23 марта 2011 г. г. | И.ПЕТРОВА.
Ĕçлемен ватăна юлашки çула ăсатма камран пулăшу ыйтмалла тата ăна тивĕçме мĕнле документ кирлĕ?
Ĕçлемен пенсионерсене пытармашкăн Пенси фончĕн шутĕнчен пособи тÿлеççĕ. Çынна юлашки çула ăсатма йĕркелессине хăй çине илнĕ гражданинăн вăл вилнĕ хыççăн ултă уйăх ирттиччен Пенси фончĕн çав вырăнти управленине пымалла. Çумра паспорт, ЗАГС органĕ пенсионер вилнĕ пирки панă свидетельство, ватă çын çав кун тĕлне ĕçлеменнине ĕнентерекен документ (тĕслĕхрен, юлашки ĕç вырăнĕнчен тухса кайнине паллă тунă ĕç кĕнеки) пулмалла.
2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен асăннă пособи сумми 4260 тенкĕпе танлашать.
02 марта 2011 г. г. | Д.ТЕРЕНТЬЕВ.
Салтака кайса килнĕ каччăсен çар вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ илме май пур тенине илтнĕччĕ. Ăçта тата мĕн чухлĕ вĕренмелле?
ЧР Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар комиссариачĕн пай начальникĕ А.Прокопьев пĕлтернĕ тăрăх, вăтам шкул пĕтернĕ, 24 çула çитиччен çар тивĕçне пурнăçланисем çар комиссариачĕ урлă сержантсене хатĕрлекен çар вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕме пултараççĕ. Çак вĕренÿ заведенийĕсем Санкт-Петербургра, Калининградра, Рязаньте, Омскра, Пензăра, Краснодарта, Тюменьте тата ытти хуласенче вырнаçнă. Пурĕ 2 çул та 10 уйăх вĕренмелле. Пĕлÿ илнĕ хушăра курсантсене 8 пин тенкĕне яхăн стипендипе, общежитипе, тÿлевсĕр апатпа тивĕçтереççĕ. Кашни çулах хĕлле тата çулла отпуска кайма ирĕк пур. Вĕренсе пĕтерсен взвод командирĕн, рота техникĕн, старшина тивĕçĕсене пурнăçлама пултараççĕ (шалу – 35 пин тенкĕрен пуçласа).
02 марта 2011 г. г. | И.СОЛОВЬЕВА.
Манăн аслă хĕр çирĕм виççĕре, çемьеллĕ, ачаллă. Эпĕ хĕрĕме питĕ çамрăкла çуратрăм. Халĕ татах ача кĕтетĕп. Вăл çуралсан мана амăшĕн капиталне параççĕ-и?
"Ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма мерăсем çинчен" 256 федераци саккунĕн 3 статйин 7-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн сире иккĕмĕш ача çуратсан амăшĕн капиталĕпе тивĕçтереççĕ. Саккунра пĕрремĕш ача миçе çулта пулмаллине палăртман. Çавăнпа вăл кирек миçе çулта пулсан та унăн амăшĕ 2007 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăнхи тапхăрта иккĕмĕш ача çуратсан амăшĕн капиталне илме пултарать.
26 февраля 2011 г. г. |
Миçе район, хула?
Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче миçе район, хула, поселок, ял тăрăхĕ; Вĕсене хăçан тата мĕнле йĕркепе çирĕплетнĕ; 2004 çулхи администраци реформи хыççăн мĕнле улшăнусем пулса иртнĕ;
Чăваш Енре муниципалитетăн 21 районĕ, 9 хула, 8 поселок, 1700 яхăн ял шутланать. Администраци реформи ял тăрăхĕсен шутне чакарчĕ. 2004 çул хыççăн – 7 хула тата 284 ял тăрăхĕ.
Чи малтанах Чăваш автономи облаçне 3 вулăса – Шупашкар, Çĕрпÿÿ, Етĕрне – пайланă. 1927 çулта вулăссене пĕтернĕ. Вĕсен вырăнне 17 район: Улатăр, Элĕк, Аслă Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Кĕçĕн Елчĕк, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Малтикас, Вăрмар, Çĕрпÿÿ, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне – йĕркеленĕ.
1935 çулта çĕнĕ районсем йĕркеленеççĕ, хăш-пĕр районсене пĕтереççĕ, теприсенне ячĕсене улăштараççĕ.
1956 çулта районсен шучĕ чакма пуçлать. Чи малтан Калинин, Кувакино, Советски, Шăхасан районĕсене; 1959 çулта – Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски, Чурачăк районĕсене; 1962 çулта – Элĕк, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Сĕнтĕр, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай районĕсене пĕтернĕ.
1964 çулта районсем каллех йышланма тытăннă. Чи малтан Муркаш районне "чĕртсе" тăратнă. 1965 çулта Элĕк, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай районĕсем "çуралнă". Çĕмĕрле районне 1965 çулта пĕтернĕ, анчах çулталăкранах каялла йĕркеленĕ. Çав вăхăтранпа Чăваш Ен районĕсене тек пайламан, улăштарман.
19 февраля 2011 г. г. | Г.Иванова
2011 çулта Чăваш Ен территорийĕнче федерацин «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограмми ĕçлĕ-и?
ЧР Стройминĕ пĕлтернĕ тăрăх республикăра федерацин «Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограммине пурнăçламашкăн Чăваш Енĕн 2011 çулхи бюджетĕнче 100 млн тенкĕ пăхса хăварнă. РФ Регионсен аталанăвĕн министерстви асăннă çумпрограммăна пурнăçлама хутшăнас енĕпе Раççей субъекчĕсен хушшинче конкурс суйлавĕ ирттерсен çамрăк çемьесене социаллă тÿлев парасси малалла тăсăлĕ.
12 февраля 2011 г. г. |
Обязательнăй медицина страхованийĕ çинчен кăçалтан çĕнĕ саккун вăя кĕчĕ. Мĕн парĕ вăл пациента?
Обязательнăй медицина страхованийĕ çинчен калакан çĕнĕ саккунăн тĕп саманчĕ – çын обязательнăй медицина страхованийĕн компанине суйлама пултарни. Маларах ĕç паракан мĕнле организацие суйланă, ĕçлекене çавăнта страхланă. Халĕ кашниех хăй тĕллĕн страховани компанине суйлама пултарать. Страхлакан полиссене майăн 1-мĕшĕнчен ылмаштарма пуçлĕç, вĕсем электронлисем пулĕç.
Тепĕр ен вăл – пациент врача тата сиплев учрежденине хăй тĕллĕн суйлама пултарни. Ун пекки маларах та пулнă-ха вăл, анчах халĕ саккунта кун пирки питĕ уçăмлă каланă: пациент хăй суйлама пултарать.
02 февраля 2011 г. г. | Крыцовкин
Редакцине çĕр пирки чылай çыру килет. Вĕсенче çакăн пек йĕркесене курма пулать: «Халĕ çĕр уйăраççĕ. Мĕнлерех ÿкерчĕк пулать-ха вăл? Пĕри çĕр улми лартать, тепри – купăста, виççĕмĕшĕ – çулса илмелĕх курăк... Кашнин картасем... Çĕршĕн тата туса илнĕ продукцишĕн налук мĕн чухлĕ тÿлеме тивĕ-ха? Ăна каялла тавăрса пама пулать-и? Çĕр налукне тÿлемелли квитанцисене ăçтан илмелле?»
Росреестр Управленийĕн Çĕмĕрлери пайĕн районти секторĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсенчен граждансене тата юридици сăпачĕсене çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха конкурссемпе аукционсем ирттерсе параççĕ. Çĕр пайĕн участникĕ уйрăм хуçалăхне е фермер хуçалăхне анлăлатас е çĕр участокне тара парас, е унпа урăхла усă курас тĕллевпе ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсенчен хăйĕн çĕр пайне уйăрса илме пултарать. Кунсăр пуçне çĕр пайĕн хуçин, çĕрпе усă кураканăн, лаптăка тара илнин унпа тĕллевлĕ усă курмалла, анчах та çут çанталăкăн объектне – çĕре – сиен кÿмелле мар: варалама, ăпăр-тапăрпа çÿпĕлеме, çĕрĕн пулăхлă сийне пĕтерме е сăтăр тăвакан ытти ĕçсене пурнăçлама юрамасть.
Ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсемпе усă курнă чухне йĕри-тавра карта тытма ирĕк çук. Çакна та каламалла, ял хуçалăх продукцине туса илнĕшĕн налук хывмаççĕ. Çĕр налукне кăна тÿлеме тивет. Палăртмалла, ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕр налукĕн виçи пĕчĕкрех. Çĕр налукне тÿлемелли квитанцисене налук органĕ ярса парать.
Çĕр пайĕн харпăрлăхçи унпа малалла усă курасшăн мар тата пăрахăçласшăн пулсан унăн куçман пурлăх çине правасем регистрацилекен тата унпа килĕшÿсем тăвас енĕпе ĕçлекен органа кун пирки заявлени тăратмалла. Ку ĕç тÿлевсĕррине палăртмалла. Çĕр пайĕн харпăрлăхçин прави çĕре пăрахăçлани пирки регистрациленĕ кунран пĕтет. Çав вăхăтрах çĕр пайĕ муниципаллă район территорийĕнче вырнаçнă пулсан асăннă çĕр çине харпăрлăх прависем ял тăрăхне куçаççĕ.
Çĕр ресурсĕсемпе тухăçлă усă курассине ÿстерес тĕллевпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ ял хуçалăх тĕллевлĕ çĕрсен кадастр хакĕн танлаштаруллă кăтартăвĕсене (удельные показатели) çирĕплетнĕ. Пирĕн районпа илсен кадастр хакĕн танлаштаруллă вăтам кăтартăвĕ тăваткал метршăн 2,45 тенкĕпе танлашать.
Н.ПЕТРОВА.
25 декабря 2010 г. г. | Н.Семенова.
2011 çулта çăмăллăхçăсене социаллă хÿтлĕх мерисемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе улшăнусем пулĕç-ши?
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствипе Чăваш Республикин Правительствин килĕшĕвĕ тăрăх 2011 çулхи январь уйăхĕнчен ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин инвалидсене реабилитацин техника хатĕрĕсемпе, протезпа ортопеди изделийĕсемпе, çавăн пекех уйрăм категориллĕ граждансене медицина кăтартăвĕсем пур-тăк санаторипе курорта сипленме кайма путевкăсем уйăрас тĕлĕшпе патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтермелле.
2011 çул валли социаллă хÿтлĕхĕн асăннă мерисене тивĕçес тесен çăмăллăхçăсен Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин подразделенийĕсене заявлени тăратмалла:
- инвалидсене реабилитацин техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерес пулсан – халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен вырăнти центра;
- медицина кăтартăвĕсем пур-тăк санаторипе курорта сипленме кайма путевкăсем тата унта тÿлевсĕр ирĕк паракан документа илме – социаллă хÿтлĕхĕн вырăнти территори органне.
Инвалидсене реабилитацин техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерес тата компенсаци тÿлес енĕпе пурнăçламан заявкăсене, çавăн пекех граждансен санаторипе курорт сиплевне илмелли социаллă пулăшусене тивĕçмелли 2010 çулта тăратнă заявленийĕсене, илеймен путевкисемпе сипленме тÿлевсĕр кайса килме ирĕк паракан документсене Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани Фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин çăмăллăхçă пурăнакан вырăнти подразделенине куçарса парать. Вĕри лини телефонĕ: (8352) 62-72-71.
08 декабря 2010 г. г. | И.Иванова
Нумаях пулмасть Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникне пытартăмăр. Пытарма паракан пособие ăçта илмелле? Тата унăн виçи мĕн чухлĕ?
Ун пек чухне икĕ мелрен пĕрне суйласа илмелле. Социаллă пособи илме пулать. Хальхи вăхăтра вăл 4 пин тенке яхăн. Ку ыйтупа ветеран пурăннă вырăнти пенси уйрăмне каймалла.
Çавăн пекех Çар мемориалĕсен компанийĕнчен е ытти ритуал службинчен пулăшу ыйтма пулать. Вĕсем вăрçă участникне пытарма, палăк лартма федераци бюджетĕнчен 8 пин тенкĕрен пуçласа 11 пин тенкĕ таран укçа уйăраççĕ. Кун пек чухне вара РФ Пенси фондĕнчен социаллă пенси тÿлемеççĕ. Калас пулать, пирĕн районта ку енĕпе «Обряд» ТЯО (редакци çуртĕнче вырнаçнă) пулăшма пултарать.
01 декабря 2010 г. г. | И.Петрова
Дмитрий Медведев патшалăх наградисен тытăмне улшăнусем кĕртрĕ. Унпа килĕшÿллĕн орден-медаль шучĕ икĕ хут сахалланнă, кунсăр пуçне вĕсене пилĕк çулта пĕрре кăна илме пулать иккен. Тата мĕнле çĕнĕлĕхпе «савăнтарĕ» хушу?
РФ Президенчĕ çумĕнчи Геральдика канашĕ совет саманинче çирĕплетнĕ патшалăх наградисен сăн-сăпатне улăштарнă. Пилĕк кĕтеслĕ çăлтăра хĕреспе ылмаштарнă. Сăмахран, унччен Суворов орденĕ çăлтăр варринчеччĕ, халĕ вара – хĕрес çинче. Александр Невский орденне маларах çар çыннисене кăна панă, халĕ унпа пурне те чыслаççĕ. Ветерансемшĕн кăмăллах мар пулăм: юбилей медалĕсем малашне патшалăх наградисем шутланмаççĕ.
Ÿлĕмрен суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, агроном, ветеринар, изобретатель, рационализатор, мелиоратор, пограничник... пулмĕ. Артистсемпе художниксем, архитекторсем малашне те «тава тивĕçлĕ», «халăх» ятсене тивĕçĕç. Космонавтсене Раççей Паттăрĕн ылтăн çăлтăрĕ вырăнне «Тĕнче уçлăхне парăнтарнăшăн» медальпе чыслĕç. Патшалăх наградисен çĕнетнĕ тытăмне «Раççей Паттăрĕ» ята, Георгий хĕресне тата «Тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн» паллăна, 15 орденпа çавăн чухлех медале кĕртнĕ. Ыттисем патшалăх награди шутланмаççĕ. «Шыва путакансене çăлнăшăн» тата «Пушар вăхăтĕнчи паттăрлăхшăн» медальсене «пĕрлештернĕ». «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» медаль икĕ тĕрлĕ – арçынсем тата хĕрарăмсем валли.
«Паттăрлăхшăн» медальсĕр пуçне ыттисене çынна икĕ хут памаççĕ. Çавăн пекех малтанхине илнĕ хыççăн пилĕк çул иртмесĕр патшалăх наградипе черетлĕ хут чыслама юрамасть. Президентăн преступлени тунă е наградăна ултавлă майпа тивĕçнĕ çынран ăна каялла илме ирĕк пур.
25 сентября 2010 г. г. | М.Григорьева.
Ноябрь уйăхĕнче манăн тивĕçлĕ канăва тухмалла. "Чăваш Республикин ... тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята 2000 çулта пачĕç. "ЧР ĕç ветеранĕ" ята тивĕçме мĕн тумалла, ăçта заявлени çырмалла?
"Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçес тесен Чăваш Енри патшалăх наградисене илнĕ граждансен, тивĕçлĕ канăва тухсан е пенси илме май паракан çул çитсен районти социаллă хÿтлĕх пайне килмелле. Хăвăрпа пĕрле çак документсем пулмалла:
– заявлени;
– паспорт тата унăн копийĕ;
– наградăланине çирĕплетекен документ тата унăн копийĕ;
– ĕç кĕнеки тата унăн копийĕ;
– ватлăхпа е нумай ĕçленĕшĕн пенси пани çинчен справка;
– 3х4 сантиметр виçеллĕ пĕр сăн ÿкерчĕк.
25 августа 2010 г. г. | Хватукасси ялĕнчи ватăсем
Халăха газ баллонĕпе тивĕçтерес йĕркепе паллаштарсамăр.
«Аякри ялсенче пурăнакансен газ баллонĕ илес тесен вырăнти ял тăрăхне çитсе заявка памалла. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем вара хăш яла миçе баллон илсе пымаллине газ участокне пĕлтереççĕ, кунне те палăртаççĕ. Çав заявка тăрăх эпир баллонсем валеçсе çÿретпĕр. Палăртмалла, çĕнĕ йĕркепе килĕшÿллĕн малашне баллонсене абонент кĕнеки уçмасăр памаççĕ. Ăна валли кил хуçин ял тăрăхĕнчен çемье йышне кăтартакан справка илмелле. Газ участокĕн специалисчĕ е слесарь баллон леçме пырсан çак справкăна кура абонент кĕнеки уçса парать. Слесарь çавăн пекех сирĕн газ плитине тĕрĕслет. Юсавсăр плита валли баллон памаççĕ. Çавăн пекех сирĕн кил-çуртри пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхса тухаççĕ».
18 августа 2010 г. г. | В.МАСЛЕННИКОВА.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çуртпа тивĕçтересси çинчен калакан Раççей Президенчĕн Указĕ хăçанччен вăйра пулать?
«1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çуртпа тивĕçтересси çинчен» Указпа килĕшÿллĕн, 2010 тата 2011 çулсенчи федераци бюджетне йĕркеленĕ чухне вăрçă ветеранĕсене çуртпа тивĕçтерме укçа пăхса хăварма йышăннă.
Апла пулсан, ветерансене кăçал та, çитес çул та çуртпа тивĕçтерĕç. Çав вăхăтрах ветерансене пурăнмалли çуртпа тивĕçтермелли йĕрке «Ветерансем çинчен» федераци саккунĕнчен 2011 çулта та, каярах та çухалмасть.
18 августа 2010 г. г. | Н.Куколева
"Паянхи кун пурне те пĕр инкек – шăрăх тăнипе ялсенчи çынсем пахалăхлă шывпа тивĕçейменни – хумхантарать. Çĕмĕрле хулинче пурăнатăп пулин те эпĕ уйрăмах I Хурашаш ялĕн çыннисемшĕн пăшăрханатăп. Яла тăвансем патне час-часах çÿренипе вĕсем шывсăр аптăранине куратăп: çăлсенчи шыв типсе ларнă. Ялта шыв уçламалли башня пур пулин те, унăн усси çук. Счетчик çук теççĕ-и? Кам айăпĕпе башня ĕçлемест?"
Редакцирен: Хисеплĕ Надежда Александровна! Сирĕн çырăвăр çине хуравлас тĕллевпе Хусанушкăнь ял тăрăхĕн администрацине шăнкăравларăмăр. "Паянхи кун I Хурашашри шыв уçламалли башня ĕçлет, вăрах хушă юсавра пулнă хыççăн ăна хута янă", – хуравларĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Праулов.
28 июля 2010 г. г. | В.ПЕТРОВ.
Пĕвере ĕрчетекен пулла упрама пысăк сивĕтмĕш туянас тетĕп. Лизингпа субсиди илмелли йĕрке пур-и?
РФ Правительстви 2009 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче «Пулă ĕрчетекен хуçалăх комплексĕсене, предпринимательсене пулăран апат-çимĕç хатĕрлекен оборудовани, сивĕтмĕш, кимĕ тата вĕсен саппас пайĕсене туянмашкăн Раççейри лизинг компанийĕсемпе тунă килĕшÿсенче палăртнă лизинг тÿлевĕн пĕр пайне саплаштарма федераци бюджетĕнчен 2010 çулта субсиди уйăрасси çинчен» йышăну кăларнă. Унпа усă курас текенсене Раççейĕн Пулă ĕрчетес тĕлĕшпе ĕçлекен агентствипе çыхăнма сĕнетпĕр. Йышăнура мĕнле документсем памаллине тĕплĕ палăртнă. Субсиди оборудовани хакĕн 2|3 пайне саплаштармалăх уйăраççĕ.
14 июля 2010 г. г. | И.КОЗЛОВА.
"Çамрăк çемье" программа хăçанччен ĕçлесси паллă-и?
Чăваш Енĕн 2010 çулхи бюджетĕнче "Çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парассине патшалăх енчен пулăшасси" республика программипе килĕшÿллĕн çамрăк çемьесем валли социаллă тÿлевсем уйăрма палăртман. Çапла майпа ку программа кăçалтан ĕçлеме пăрахать.
РФ Регионсен аталанăвĕн министерстви субъектсен хушшинче федерацин "Çурт-йĕр" программин "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çум программине 2010 çулта пурнăçлама конкурс ирттерет. Ăна пĕтĕмлетсен ĕç-пуç малалла кайĕ. Минрегион пĕлтернĕ тăрăх "Çурт-йĕр" программăна 2015 çулччен тăсма палăртнă.
«Хыпар» хаçатран.
09 июня 2010 г. г. | В.НИКОЛАЕВ.
Ĕç нумай тесе ертÿçĕ мана черетлĕ отпускран чĕнсе илесшĕн. Çакă саккунпа килĕшсе тăрать-и?
Енчен те эсир килĕшетĕр-тĕк – тĕрĕс. РФ Ĕçлев кодексĕн 125 статйинче палăртнă тăрăх, çынна хăй ирĕкĕпе кăна отпускран чĕнсе илме юрать. Юлнă кунсемшĕн гражданиншăн меллĕ вăхăтра çак çулта кантармалла е çитес çулхи отпуск çумне хушмалла. 18 çул тултарман çамрăксене, çире пур хĕрарăмсене, сиенлĕ тата хăрушă условисенче вăй хуракансене черетлĕ кануран вăхăт çитмесĕр кăларма юрамасть.
05 июня 2010 г. г. |
Район бюджетĕнчи укçана кăçал мĕнле тĕллевсемпе тăкаклаççĕ-ши?
Районăн 2010 çулхи инвестици программипе Уйпуçĕнчи тĕп урама асфальт çул хывма – 255,2 пин, Хĕрлĕ Чутайри Завод урамĕнче автоçул тума – 200 пин, районти çулсене пăхса тăма – 2313,3 пин, вĕсене юсама – 1813,3 пин, ялсене паха шывпа тивĕçтерме – 1 млн, нумай хутлă пурăнмалли çуртсене тĕпрен юсама – 1050 пин, вĕсенче электричество тата ăшă энергийĕ шутлакан приборсем вырнаçтарма тата çуртсене шывпа тивĕçтерме – 362,5 пин, Хĕрлĕ Чутайри нумай хваттерлĕ çуртсене тата организацисене ăшăтмалли хатĕрсем вырнаçтарма 17238 пин тенкĕ уйăрма пăхнă.
22 мая 2010 г. г. | В.БАРМИН, Вырăсушкăнь ялĕ.
«Чăваш Ен» телерадиокомпанин курав сеткине тĕрлĕ енлĕ тума ыйтатпăр. Хыпарсемсĕр пуçне ытти кăларăма та пăхас килет.
ЧР Культура министерстви çапла пĕлтерет: «Чăваш Ен» ПТРК – «ВГТРК» ФПУП филиалĕ, вăл тĕп предприяти регламенчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлет, Мускав унăн кăларăмĕсен хронометражĕпе тематикине палăртать.
Республикăн массăллă информаци хатĕрĕсен социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсĕнче Культура министерстви çулленех Чăваш телерадиокомпанийĕн проекчĕсене пулăшать, çавна май наци, культурăпа çут ĕç тата ача-пăча телепрограммисем кун çути кураççĕ.
22 мая 2010 г. г. | Штанаш ялĕнче пурăнакансем.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Арайкасси тата Элĕк районĕнчи Атмалкасси ялĕсене хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарма палăртаççĕ-и?
Чăваш Ен Стройминĕ çапла хуравлать: республика Президенчĕн «Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсен сечĕн строительствине вĕçлессине хăвăртлатмалли мерăсем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн 2007-2008 çулсенче Хĕрлĕ Чутай районĕн территорийĕнче хытă сийлĕ Кив Атикасси-Штанаш-Арайкасси çул тунă. 4,437 км тăршшĕ – Хĕрлĕ Чутай тата Элĕк районĕсен чиккине çити. Элĕк районĕ енчен 2007 çулта Атмалкасси ялĕ таран 3,4 км тăршшĕ çул тунă. Ялсенчен республикăн пурте усă куракан автомобиль çулĕсен сечĕ çине тухма пулать. Хытă сий сарман çул пайĕ 450 метрпа танлашать – Атмалкасси урамĕ тăрăх.
Федерацин вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн муниципалитет е ял-хула чиккинче вырнаçнă автомобиль çулĕсен строительствин ыйтăвĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен полномочийĕсен шутне кĕртнĕ. Элĕк районĕн администрацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, 2010 çулта район, çавăн пекех ял тăрăхĕн бюджечĕсенче Атмалкассинчен Хĕрлĕ Чутай районĕн чикки таран автомобиль çулĕ проектлама тата тума укçа пăхса хăварман. Çынсем ыйтнине кура çак çул строительствипе çыхăннă ыйтăва районăн 2011 çулхи бюджетне йĕркеленĕ чух Элĕк районĕн депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕн кун йĕркине кĕртме палăртнă.