен – 25 çултан кая мар, хĕрарăмсен – 20 çултан сахал мар) пулни; çавăн пекех гражданин вăхăт çитмесĕрех пенси çине тухма килĕшни.
24 августа 2011 г. г. | Л.ВАСИЛЬЕВ.
Республикăра транспорт налукĕ ÿсмелле тенине илтрĕмĕр. Тĕрĕсех-и?
2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса Чăваш Енре транспорт налукĕн хакĕсене индексацилеççĕ: 100 лаша вăйлĕ хăватпа чупакан двигательлĕ çăмăл автомобильсен – пĕр лаша вăйĕшĕн 13 тенкĕ (хальхи вăхăтра – 11 тенкĕ), 100-150 лаша вăйлĕ моторлисен 19 тенкĕ вырăнне – 22 тенкĕ (15,8 процент хăпарать), 150-200 лаша вăйлисен – 36 тенкĕ, хальлĕхе – 31 тенкĕ (16,1 процент чухлĕ ÿсет). 200-250 лаша вăйлĕ çăмăл автомобильсен хуçисем паянхи кун 48 тенкĕ налук тÿлеççĕ. Килес çул вăл 55 тенкĕ пулĕ (14,6 процент хăпарать). 250 лаша вăйлинчен те хăватлăрах автомобильсен налукĕ 79 тенкĕрен 92 тенке çитет (16,5 процент).
– Налук хакĕсем пирĕн республикăра Атăлçи федераци округĕнчи регионсенчи вăтам хаксенчен пысăках мар: 7 тенкĕрен пуçласа (Саратов облаçĕ) 25 тенкĕ таран хăпарнă Мари Эл Республикипе Пермь крайĕнче. 2012 çултан тытăнса транспорт налукĕ çул-йĕр фондне йĕркелемелли тĕп çăл куçсенчен пĕри пулса тăрать. Налук укçипе çул-йĕр тума тата юсама усă кураççĕ. Çапла вара çулсен пахалăхĕ самаях лайăхланĕ, инкек-синкексем те чакĕç, – пĕлтереççĕ ЧР Финанс министерствинчен.
20 августа 2011 г. г. | Р.Семенова.
Вăрмансене хăрăк тата çуннă йывăçсенчен тасатассишĕн кам яваплă?
Республикăн Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вăрмансенчи санитари хăрушсăрлăхĕн правилисенче вăрмансенчи санитари мероприятийĕсене çаксем тивĕçтереççĕ:
– федераци субъекчĕсен тата муниципалитетсен харпăрлăхĕнчи çĕрсем çинчи вăрмансенче – субъектсен ĕç тăвакан е вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем;
– вăрман фончĕн çĕрĕсем çинче вырнаçнă, хÿтĕлев полномочийĕсене РФ субъекчĕсен патшалăх влаçĕн органĕсене панă тĕслĕхсенче – субъектсен ĕç тăвакан влаç органĕсем;
– федерацин уйрăммăн сыхлакан çут çанталăк территорийĕсенчи вăрмансенче – Федерацин çут çанталăк ресурсĕсемпе усă курассине сăнаса тăракан служби;
– федерацин хăрушсăрлăхпа оборона çĕрĕсем çинчи вăрмансенче – федерацин тивĕçлĕ влаç органĕсем;
– РФ Вăрман кодексĕпе килĕшÿллĕн хÿтĕлев полномочийĕсене субъектсене панă вăрман фондĕнче – Федерацин вăрман хуçалăхĕн агентстви.
Саккунпа килĕшÿллĕн арендăна панă вăрман лаптăкĕсенчи санитари мероприятийĕсене вăрманпа усă курмалли проектпа килĕшÿллĕн çав лаптăксен арендаторĕсем пурнăçлаççĕ.
10 августа 2011 г. г. | И.Иванова
Сусăр ачасен ашшĕсене çар хĕсметĕнчен хăтараççĕ тенине илтме тÿр килчĕ. Тĕрĕсех-ши çакă?
Патшалăх Думин Сыхлав комитетне çемьере инвалид ача пур (ÿсĕме пăхмасăр) граждансене çар хĕсметне илес срока тăсасси çинчен калакан саккун проектне тăратнă. Хальлĕхе кил-йышра виçĕ çул тултарайман сусăр ача пулсан ашшĕн çара каяс срокне малалла куçараççĕ.
Саккун проекчĕн авторĕсен шучĕпе çакнашкал сĕнÿ çемьери тăнăçлăха упрама пулăшать.
20 июля 2011 г. г. | И.ПЕТРОВ.
«Совет Союзĕн потребительсен кооперацийĕн отличникĕ», «Чăваш АССР потребительсен кооперацийĕн ветеранĕ», «Пилĕк çуллăхăн çамрăк гвардеецĕ», «Ăста мастер», «Чаплă дружинник» паллăсемпе «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçме май пур-ши?
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2005 çулхи сентябрĕн 16-мĕшĕнчи 226-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн «Ĕç ветеранĕ» ят илнĕ чухне СССР, РСФСР, Раççей патшалăх органĕсенче ĕçре палăрнăшăн панă наградăсене тата ведомство паллисене шута илеççĕ. Эсир асăннă наградăсем вĕсен шутне кĕмеççĕ.
20 июля 2011 г. г. | Г.СИДОРОВА.
Эпĕ 50 çулта, икĕ çул каялла ĕçрен кайма тиврĕ. Паллах, стаж татăлчĕ. Халĕ ниçта та ĕçлеместĕп. Стаж татăлни пенси виçине витĕм кÿрет-и?
Стаж татăлни ниме те пĕлтермест. Ĕç стажĕ татăлни пенси виçипе нимĕнле те çыхăнман. Анчах та эсир ĕçлемен чухне РФ Пенси фондне нимĕнле взнос та куçманнине манмалла мар. Апла пулсан сирĕн пенси те ÿсмен.
09 июля 2011 г. г. | Г.ПЕТРОВА.
Патшалăхăн çурт-йĕр фондĕнчи хваттере коммерци мелĕпе тара илме пулать. Вăл программăпа килĕшÿллĕн, Шупашкарта çурт-йĕр тăваççĕ. Пире, тĕп хулара пурăнманнисене, унта тара парĕç-и?
Аса илтеретпĕр, патшалăх фондĕнчи хваттерте коммерци мелĕпе пурăнакансен коммуналлă пулăшушăн тата тара илнишĕн тÿлемелле. Ăна çурт-йĕр условине лайăхлатма черетре тăракансене тата граждансен уйрăм категорийĕсене хăйсем пурăнакан вырăнта кăна уйăраççĕ. Шел те, анчах республикăн районĕсенче патшалăх çурт-йĕр фончĕн объекчĕсене хальхи вăхăтра хăпартмаççĕ.
04 июня 2011 г. г. | О.НИКОЛАЕВА.
Ертÿçĕсен ĕçченсен штатне кĕскетесси пирки ĕçлев службине хăçан пĕлтермелле;
Халăха ĕçпе тивĕçтерес саккуна епле пăхăннине тĕрĕслесе тăрасси районти прокуратура ĕç-хĕлĕнчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Уйăхсерен асăннă сферăра тĕрĕслевсем пулаççĕ, çав шутра предприятисемпе организацисен ертÿçисем ĕçлев службине ĕçченсен штатне пĕчĕклетесси пирки вăхăтра пĕлтерес требованисене мĕнлерех пăхăнни тĕлĕшпе те. Тĕрĕслевсенче çитменлĕхсем пурри тăтăшах палăрать.
Саккунпа организацисемпе уйрăм предпринимательсем валли ĕçченсен штатне пĕчĕклетме планлани пирки ĕçлев службине сведенисем тăратма вăхăт çирĕплетсе панă. Çапла ĕçченсен шутне е штатне кĕскетме йышăнсан организаци-ĕçпе тивĕçтерекен икĕ уйăх маларах, уйрăм предприниматель-ĕçпе тивĕçтерекен ку мероприятие пурнăçличчен икĕ эрне маларах кун пирки ĕçлев службине çырса пĕлтерме тивĕç. Кунта унăн кашни ĕçченĕн должноçне, профессипе специальноçне, ĕçшĕн тÿлес условисене палăртмалла. Енчен те штата кĕскетни е ĕçченсен йышне пĕчĕклетни ĕçрен массăллă хăтарасси патне илсе çитерет-тĕк ку ĕçе пуçăниччен ĕçлев службине виçĕ уйăх маларах пĕлтермелле. Асăннă нормăсене 1991 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси пирки" 1032-1 " РФ саккунĕн 25 статйин 2-мĕш пайĕнче çирĕплетнĕ.
Асăннă вăхăта пăхăнманшăн административлă явап пăхса хунă.
28 мая 2011 г. г. |
Амăшĕн капиталĕн укçипе тăвансенчен пурăнмалли хваттерти тăваткал метрсене туянма саккун ирĕк парать-и?
Амăшĕн капиталĕн шучĕпе пурăнмалли условисене лайăхлатмалли мелсене саккунра пайăрласа кăтартман. Гражданин саккуна хирĕçлемен кирек епле килĕшÿ тума пултарать. РФ Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 16 статйи тăрăх çурт-йĕр шутне пÿрт, унăн пайĕ, хваттер, унăн пайĕ, пÿлĕм кĕреççĕ. Çапла вара сертификат хуçи çурт-йĕрĕн пайне тăванран туянни – саккуна хирĕçлекен сăлтав мар.
04 мая 2011 г. г. | Р.ВАСИЛЬЕВА.
Пирĕн ялсем выльăх-чĕрлĕх апачĕ туянма патшалăхран ĕне пуçне 1100 тенкĕ илчĕç. Çывăх вăхăтра 1000-шер тенкĕ уйăрасси пирки калаçаççĕ. Тĕрĕсех-и?
ЧР Ял хуçалăх министерствин йĕркелÿ-тĕрĕслев пайĕн ертÿçин çумĕ Александр Кириллов пĕлтернĕ тăрăх, выльăх шутне чакарман регионсене, çав шутра Чăваш Ене те, татах пулăшу памалла – ял хуçалăх организацийĕсен тата килти хуçалăхсен кашни ĕне пуçне 1000 тенкĕ илмелле. Кун пирки РФ Правительство председателĕн çумĕ Виктор Зубков каланăччĕ.
– Чăн та, 1100-шер тенкĕ валеçнĕ чухне хăшĕ-пĕри йăнăшнă, – терĕ Александр Григорьевич. – Укçа куçармалли документ хатĕрленĕ чухне счет реквизитне тĕрĕс мар кăтартнă. Çавăнпа нухрат харпăр хăй счечĕ çине тÿрех куçайман, 4,5 млн тенкĕ Шупашкара таврăннă. Районсемпе çыхăнса реквизитсене тĕрĕс палăртма вăхăт кăштах ирттернĕ. Документсене тÿрлетнĕ хыççăн граждансен счечĕсем çине укçа çийĕнчех куçнă.
20 апреля 2011 г. г. | А.ИЛЛАРИОНОВА.
Эпĕ – пенсионер: 83 тата 87 çулсенчи ватăсене пулăшатăп. Вĕсене пăхса пурăннăшăн компенсаци ыйтма пултаратăп-и?
80 çултан иртнĕ ватăна пăхса пурăнакан вăй питти çынна çак тапхăрта вăл ĕçлесе илеймен шалăвăн пĕр пайне саплаштарас тĕллевпе уйăхсерен компенсаци тÿлевĕ памалла тăваççĕ. Çак тапхăрта вăл, тĕрĕссипе, ĕçлеме май çуккипе кун-çула тытса пымалăх тупăш илеймест. Енчен те хевтесĕре пенсионер пăхать-тĕк – ăна компенсаци тÿлемеççĕ, мĕншĕн тесен тивĕçлĕ канăва тухнă çын шалушăн компенсацилекен тÿлеве ахаль те уйăхсерен тивĕçет – ватлăхри ĕç е патшалăх пенсийĕ илсе тăрать.
Çапла вара унăн компенсаци ирĕкĕ çук.
16 апреля 2011 г. г. |
Суд тытăмĕ пирки каланă чухне тăтăшах Фемида теççĕ. Суд çуртне манти тумланнă, куçне хупланă, пĕр аллине хĕç, теприне тараса тытнă хĕрарăм палăкĕпе илемлетеççĕ. Фемида авалхи Турă тенине илтнĕччĕ. Вăл куçне хуплани, аллисене хĕçпе тараса тытни мĕне пĕлтерет-ши?
Фемида, чăн та, тĕрĕс суд символĕ. Ăна правосудипе çыхăннă эмблемăсенче сăнлаççĕ, суд çурчĕсене унăн кÿлепипе илемлетеççĕ. Çавăн пекех çак сăмахпа саккун тытăмне, тĕрĕс суда е унпа çыхăннă ытти пулăмсене, япаласене палăртатпăр. Фемида – авалхи грексен правăпа саккун йĕркин хĕр-турри.
Фемида яштака кĕлеткине илем кÿрекен манти тумланнă. Сулахай аллинчи тараса – шайлашулăхпа тĕрĕслĕх палли. Вăл тĕп-тĕрĕс кăтартакан тарасипе ырăпа усала, айăппа айăпсăрлăха виçет. Сăмах май, ĕлĕк-авал пурăннисем леш тĕнче Туррисем вилнĕ этемĕн лайăх тата япăх ĕçĕсене тараса çине хурса виçнине, çапла майпа этем çăтмаха е тамăка лекнине ĕненнĕ. Фемида ăна сулахай аллипе тытни те ахальтен мар – çав ен тавралăхра мĕн пулса иртнине йышăнаканни иккен. Фемида сăнарĕ юмăç пăхмалли Таро карттисен пуххинче те пур. Унта тĕнчене йĕркелекен тата тытса тăракан ĕлĕк-авалхи Турăсен сăнĕсем çеç.
Хĕç – чун вăйĕ, тунă ĕçшĕн явап тытмалли паллă. Хĕçе çÿлелле йăтнă пек сăнлани – "тÿпе ирĕкне", айăпа кĕрекене çынсем мар, "çÿлти хăват" суд тунине, хĕç айăплакана самантрах касса ÿкерме пултарнине палăртать. Вăл икĕ енчен те çивĕччи яланах асăрхануллă пулмаллине систерет. Хĕçе сылтăм алăпа тытни – вăй-хăват ун енче пулнине çирĕплетет.
Манти – пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисенче йăлана кĕнĕ пĕр-пĕр церемони ирттермелли тум. Вăл çак ĕç питĕ пĕлтерĕшли çинчен калать.
Куçа татăкпа хуплани – тĕрĕслĕхе кăна мала хунине пĕлтерет. Судра икĕ ен "тупăшаççĕ", судья вĕсене иккĕшне те сăмах парать, итлет. Вăл нихăçан та çынсен кăмăлне, вĕсем пуян е чухăн пулнине, ăçта ĕçленине пăхмасть, фактсемпе тĕрĕслĕхе çеç тăнлать. Çавăнпа никам майлă та мар. Суд тĕрĕслĕхĕ "куçсăр": вăл çынсене те мар, вĕсем мĕнлерех тата камсем пулнине те мар, правăпа саккуна çеç курать.
09 апреля 2011 г. г. | И.КАПИТОНОВА.
Уçлăх космонавтсен сывлăхне мĕнле витĕм кÿрессе чи малтанах никам та пĕлмен. Сăмахран, Гагарин ăсран тайăлманнине тĕрĕслемелли меслет пулнă-и?
Космонавтика ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче уçлăх этемшĕн чăн-чăн вăрттăнлăх шутланнă. Космос çын сывлăхне тĕрлĕ енлĕ сиенлесрен пурте хăранă. Сăмахран, психика йывăрлăха чăтаймасăр çын ухмаха тухас хăрушлăх пуррине ăнкарнă. Çавна май космос карапĕн инженерĕсем Юрий Гагаринăн хăрушсăрлăхне хÿтĕлеме тăрăшнă. Тормоз двигательне хута яриччен унăн логика задачи шутласа хăй ăсран тайăлманнине çирĕплетме тивнĕ. Цифра кодне ĕçе кĕртсен çеç космонавт кирлĕ хатĕре тапратма пултарнă.
26 марта 2011 г. г. | Г.РОМАНОВ.
Республикăри влаç органĕсенче хальхи вăхăтра миçе çын ĕçлет?
Статистика çирĕплетнĕ тăрăх – 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх службин должноçĕсенче 6146 çын ĕçлет. Çакă влаç органĕсенче вăй хуракансен 73,9 проценчĕ чухлĕ. Сăмах май, Чăваш Ен патшалăх влаç органĕсенче çулталăк каялла 6,4 пин çын тăрăшнă.
Федераци чиновникĕсем 4514-ăн шутланаççĕ. Çак йышран 3756-шĕ ĕç тăвакан влаç тытăмĕнче (пĕлтĕрхи кăтарту – 5294), 758-шĕ – суд тата прокуратура органĕсенче. Республика шайĕнчи патшалăх служащийĕсем 1632 çын (çулталăк каялла 1410-ăн пулнă).
Муниципалитет службин должноçĕсене хальхи вăхăтра 2483 çын йышăнать – вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен 69,1 проценчĕ чухлĕ. Иртнĕ çул муниципалитет служащийĕсем 2583-ĕн шутланнă.